Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ыталашни, чуп туни… выляни вӑл — мӗн?

— Объятия, поцелуи — что это?

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗр вӑрланӑ вырӑна кайса кӗл туни те хӑратать.

Боязно и то, что ходил с иконами на оскверненное место.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӗ чиркӗве ҫӳрени те, турра кӗл туни те пулӑшмасть.

А сейчас ходи в церковь, не ходи — ничто не помогает.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Васкаса мӑкӑртатни, юрланӑ пек кӗл туни, вӗсене юри-мари хӑтланнӑ пек, улталанӑ пек туйӑнать.)

Торопливое бормотание, пение молитвы им кажется чем-то ненастоящим.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Халиччен кӗл туни шута кӗмест.

А то ведь толку не будет от молебна-то.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Кайӑк чӳкӗ туни санӑн усса пымарӗ ав.

— От твоего каек-чука толку что-то не видать.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫинҫе пилӗкне вӑл хӑва туни тӗслӗ шараҫ пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ та хӑй те пиҫнӗ хӑва хулли пекех курӑнать.

По талии оно было схвачено тоненьким, цвета краснотала пояском, и сама она была похожа на распустившуюся вербу.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урамра ӗне чӗрнисем шӑкӑрт-шакӑрт туни, кӗтӳҫе йӑлашӑн пушшине шартлаттарни илтӗнет.

Топот копыт, хлопанье кнута были слышны с улицы!

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ман тӑрӑшни, туни, пулни Кӗтмен ҫӗртен, самант саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах та ашкӑнни, кулни те Хӑранине, тен, пытарни, Тен, мыскараллӗ шӳт туни те Халь шиклӗ шухӑшран тарни?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Барон аптранӑ анаймасӑр: Аманнӑ-мӗн ура туни.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Курсассӑн, ним те шеллеместӗп, Вӑл ыр туни ялан умра.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пирӗн хӑш бригадӑра тулӑ ун чухлӗ туни пур?

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ялта революци туни пулчӗ, Сталин юлташ ӑна Октябрь революцийӗпе танлаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нихҫан та пӗр-пӗрне тӑшман вырӑнне хуман, ун пек туни питӗ кулӑшла пулнӑ пулӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вунпилӗк ҫул каялла Тутаркасра ҫирӗм хуҫалӑхран колхоз туни те лайӑх ӗҫ пулнӑ, вӑл уйрӑм супинкке хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсене социализм ҫулӗ ҫине тӑратни пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫӗ колхоз виҫӗ радиоузел туни тата ман шутпа тӗрӗс те мар, пысӑкрах радиоузел тӑвас та пӗр работник ҫеҫ тытас.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрӗс мар-ши вара звеносем туни?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫал ҫаран ҫинчен утӑ сахал тухрӗ, курӑк акса туни пире, тӑпрана лайӑхлатнисӗр пуҫне, выльӑх апачӗ хатӗрлес енчен ҫӑмӑллӑх панӑ пулӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кун чухлӗ тӑккалани хӑвӑра сӑтӑр туни пулмасть-и вара?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех