Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑха (тĕпĕ: тунсӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, тунсӑхла пуҫларӑм ӗнтӗ хайхи, ҫав тунсӑха пула пыйтӑ та шӑкӑри тухса тулчӗ.

Ну я и заскучал, даже вша на мне появилась от тоски.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑртанса шӗвелнӗ куҫсенчен кирек мӗн чухлӗ ҫутӑ куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхсан та, — ҫуса яма пулмӗ ӑшра тӑвӑнса тулнӑ йывӑр тунсӑха!

Сколько ни будет из опухших и выцветших глаз ручьиться слез, — не замыть тоски!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аяккалла кайса пыракан Листницкий юрра-кӗвве сӑрхӑнса кӗнӗ сирӗлми тунсӑха ҫав-ҫавах уҫҫӑн илтрӗ:

Листницкий, уходя, слышал все ту же тоску, перелитую в песнь:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аннепе иксӗмӗр те тунсӑха ӳкрӗмӗр, эпир Жунь-туна аса илтӗмӗр.

Нам с матерью тоже было как-то не по себе, мы вспоминали о Жунь-ту.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Ҫав инҫетре кӑвакарса ларакан тӗмесем ӑна темшӗн тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ Балтика хумӗсене аса илтерчӗҫ, вара вӑл кӗтмен ҫӗртен чӗрине килсе хупланӑ тутлӑ тунсӑха сирсе яма вӑй ҫитереймесӗр, ассӑн сывласа ячӗ те сасартӑк шывланнӑ куҫӗсене тӗмесем ҫинчен илчӗ…

Чем-то напомнили ему эти синеющие вдали курганы вздыбленные штормом волны Балтики, и он, не в силах побороть внезапно нахлынувшую на сердце сладкую грусть, тяжело вздохнул и отвел вдруг увлажнившиеся глаза…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Е юрлама тытӑнатӑп та, тунсӑха кӗрсе ӳкетӗп.

И ежели петь начну — затоскую.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Тӳсни кӑна сахал, вӑл тунсӑха юрат, иккӗленӳсемпе ыйтусене хисепле: вӗсем тулли пурнӑҫран килеҫҫӗ, тӳрккес туртӑмсем ҫук чухне, телей тулли чухне пулаҫҫӗ; вӗсем хуйхӑпа нуша чухне пулма пултараймаҫҫӗ; ҫынсен ушкӑнӗсем ҫав иккӗленӳсен тӗтрине, ыйтусен тунсӑхне пӗлмесӗрех пурӑнаҫҫӗ…

Мало того что терпи, еще люби эту грусть и уважай сомнения и вопросы: они — переполненный избыток, роскошь жизни и являются больше на вершинах счастья, когда нет грубых желаний; они не родятся среди жизни обыденной: там не до того, где горе и нужда; толпы идут и не знают этого тумана сомнений, тоски вопросов…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тунсӑха та, ыйхӑсӑр каҫсене те, савӑнӑҫлӑ е хурлӑхлӑ куҫҫулӗсене те — ним те пӗлмест вӑл.

Тоски, бессонных ночей, сладких и горьких слез — ничего не испытал он.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Женя вӑл тунсӑха путнине те асӑрхаймарӗ, лифтран тухса алӑкӗ патне ыткӑнчӗ.

Женя не заметила его грусти, выскочила из лифта и бросилась к себе.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫар ҫыннисем хушшинче — чӑн та, малтан хуллен, асӑрханса — «Сталинград» сӑмаха калама пуҫласан, ҫав туртӑм чуна ыраттаракан тунсӑха куҫрӗ, госпитальте ним тумасӑр пурӑннипе тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ.

Когда же в военных кругах, правда, еще пока тихо и осторожно, стало произноситься слово «Сталинград», эта тяга переросла в щемящую тоску, и вынужденное госпитальное безделье стало невыносимым.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӗтӗм ӑшчике тулнӑ кичем тунсӑха кама каласа парас ӗнтӗ?

Кому поведать свою переполняющую всего тоску?

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Андрей Гаврилович Покровскине пымасть, Кирила Петрович вӑл ҫуккипе тунсӑха ерет, тарӑхнипе ӑна тем тӗрлӗ кӳренмелле сӑмахсем каласа вӑрҫса пӗтерет, кунти дворянсем вӑл сӑмахсене, ҫине тӑрсах юри ӳстерсе пӑсса, Дубровский хӑлхине кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.

Андрей Гаврилович не возвращался в Покровское, Кирила Петрович без него скучал, и досада его громко изливалась в самых оскорбительных выражениях, которые благодаря усердию тамошних дворян доходили до Дубровского исправленные и дополненные.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аслисем шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хуланалла ҫул тытсан, арҫын ача йӑлтах тунсӑха путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Тунсӑха сирес тесе алла кӑранташпа шурӑ хут илсе ӳкерме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Тунсӑха сирме, кӑмӑла ҫӗклеме пулӑшать вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

— Ҫамрӑк чухне, пӗрлешсенех, мӑшӑрпа пысӑк ҫемье, сак тулли ача-пӑча ҫинчен ӗмӗтленеттӗмӗр те — пулаймарӗ, ҫапах Турри пире шеллерӗ пулас — халӗ ав чӑннипех пӳрт тулли, — тунсӑха сирсе, хӑйӗн ҫумӗнчи икӗ хӗр пӗрчине куҫран ӑшшӑн пӑхса йӑл кулчӗ хӗрарӑм.

— В молодости, когда только поженились, супругой мечтали о большой семье, о полной лавке детей — не получилось, однако Бог видимо нас пожалел — сейчас, вот, взаправду дом полон, — прогоняя тоску и вглядываясь в глаза двух рядом сидящих девочек, улыбнулась женщина.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех