Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑннине (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ, хамӑнне пуҫтарма тӑрсан, вӑл кӑштах туртӑннине сисрӗм.

Когда я стал сворачивать свою, почувствовал рывок.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Алексей хӑйӗн аллинче Беридзе туртӑннине, вӑл ҫиеле ишсе тухма чӑрмантарнине туйса илчӗ.

Алексей чувствовал, как бьется в его руках Беридзе, мешая ему всплыть на поверхность.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Чи малтан кӗлетке пиҫӗлӗхне пӑхатпӑр, сыпӑсем епле хуҫланса туртӑннине тӗрӗслетпӗр.

В первую очередь обращаем внимание на физическую подготовку, проверяем как работают мышцы.

Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.

— Сӑмаху ӑҫталла туртӑннине пӗлместӗп тетне?

— Думаешь, не знаю, к чему ты клонишь?

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Радищевпа Пушкин, Лев Толстойпа Максим Горький тата аслӑ вырӑс халӑхӗн ытти пысӑк писателӗсем пирӗн халӑхӑн паттӑрлӑхӗпе ӗҫченлӗхне, вӑл ирӗк пурнӑҫ патне туртӑннине кӑтартнӑ.

Радищев и Пушкин, Лев Толстой и Максим Горький и другие великие писатели великого русского народа показывали героизм и трудолюбие нашего народа, его стремление к свободной жизни.

Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.

Тулашри ҫутӑ патне малтанхи пекех туртӑннине вӑл халь туйсах каймасть, унӑн пуҫ мимийӗ те лӑпкӑнрах ӗҫлеме пуҫларӗ.

Теперь он стал менее чувствителен к внешним световым побуждениям, а прежняя внутренняя работа улеглась.

I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Малтанхи утӑмсенченех, ӑшӑ кунӑн ҫутӑ пайӑркисем унӑн питне пырса ҫапӑнса чечен ӳтне ӑшӑтсанах, пӗтӗм тавралӑх мӗнле тӗп вӑй патнелле туртӑннине туйнӑн, вӑл хӑй сисмесӗрех суккӑр куҫӗсемпе хӗвел еннелле тинкерет.

С первых же шагов, когда лучи теплого дня ударили ему в лицо, согрели нежную кожу, он инстинктивно поворачивал к солнцу свои незрячие глаза, как будто чувствуя, к какому центру тяготеет все окружающее.

VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫуртсем хупӑрламан пысӑк та анлӑ пӗлӗт ҫӗре ытла ҫемҫен ыталанине, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑнта вӑл кӑпӑшка та шап-шурӑ уйсем патнелле ытла ачашшӑн туртӑннине курсан, Валентинӑн, тӗркесем ҫине тӑрса, ҫак пӗлӗте кармашса ҫитес килчӗ.

Большое, просторное небо, не загороженное домами, так мягко обнимало землю, так ласково льнуло на горизонте к пушистым белым полям, что Валентине хотелось встать на тюки и дотронуться до этого неба.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Мускав ҫыннине вӑл хӑй ҫак «культурӑсӑр» карчӑксенчен нумай мала кайнине, ӑна вӗсен хушшинче кичеммине, пӗтӗмӗшпе каласан, ялти пурнӑҫ ӑна пачах тивӗҫтерменнине, ҫавӑнпа вӑл хуланалла туртӑннине уҫҫӑнах систерме тӑрӑшрӗ.

Она всеми силами старалась, явно «работая» на москвича, подчеркнуть, что далеко шагнула от этих «некультурных» старух, что ей скучно среди них, что вообще село стало для нее тесным, что ее тянет в город.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Йытӑсем тӑруках ӑна хирӗҫ ҫиллессӗн туртӑннине ҫеҫ сисрӗ те вӑл вӗсене хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

Она почувствовала только, как собаки с яростью рванулись навстречу, и закричала на них диким голосом.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Унӑн кулли пурнӑҫ малаллах туртӑннине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Петербург повеҫӗсенче писатель пурнӑҫа тӗрлӗ енчен тата тӗплӗрех сӑнать, вӑл ку повеҫсенче ҫӗнӗ социальнӑй ыйтусем лартать, «Гоголь тунӑ паха ӗҫ ҫакӑ пулса тӑрать, — тенӗ Чернышевский, — вырӑс литературинче вӑл чи малтан содержанишӗн тӑрӑшнине, питӗ кирлӗ енне — критикӑлла реализм еннелле туртӑннине кӑтартса пачӗ».

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Ҫӗршӗннӗ сӑрӑ хӑмасемпе хӗресле ҫапса питӗрнӗ чӳречесен тӗттӗм шӑтӑкӗсене, тӗрленӗ хашакасен ванчӑкӗсемпе кивелнӗ пӳрт тӑррине, унта сарӑ анра ҫарӑкӑн имшер тунисем тӳпенелле туртӑннине курсан, унӑн чунӗ тӳсме ҫук хытӑ ыратса кайрӗ…

Криком кричала его душа, пока смотрел он на темные провалы окон, забитые крест-накрест серыми полуистлевшими досками, на обломки резных наличников, обветшалую крышу, где взошли и тянулись к небу желтые хилые кустики сурепки…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан вӑл ҫуркунне еннелле сӳресемпе урапасем хатӗрлесси, хӗрлӗ хӑва хуллинчен лӑпӑсем авса ҫыхасси, ҫӗр хӗллехи тумне хывса пӑрахса шыв-шуртан типсен, ҫеҫен хире тухасси, ӗҫсӗр юншӑхланӑ алӑсемпе акапуҫ тыткӑчине тытса суха касси тӑрӑх кӗнӗ евӗр, икӗ еннелле тайкаланса туртӑннине туйса пырасси ҫинчен шухӑшларӗ.

Но, когда представлял себе, как будет к весне готовить бороны, арбы, плесть из краснотала ясли, а когда разденется и обсохнет земля, — выедет в степь; держась наскучавшимися по работе руками за чапиги, пойдет за плугом, ощущая его живое биение и толчки.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑҫта кӑна пӑхсан та — ҫынсем, машинӑсем, поездсем, самолетсем ҫак ҫӳллӗ тӗме ҫинче тӑракан хула патне туртӑннине курать.

Гуда ни смотри — люди, машины, поезда, самолеты тянутся к городу, стоявшему на этом высоком холме.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Егорушка та хӑй выртакан лав тайӑлса илсе малалла туртӑннине, чӗриклетме тытӑннине сисрӗ.

Егорушка почувствовал, как воз, на котором он лежал, покачнулся и тоже заскрипел.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ӑслӑ туйӑмсем, таса ӗмӗтсем тени вӑл, — пурнӑҫра кашни уйрӑм ҫын хӑйне усӑ тӑвассишӗн тӑрӑшнипе танлаштарсан, ниме те тӑмасть, чӑннипе илсен, вӑл хӑй те ҫавӑн пек усӑ патне туртӑннине пӗлтерет.

То, что называют возвышенными чувствами, идеальными стремлениями, — все это в общем ходе жизни совершенно ничтожно перед стремлением каждого к своей пользе, и в корне само состоит из того же стремления к пользе.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Колхозран, тӗрӗссипе каласан, бригадӑсенче пачах та усӑсӑр пулнӑ ҫынсем тухрӗҫ, колхозник пуласса та вӗсем власть умӗнче куҫ ӳкесрен шикленнине кура кӑна, те январь уйӑхӗнче пуҫланса кайнӑ хӑватлӑ юхӑм ҫавӑрса илнипе, те ыттисем колхоза туртӑннине кура, колхозник пулса тӑнӑ.

Это так, ни рыба ни мясо!»

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ, Хопровӑн пӳрнисем унӑн пырӗ патнелле туртӑннине курса, мӑйне хутлатса лартрӗ, пырне пытарчӗ, кӑшкӑрса ячӗ:

Тот втягивает голову в плечи, прячет горло, к которому тянутся холодные пальцы Хопрова, кричит:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ ӗнтӗ ачасем «Терем-теремокран» тухма та пӗлмерӗҫ, пӗр Санька анчах ачасем мӗншӗн унталла туртӑннине пӗлме пултараймарӗ.

Ребята теперь все чаще собирались в «терем-теремке», и Санька не мог понять, что их туда притягивает.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех