Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, пурнӑҫа лайӑх пӗлекенскер, Ольгӑн уҫӑмлӑ мар ӑсӗпе кӑмӑлне пӗлме тӑрӑшать, кунсерен унӑн ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ енӗсене тупса тӗпчет, ҫапах вӗҫне-хӗрне тухаймасть; Ольга канӑҫа пӗлмесӗр кунсерен ӑс ыйтнине, унӑн чунӗ пӗр лӑпланмасӑр пурнӑҫ тутине пӗлме туртӑннине Штольц тӗлӗнсе те пӑшӑрханса сӑнать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑшпӗр минутсенче ӑна Обломов кӑмӑллӑрах пек, ҫывӑхрах пек туйӑнчӗ, макӑрса ярас пекех хӑй ун еннелле туртӑннине туйрӗ, ӗнер каҫранпа унпа темле вӑрттӑн тӑванланнӑ тейӗн…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кама валли те пулин упратӑп, — тет вӑл шухӑшлӑн, инҫетелле пӑхнӑ евӗр; вӑл, унчченхи пекех, хӗрӳ туйӑмсен илемне ӗненмест, унӑн хӑватлӑн аталанакан паллисемпе килӗшмест, пӗрмаях йӑлари тӗп шухӑша, ҫын тени пурнӑҫа ҫирӗп ӑнланса, ӑна туса пырасшӑн туртӑннине курма тӑрӑшать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Матроссем хӑйӗн патне туртӑннине туйнӑ вӑл, ҫакна хаклама та пӗлнӗ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Лактометр! — терӗм эпӗ тарӑхса, тутам чӗтрерӗ манӑн, пит-куҫӑмра тем туртӑннине туйрӑм.— Лактометр! — повторил я с отчаянием, чувствуя, что губы не слушаются и лицо начинает дрожать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ хамӑн кӑмӑл хыҫҫӑн каяс пулсассӑн, ҫамрӑк ҫынсем малалла мӗнле курнӑҫса пынине пӗтӗмпех ҫырса пӗлтерӗттӗм, вӗсем пӗр-пӗрин енне туртӑннине, пӗр-пӗрин сӑмахне шаннине, мӗн тунине, мӗн калаҫнине кӑтартӑттӑм; анчах пӗлетӗп, вулакансенчен чылайӑшӗшӗн маншӑн лайӑх пек туйӑнни вӗсемшӗн кӑмӑллах пулман пулӗччӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл хӑй чӗрине ӑнланма пуҫларӗ, хӑйӗн чӗри ҫамрӑк француз енне туртӑннине, ӑна килӗштернине тарӑхуллӑн кӳренсех йышӑнать.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Чустапа ӗҫлеме кӑмӑллатӑп», – алӑ ытларах мӗн патне туртӑннине пӗлтерчӗ Роза Рязанова.
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10