Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та ҫак самантра унӑн шӑратса тунӑпа пӗрех тӳрӗ те хитре сӑмсаллӑ, хӑйне евӗр авӑнчӑк та пӗркелентернӗ куҫхаршиллӗ, ҫӑт тытнӑ туталлӑ сӑн-пичӗ халичченхи пек мар.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Пушкинпа Толстоя самана карапӗ ҫинчен шӑлса ывӑтни тата акӑ мӗншӗн питӗ меле килнӗ: вӗсемпе пӗрле, вӗсемпе юнашар тӗрлӗрен кубофутуристсемпе конструктивистсем, ытти шӑкӑр-макӑр «истсем» хӑйсене сар туталлӑ ачамккӑсем пек кӑна туйнӑ пулӗччӗҫ.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл цынгапа шыҫӑнса кайнӑ урисемпе аран-аран утма пултарнӑ, ҫавӑнпа та ӑна йӑтса ҫитерсе кивӗ ҫуна сакки ҫине лартнӑ, вара шурса кайнӑ, кӑвак туталлӑ хӗрарӑм Чеховӑн, Толстойӑн тата Горькин калавӗсене каласа панӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ҫаврака питлӗ, каҫӑр сӑмсаллӑ, ачасенни пекех кӑпӑшка туталлӑ вӑл, питҫӑмартисем хӗрлӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Унта тинӗс хӗрринчи хула сӑнӗсем, банан ращисем, авалхи ҫурт-йӗрсем, палуба ҫинчи моряксем, слон ҫинчи ҫынсем, хумсене касса пыракан катер, урисене браслет тӑхӑннӑ хура ӳтлӗ ташлакан хӗрарӑм, хулӑн туталлӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ хура ачасем пур, — пурте пӗлмен япаласем, вӗсем мӗн иккенне пурне те ыйтса пӗлмелле.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Куштӑркаса кайнӑ туталлӑ, ҫивӗч куҫӗсене хӗснӗ боецсем хӑйсен посчӗсенче тӑшман салтакӗсем ҫине ҫирӗп йӗркепе персе тӑраҫҫӗ.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Типӗ кӑнтӑр ҫилӗсемпе куштӑрканӑ сӑн-питлӗ, ҫуркаланса пӗтнӗ туталлӑ боецсем асфальт тӑрӑх юланутсемпе вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, пӗрер ҫӑвар шыв ӗҫме те чарӑнса тӑмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хула ҫурчӗсен стенисем ҫинче алӑ пекех хулӑн стрелкӑллӑ, пысӑк, ҫын ҫӳллӗш «Л» паллӑсем ӳсе-ӳсе ларнӑ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хула пуҫӗн ытла та шикленмесӗр шухӑшласа кӑларнӑ ӗҫӗ Артамонова тӗлӗнтерчӗ, анчах вӑл хут ҫине пурпӗр алӑ пусрӗ, мӗншӗн тесен ку ӗҫ хӑйӗн шӑллӗне, Мирона, кӑмӑла каймасса тата Воропонова та Петербургран лайӑх кӑна ятласа ярасса шаннӑ: хӑвна тивӗҫлӗ мар ӗҫе ан хутшӑн, хулӑн туталлӑ ухмах, хӑвна ытла мӑнна хурса ан сик!
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Диван ҫинче ҫывӑракан ҫамрӑк офицер ури вӗҫӗнче хулӑн туталлӑ ҫамрӑк докторпа нимӗҫ сӑнарлӑ артиллерист укҫа шутласа лараҫҫӗ, ҫывӑракан офицер ури ҫинех хӑпарса ларнӑ, тейӗн вӗсене.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Питӗ кӑмӑла кайрӗ ӑна ҫак уҫҫӑн та ӑслӑн пӑхакан, ачанни пек хулӑнрах ҫавра туталлӑ хӗр, унӑн виҫеллӗ хаваслӑхӗпе сӑпайлӑхӗ те килӗшрӗҫ.
«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Унӑн хулӑн туталлӑ, кӗске сӑмсаллӑ сарлака пичӗ шухӑша кайнӑ пек курӑнчӗ.И его широкое, с толстыми губами и коротким носом лицо приняло задумчивое выражение.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Капитанӑн вӑйсӑрланнӑ аллинчи хӗҫ тухса ӳкрӗ, юнланнӑ туталлӑ Таманго ӑна ярса тытрӗ те, ура ҫине сиксе тӑчӗ, ҫӗнтерӳллӗн кӑшкӑрса ярса хӑйӗн ҫурри вилӗ тӑшманне самантрах вӗлерсе хучӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Калаҫакан виҫӗ ҫынтан пӗри — ҫӳхе туталлӑ, ҫамрӑк, шурса кайнӑ сӑнлӑ.Один из этих трех собеседников был бледнолицый, молодой человек, с тонкими губами.
I. Виҫҫӗн // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Амӑшӗн куҫӗ умӗнче шурса кайнӑ, чӗтрекен туталлӑ пӑлханчӑк ҫынсем вӗлтлетрӗҫ, пӗр хӗрарӑмӑн пичӗ тӑрӑх кӳреннипе куҫҫуль юхса анчӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Андрее ҫак аялти тута хӗрри таврӑннӑ евӗрлӗ малалла мӑкӑрӑлса тӑракан туталлӑ, шурӑ та турилкке пек ҫаврака сӑн-питлӗ офицер яланлӑхах асра юлчӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑпаланса кайнӑ туталлӑ, пырне ҫыхнӑ Буянов Бортников старикпе пӗрле темле схемӑсене пысӑк хут листи ҫине пӗли-пӗлми ӳкеркелесе лараҫҫӗ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Катмар янах шӑмми, ӗшенчӗклӗн усӑнса тӑракан туталлӑ ҫемҫешке ҫӑвар, тӑртанса тӑракан янах, пысӑк та кӑшт урлӑрах хӑлхасем — ҫаксем пурте ҫулпуҫсенче пулакан тимлӗхе, хӑюлӑха, ҫирӗп кӑмӑла аса та илтермеҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Весовщиков пукан ҫинче йывӑҫран тунӑ пек тӳп-тӳррӗн, ывӑҫӗсемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗренсе ларать, унӑн куҫ харшисӗр, ҫӳхе туталлӑ шатра сӑн-пичӗ, маска пекех, ним хускалмасть.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫӗнӗ пассажир хыткан та, типшӗм пит-куҫлӑ, ҫӳхе туталлӑ, витӗр пӑхакан старик пулнӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унӑн рулӗ умӗнче тӗксӗмрех сӑнлӑ, хулӑнрах туталлӑ, хурчӑканни пек ҫивӗч хура куҫлӑ йӗкӗте куратӑр.В ней вы увидите угрюмого на вид паренька, с крупным упрямым ртом и черными ястребиными глазами.
Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.