Шырав
Шырав ĕçĕ:
69. Димитрий ӗнтӗ Келе-Сири ҫӗрне пӑхса тӑракан Аполлоний пуҫлӑха ҫарпуҫне лартнӑ, ку вара, пысӑк ҫар пухса, Иамния хули патне тапӑра пырса вырӑнаҫнӑ, унтан аслӑ священник Ионафан патне ҫапла калама ҫын янӑ: 70. «пӗр эсӗ анчах пирӗн умра аслӑланса тӑратӑн, сана пула манӑн ҫын кулли пулмалла, намӑс курмалла пулчӗ. Тусем хушшинче эсӗ мӗншӗн пире хирӗҫ тӑратӑн?
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Патша ҫарӗн пӗр пайӗ ҫӳллӗ тусем тӑрӑх тӑсӑлса кайнӑ, ыттисем айлӑм вырӑнпа пынӑ, вӗсем ҫирӗппӗн, пӗр арпашмасӑр пынӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ылтӑн та пӑхӑр хулкансем ҫинче хӗвел ҫиҫсе илсессӗн, таврари тусем ялтӑртатса вутлӑ ҫутаткӑҫ пек ҫуталса тӑнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара хӑй те, ывӑлӗсем те, хулара хӑйсен мӗн пуррине пурне те пӑрахса хӑварса, тусем хушшине тарнӑ.28. И убежал сам и сыновья его в горы, оставив все, что имели в городе.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ ҫӗр ҫине, тусем ҫине, тырӑ-пулӑ ҫине, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ ҫине, йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине, ҫӗр ӳстерекен мӗнпур ҫимӗҫ ҫине, этем ҫине те, выльӑх-чӗрлӗх ҫине те, мӗнпур тӗрлӗ алӑ ӗҫӗ ҫине те типӗ ҫанталӑк чӗнсе илтӗм.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сана курсассӑн, тусем чӗтресе ӳкрӗҫ, шывсем ыткӑнчӗҫ; тӗпсӗр авӑр сас пачӗ, аллине ҫӳле ҫӗклерӗ.10. Увидев Тебя, вострепетали горы, ринулись воды; бездна дала голос свой, высоко подняла руки свои;
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл тӑчӗ те — ҫӗре кисрентерчӗ; пӑхрӗ те — халӑхсене сехӗрлентерсе пӑрахрӗ; ӗмӗрхи тусем арканчӗҫ, чи авалхи сӑртсем ишӗлсе анчӗҫ; Унӑн ҫулӗсем — ӗмӗрхи ҫулсем.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ассири патши, сан кӗтӳҫӳсем ҫывӑраҫҫӗ, аслӑ улпутусем канаҫҫӗ; халӑху тусем тӑрӑх саланса пӗтнӗ, ӑна пухма никам та ҫук.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ тусем ҫине ырӑ хыпар пӗлтерекен, тӑнӑҫлӑх ҫинчен пӗлтерекен ура ярса пусать!
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ҫилли вут пек сарӑлать; Унӑн умӗнче чул тусем арканса ишӗлеҫҫӗ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн умӗнче тусем чӗтренеҫҫӗ, сӑртсем ирӗлеҫҫӗ, Унӑн сӑнӗ умӗнче ҫӗр кисренет, тӗнче, тӗнчере пурӑнакансем пурте чӗтресе тӑраҫҫӗ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй тусем, Ҫӳлхуҫа сут тунине итлӗр; эй эсир те, ҫӗрӗн ҫирӗп никӗсӗсем, итлӗр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗпе сута тӑнӑ, Вӑл Израильпе тупӑшать.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине итлӗр: тӑр, тусем умӗнче сутлаш, санӑн сассуна сӑртсем те илтчӗр!1. Слушайте, что говорит Господь: встань, судись перед горами, и холмы да слышат голос твой!
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ун ури айӗнче тусем вут-ҫулӑм ҫинчи ӑвӑс пек ирӗлсе кайӗҫ, айлӑмсем чӑнкӑ ҫӗртен юхакан шывсем пек пайланса кайӗҫ.4. и горы растают под Ним, долины распадутся, как воск от огня, как воды, льющиеся с крутизны.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ сухаҫӑ тырӑ выракана, иҫӗм ҫырли таптакан иҫӗм йывӑҫӗ лартакана тӗл пулас кунсем ҫитӗҫ; тусем иҫӗм сӗткенӗ юхтарса тӑрӗҫ, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ пӗтӗм сӑрт ҫинчен юхса выртӗ.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Манӑн сӑнӑма курса, тинӗсри пулӑсем, тӳпери кайӑксем, хирти тискер кайӑксем, пӗтӗм шӑван-кусан, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенскерсем, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ҫын чӗтрене ерӗҫ, тусем ишӗлсе анӗҫ, чул сӑртсем йӑтӑнса анӗҫ, пӗтӗм хӳме ҫӗр ҫине ӳкӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чылай кунран эсӗ кирлӗ пулӑн; юлашки ҫулсенче эсӗ хӗҫрен хӑтарнӑ, нумай тӗрлӗ халӑх хушшинчен Израиль тӑвӗсем ҫине пуҫтарнӑ халӑх патне ҫитӗн, ҫав тусем унччен пӗрмай юхӑнса выртнӑ, халӗ вара ҫав ҫӗр ҫыннисене халӑхсем хушшинчен каялла тавӑрӗҫ те, вӗсем пурте хӑрушлӑхсӑр пурӑнма пуҫлӗҫ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тусем ҫинче пурӑнакан ҫынсен, выльӑх-чӗрлӗхӗн йышне ӳстерӗп, вӗсем ӗрчесе-хунаса кайӗҫ, эсир унчченхи вӑхӑтра мӗнле вырӑнаҫнӑ, сире ҫавӑн пек вырӑнаҫтарӑп, сире унчченхинчен нумайрах ырӑлӑх кӑтартӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен 3. пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — 4. ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; 5. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санӑн ашна тусем тӑрӑх ывӑтса тухӑп, айлӑмсене санӑн виллӳсемпе тултарӑп.5. И раскидаю мясо твое по горам, и долины наполню твоими трупами.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.