Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Эй тӳпе, савӑн, эй ҫӗр, хӗпӗрте, эй тусем, хавасланса кӑшкӑрӑр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне лӑплантарчӗ, асап тӳсекенӗсене каҫарчӗ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗпӗртенсе кӑшкӑрӑр, ҫӗр авӑрӗсем; хавасланса шавлӑр, тусем, вӑрмансем, унти йывӑҫсем: Вӑл Иакова тӳлесе илнӗ, Израиле хӑтарса мухтава тухнӑ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пушхирпе унти хуласем те, кидарсен ялӗсем те сассине вӑйлӑлатчӑр; чуллӑ сӑртсем ҫинче пурӑнакансем хӗпӗртеччӗр, тусем тӑрринчен кӑшкӑрччӑр хавассӑн.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тусем ҫинче юхакан шывсем, айлӑмсенче ҫӑлкуҫсем уҫӑп; пушхиртен кӳлӗ, типсе хӑрнӑ ҫӗртен шыв тапписем тӑвӑп; 19. пушхирте кедр, ситтим, мирт тата ҫу йывӑҫӗ лартӑп, ҫеҫенхирте кипарис, шурӑ вӗрене тата бук йывӑҫӗсене пӗрле лартса ӳстерӗп, 20. ҫакна Ҫӳлхуҫа аллийӗ тунине, Израиль Святойӗ пултарнине пӗлччӗр, ҫакна курччӑр, тӗсесе пӑхчӑр, ӑнланччӑр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӳмене ишеҫҫӗ, кӑшкӑрашни тусем ҫинех ҫитет.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халӑхсем кӗрлеҫҫӗ, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ; анчах та Вӑл юнаса илчӗ те — вӗсем аякка тарчӗҫ, тусем ҫийӗн ҫил вӗҫтерекен тусан пек, ҫавраҫил хӑвалакан тусан пек пулӗҫ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тусем ҫинче — шӑв-шав: йышлӑ халӑх шавланӑ пекех, пӗрле пухӑннӑ патшалӑхсен, пӗрле пухӑннӑ халӑхсен пӑлхавлӑ шавӗ: Саваоф Ҫӳлхуҫа вӑрҫа хатӗр ҫарсене тӗрӗслет.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унччен катмакпах тасатса тухнӑ тусем ҫине пӗр тӑвӗ ҫине те каяймастӑн — кӳкенпе йӗплӗ тӗмрен хӑрамалла: унта вӑкӑрсене хӑваласа кӑларӗҫ, унта вак выльӑх-чӗрлӗх таптаса ҫӳрӗ, тенӗ Исаия.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑншӑн Хӑйӗн халӑхне ҫилленнипе Ҫӳлхуҫа ҫилли вутла хыпса илӗ, Вӑл аллине ун ҫине тӑсӗ — ӑна пӗтерсе тӑкӗ, вара тусем чӗтренӗҫ, вӗсен виллисем урамри тислӗк пек пулӗҫ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйӗн хӑвачӗпе Вӑл пӗлӗтсене тытса тӑрать, чул пек тӗпретсе, пӑр ҫутарать; 17. аслати авӑттарса, ҫӗре кисрентерет, Вӑл пӑхнинчен тусем чӗтресе тӑраҫҫӗ, 18. Унӑн ирӗкӗпе кӑнтӑр ҫилӗ вӗрет, ҫурҫӗр тӑвӑлӗ, ҫавраҫил илсе килет.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл килсе пӑхнӑ чухне акӑ тӳпе те, пӗлӗтсем те, тӗпсӗр шывсем те, ҫӗр те чӗтренеҫҫӗ. 19. Вӑл тинкернӗ чухне хӑранипе тусем те, ҫӗр никӗсӗ те кисренеҫҫӗ. 20. Ҫакна чӗре ӑнланма пултараймасть; 21. Унӑн ҫулне вара кам ӑнкарса ҫитерейтӗр?
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑхӑракан ҫил-и е ҫӑра турат хушшинчи чӗвӗлти кайӑк сасси-и, е шарлаккӑн юхакан шыв кӗрлевӗ-и, е ишӗлекен чулсем кӗрӗслетни-и, 18. е куҫа курӑнман чӗрчунсен сикки-и, е ахӑракан тискер кайӑксен сасси-и, е тусем хушшинчен янӑраса килекен ахрӑм-и — ҫаксем пурте вӗсене сехӗрлентерсе халсӑрлатнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл тӳпене пӗлӗтсемпе хупӑрлать, ҫӗр валли ҫумӑр хатӗрлет, тусем ҫинче курӑк [тата этемшӗн усӑллӑ тырӑ] ӳстерет; 9. выльӑх-чӗрлӗхе те, Хӑйӗнчен кӑшкӑрса ыйтакан ҫӑхан чӗпписене те апат парать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иерусалим тавра — тусем, Ҫӳлхуҫа вара — малашне те ӗмӗр-ӗмӗрех Хӑйӗн халӑхӗ тавра.2. Горы окрест Иерусалима, а Господь окрест народа Своего отныне и вовек.
Пс 124 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пуҫӑма ҫӗклесе тусем еннелле пӑхатӑп.
Пс 120 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй тусем, эсир мӗншӗн така пек сикетӗр, эй сӑртсем, эсир мӗншӗн путек пек сиккелетӗр?
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тусем така пек, сӑртсем путек пек сиккеленӗ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа йывӑҫӗсем — Вӑл лартнӑ Ливан кедрӗсем — шывран тӑранаҫҫӗ; 17. вӗсем ҫинче кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ: чӑрӑшсем ҫинче — аист йӑви, 18. ҫӳллӗ тусем ҫинче — ту качакисем; чул хысаксем — мулкачсене пытанмашкӑн.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫӑлсене айлӑмсем тӑрӑх янӑ: тусем хушшипе [шывсем] юхаҫҫӗ, 11. пур тӗрлӗ хир кайӑкне те шӑвараҫҫӗ; хир ашакӗсем ӗҫсе ӑшне кантараҫҫӗ.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӗпсӗр шыв ӑна тумтирпе витнӗ пек витнӗ; тусем ҫинче шывсем тӑраҫҫӗ; 7. Эсӗ хӑтӑрса илнипе вӗсем чупаҫҫӗ, аслатийӳ сассине илтсе хӑвӑрт каяҫҫӗ; 8. тусем ҫине хӑпараҫҫӗ, айлӑмсене — Эсӗ вӗсем валли палӑртнӑ тӗле — анаҫҫӗ.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.