Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Санӑн таса теекен катусене кӑкласа тӑкӑп, санӑн хулусене тустарса тухӑп.14. Искореню из среды твоей священные рощи твои и разорю города твои.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑрӑсем килмен-и сан патна? ҫӗрлехи хурахсем килмен-и? ытла та тустарса хӑварнӑ-ҫке сана!5. Не воры ли приходили к тебе? не ночные ли грабители, что ты так разорен?
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӑл чи илемлӗ ҫӗршыва пырса кӗрӗ, темӗн чухлӗ ҫӗре тустарса тухӗ, Эдом, Моав тата Аммон ывӑлӗсен пысӑк пайӗ ҫеҫ ун аллинчен сыхланса юлӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Навуходоносора, Вавилон патшине, Египет ҫӗрне паратӑп, вӑл унти пӗтӗм пуянлӑха туртса илтӗр, унта тустарса тухтӑр, Египет ҫаратса пухнӑ туприне ҫараттӑр, ҫакӑ унӑн ҫарне парне вырӑнне пултӑр, тет.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мулна ҫаратса пӗтерӗҫ, таварна тустарса тухӗҫ, хӳмӳсене аркатса тӑкӗҫ, илемлӗ ҫуртусене ишсе пӑрахӗҫ, чулусене тата йывӑҫусене, тата ҫӗрне шыва ывӑтӗҫ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлччӑр, арканччӑр тесе, сирӗн йӗрӗхӗрсем саланччӑр, пӗтчӗр тесе, хӗвел юписем ишӗлччӗр, эсир мӗн туни тӗппипех ҫухалтӑр тесе, эсир пурӑнакан пур вырӑнта та хуласене тустарса тухӗҫ, тӳпем вырӑнсене ишсе антарӗҫ.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ ачашласа пӑхса ӳстернисем асаплӑ ҫулпа кайрӗҫ, вӗсене тӑшман тустарса тухнӑ кӗтӳ пек ярса илчӗҫ.26. Воспитанные у меня в неге пошли жесткими путями, схвачены как стадо, расхищенное врагами.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑншӑн йӗретӗп те эпӗ; куҫӑмран, манӑн куҫӑмран, шыв юхнӑ пек, куҫҫулӗ юхать, чунӑма хал кӳрсе лӑплантараканӑм манран аякра; манӑн ачамсене тустарса пӗтернӗ, мӗншӗн тесен тӑшман ҫиеле тухрӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Дивон хӗрӗ, чыс-хисеп ҫинчен ман, типсе ҫуннӑ ҫӗр ҫине анса лар; Моава ҫаратакан сан патна пырӗ те керемӳсене тустарса хӑварӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кӗтӳҫӗсен ушкӑнӗ Манӑн иҫӗм пахчине тустарса пӗтерчӗ, Манӑн ҫӗр лаптӑкне таптарӗ; Манӑн юратнӑ ҫӗр лаптӑкне ишӗлчӗк купипе пушхир туса хӑварчӗ; 11. ӑна пушхире кӑларчӗ, юхӑннӑскер, вӑл Ман умӑмра макӑрать; пӗтӗм ҫӗр ҫаралса юлнӑ, ӗнтӗ ҫакӑншӑн хуйхӑракан та ҫук.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хаярлӑхна Хӑвна пӗлмен халӑхсем ҫине, Хӑвӑн ятна асӑнман йӑхсем ҫине яр: вӗсем Иакова ҫисех ячӗҫ, хыпса ҫӑтрӗҫ ӑна, тӗп турӗҫ ӑна, унӑн ялӗсене тустарса тухрӗҫ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӑрӑр, эпир ҫӗрле те кайӑпӑр, унӑн керменӗсене тустарса тӑкӑпӑр!
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ ҫав ҫил пӗлӗт евӗр ҫӗкленет, унӑн ураписем — ҫавраҫил пек, унӑн учӗсем ӑмӑрткайӑкран та вичкӗнрех; пире хуйхӑ ҫитӗ! вӑл пире тустарса тӑкӗ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Арӑслан хӑйӗн чӑтлӑхӗнчен тухать, халӑхсене пӗтерекенӗ килет: вӑл санӑн ҫӗрне пушхир туса хӑварасшӑн хӑйӗн вырӑнӗнчен тухать; санӑн хулусене тустарса пӗтерӗҫ, вӗсем пӗр ҫынсӑр тӑрса юлӗҫ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Асту, тӗп туса та тустарса, пӗтерсе те аркатса, пултарса та ӗрчетсе пымашкӑн ҫакӑ кун Эпӗ сана халӑхсемпе патшалӑхсен пуҫне лартрӑм.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чатӑрна аслӑлат, тӑррине сарлака ту; ан вӑтан — вӗренӳсене вӑрӑмрах тӑс, шалчусене ҫирӗп ларт: 3. эсӗ сылтӑмалла та, сулахаялла та сарӑлӑн, санӑн ӑрӑву халӑхсене пӑхӑнтарӗ, тустарса тухнӑ хуласенче пурӑнма пуҫлӗ.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑв тустарса пӗтерсессӗн хӑвна та тустарӗҫ; хӑв ҫаратса пӗтерсессӗн хӑвна та ҫаратӗҫ.Когда кончишь опустошение, будешь опустошен и ты; когда прекратишь грабительства, разграбят и тебя.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кир-Моава ҫӗрле тустарса тухӗҫ, тӗппипе аркатса тӑкӗҫ!
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.