Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туталлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
туталлӑ (тĕпĕ: туталлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулӑм туталлӑ ырханкка чӑваш ӑна питӗнчен чӑмӑрӗпе кӗрӗслеттерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑп-чӑмӑр кӑна питлӗ, каҫӑртарах сӑмсаллӑ, тӑп-тӑп ҫӳхе туталлӑ яштака хӗр…

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиҫнӗ панулми пек чӑп-чӑмӑр, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ухӑ пӗкечи пек вӑрӑм куҫхаршиллӗ, ҫӳхе туталлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиҫнӗ панулми пек чӑп-чӑмӑр, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, икӗ ухӑ пӗкечи пек вӑрӑм куҫхаршиллӗ, ҫӳхе туталлӑ хӗр Киремет ҫӑки патнелле пырать.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ав, Нинук пултӑр! — йӑл-йӑл кулкаласа, аллине чипер тумланнӑ, ҫурхи сарӑ чечек сӑн-питлӗ, йӑл сывлӑм куҫлӑ, ҫаврашка туталлӑ ултӑ ҫулхи хӗр ача еннелле ҫӗклесе илчӗ Аля, «пиҫекен хура хурлӑхан», тӑваттӑмӗш класа куҫнӑ «отличница».

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

…Пурис хӑйӗн ҫӑмӑл автомашини кабининче арӑш-пирӗш сапалатса янӑ йӑм-йӑм хура ҫӳҫлӗ, йӑлкӑн, пӑрӑнчӑк хура куҫлӑ, хура шӑна пилӗклӗ, чӑп-чӑмӑр туталлӑ, хӑлхисене сапфир алка ҫакнӑ тӑпӑл-тӑпӑл вӗлтӗрккене ыталаса ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ ун ҫине пӗчӗк те тӳрӗ сӑмсаллӑ, мӑкӑнь ҫеҫки евӗр мӑкӑрларах тӑракан ачаш туталлӑ хӗр салхуллӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Алексеюшка тени, шакла пуҫлӑ, чакӑр куҫлӑ, ҫӳхе питлӗ, ҫӳхе туталлӑ этем, черккене хӗрарӑм пек именчӗклӗн тытса, эрехне тутанса, ҫӳҫенсе ӗҫет, час-часах симӗс пурҫӑн галстукне тӳрлетет, никам сисиччен тӗкӗр ҫине пӑхса илкелет.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сӑнран та чипертерех пек: тӑрӑхларах шуранка питлӗ, сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, пӗчӗк хӗрлӗ туталлӑ, кӑвак куҫӗсем питӗ илемлӗ, кӑмӑллӑ, кӑштах хурлӑхлӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пуп, хулӑн туталлӑ ҫӑварне карса, мӑн сассипе вӑкӑр пек мӗкӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӗпписене пусса кӑларсан ачасем унӑн йӑвине ишсе антарнӑ, сар туталлӑ чӗпписене вӗлерсе кушака панӑ.

Когда она вывела желторотых птенцов, ребятишки с улицы разорили гнездо, а птенцов скормили кошке.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Катӑк туталлӑ Мӗкӗте мар-и?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ну, пуҫларӗ ӗнтӗ хӑйӗнне, — текелерӗ Вандюков, Мӗкӗте мӗншӗн катӑк туталлӑ пулса юлнине сасартӑк аса Илсе.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун чухне Мӗкӗте ҫамрӑк пулнӑ, катӑк туталлӑ пулса юласса пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мерседес ҫирӗм улттӑра, вӑтамран ҫӳллӗрех, вӗчӗрхенчӗк, кӗре сӑнлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ; Розита пач урӑхла: тавҫӑруллӑ, йӑваш, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, сӑнӗ сӑпайлӑ, Африкӑри несӗлӗсене кӑтартакан тачка туталлӑ.

Мерседес, двадцати шести лет, выше среднего роста, была раздражительна, смугла и черноволоса; Розита, в противовес ей, сметливая и покладистая, имела рыжие волосы и скромное лицо с толстыми губами, выдающими африканского предка.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑнни йышши ҫӳхе туталлӑ, чирлӗ пекрех ҫӑварлӑ, сарлака шӑмӑллӑ, лаптак питлӗ сӑнсем преступниксен эшкерӗнче ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ; куҫ харшисем сайра пирки вӑл пӑхнӑ чух усал та хевтесӗр вӑйӑм сисӗнет.

Лишь среди преступников встречаются лица, подобные ее плоскому, скуластому лицу с тонкими губами и больным выражением рта; ее жалкие брови придавали тяжелому взгляду оттенок злого и беспомощного усилия.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Мӑкӑрӑлчӑк, шыҫнӑ пек туталлӑ, салху сӑнӗ арҫынсене хускалмасӑр тӗсет.

Темное лицо с выпуклыми, как бы припухшими губами неподвижно осматривало мужчин.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Гент ҫаврӑнса тӑчӗ, анчах кӑштахран ҫав арабсемпе тӗл пулчӗ, — вӗсем усӑнчӑк, тачка туталлӑ хура пуҫсене ҫӳҫӗнчен сӗтӗрсе пыраҫҫӗ; пуҫсенчен тусан ҫине юн тумлать, чӑмаккаланса юлать.

Гент отвернулся, но немного спустя встретил тех же арабов, тащивших за волосы черные головы с отвисшими большими губами, из голов капала на пыль кровь, катясь шариками.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тиррей вараланчӑк шурӑ кӗпеллӗ, кичем сӑнлӑ, хулӑн туталлӑ ҫынпа курать; унӑн пӳрлӗ куҫӗсем, куҫ ай миххисен виҫ кӗтеслӗхӗсенче мӑчлатаканскерсем, ӳсӗр кулӑпа йӑлкӑшаҫҫӗ.

Тиррей увидел человека в грязной белой рубашке, с постным лицом и толстой нижней губой; его влажные глаза, поставленные за треугольники подглазных мешков, светились пьяным смехом.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мард кукӑр сивлек ҫӑварлӑ, сӑмси кайӑкӑнни пек, хӗрлӗ ҫӳҫне шакла кастарать, Кароль тачка туталлӑ, пӗчӗк ҫамкаллӑ, мӑнтӑр.

Мард имел мрачный кривой рот, нос клювом и стриженые рыжие волосы, а Кароль был толстогуб, низколоб и жирен.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех