Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тутлӑн (тĕпĕ: тутлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем тӑваттӑн сӗтел хушшине ларчӗҫ те, ытти ҫынсем тӗрлӗ сасӑсемпе хӑрлаттарнӑ, тӗлӗк курса мӑкӑртатнӑ хушӑра пит те тутлӑн каҫхи апат турӗҫ.

Вчетвером они сели за стол и под разноголосый храп и сонное бормотанье остальных жильцов с аппетитом и вкусно поужинали.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Старик калавне итлесе выртса, Алексей тутлӑн тӗлӗрнӗ.

Алексей сладко дремал под старческую болтовню.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл кӑвайт ӑшшипе киленсе, тутлӑн та тӑранма пӗлмесӗр ҫывӑрчӗ.

Он спал сладко и жадно, защищенный теплом костра.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пуллине ветчинапа пӗрле ӑшаларӗҫ те тӗлӗнсех кайрӗҫ: ку таранччен вӗсене нихҫан та пулӑ ҫавӑн пек тутлӑн туйӑнман.

Они поджарили рыбу с грудинкой и даже удивились — никогда еще рыба не казалась им такой вкусной.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид анасласа тутлӑн карӑнчӗ те чавсаланса пӑртак ҫӗкленчӗ, хартлатса илнӗ май Том ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ.

Сид зевнул, потянулся, чихнул, приподнялся на локте и стал глядеть на Тома.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапла тӑсӑлса выртас та тутлӑн ҫывӑрас килет.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Урайне сарса панӑ пӗрлехи вырӑн ҫинче Валентин, Гурий, Куля, Тулюк тутлӑн ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ыттисем конкурса хутшӑннӑ хушӑра вӗсем ашшӗпе амӑшӗн чӗр-куҫҫийӗ ҫинче тутлӑн ҫывӑрчӗҫ кӑна-ха.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Анчах, тутлӑн карӑнса илсен, шухӑша кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑл ачи ҫав-ҫавах лӑпкӑн та тутлӑн ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тутлӑн анасласа илнӗ май, Лена халӗ уйра ӗҫлекенсем ҫинчен шухӑшлать: йӗп-йӗпех пулчӗҫ ӗнтӗ, шӑнчӗҫ те пуль.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Мария Ивановна тутлӑн ы-ых-х! тесе карӑнчӗ, анчах тӑма васкамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Эпир чӑмлӑттӑмӑрччӗ, — кулса ячӗ Толик, чӑннипех, тутлӑн тутисемпе чӑплаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Юрӗ, шарламӑп хальлӗхе. Мӗншӗн ахалех салтак чунне канӑҫсӑрлантармалла. Унӑн манӑн уйӑхрисемсӗр те суйхи-хуйхи ҫителӗклех пулӗ», — шухӑшларӗ те вӑл тутлӑн карӑнса илчӗ, хул айӗнче шӑтӑртатни те илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ах, Ванюш! — тутлӑн карӑнса персе ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатур вӑранчӗ, ҫине-ҫине анасларӗ, тутлӑн карӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫапах та хӗвелӗн чи малтанхи шевлисем питне пырса ачашланӑ тӗле ҫав тери тутлӑн ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса ачисене тӑрантрӗ, лешсем тутлӑн ҫывӑрса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Витре илчӗ ӗнтӗ. Ӗне сусах кӗрет. Ахаль ҫеҫ тулашса выртатӑп эпӗ. Ӑшӑ сӗт ӗҫтересшӗн мана», — тутлӑн анасларӗ Тихон Иванович.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тутлӑн ирӗлсе кайнӑ тута сӑмах каланӑ чух ҫӑтӑр-р туса ҫӗтӗлсе уҫӑлать, каласа пӗтерсен каллех туртӑнса ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех