Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ольга унран вӑл ним тумасӑр ирттернӗ ҫулсемшӗн кӑштах хаяррӑн тӑрӑхласа кулчӗ, хаяр приговор йышӑнчӗ, унӑн тимсӗрлӗхӗшӗн ӑна Штольцран ытларах асаплантарчӗ: унтан, Обломовпа ҫывӑхланса пынӑ май, вӑл сӳрӗк те халсӑр пурнӑҫпа пурӑннӑшӑн усаллӑн тӑрӑхласа кулнинчен ун кӑмӑлне шута илмесӗр ӑна хӑй ирӗкне пӑхӑнтарасси ҫине куҫрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрачасем, ҫавӑн пек курнӑҫсан, ҫапла тумасӑр ирттереймӗччӗҫ пулмалла.
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан вӑл, пусӑ тараси пек малалла ӳпӗнчӗ те икӗ ҫӑм алсана икӗ аллипе хуллен ярса тытрӗ, туртса илчӗ, нимӗн шарламасӑр тӑхӑнса ячӗ, аллисене саркаласа тиркевлӗн пӑхкаларӗ, вара ҫаврӑнчӗ те, Ариша аппа енне эххӗм те тумасӑр, киле кӗрех кайрӗ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир разъездсенче тӑнӑ чух, пирӗн ҫумран, нимӗн чарӑнмасӑр, пӗчӗк станцине пӑртак та пулин хисеп тумасӑр, хирӗҫ килекен тем пысӑкӑш эшелонсем иртсе каяҫҫӗ Платформа ҫинче — темӗскер, вӑрӑмскер, пысӑкскер, симӗс брезентпа тирпейлӗн витнӗскер.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр Игорь кӑна, ытамласа тытнӑ чӗркуҫҫийӗсем ҫине янахӗпе тӗршӗннӗ те, нимен тумасӑр кукленсе ларать.Только Игорек сидел в стороне на корточках, охватив руками колени и положив на них подбородок.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кама присяга паратӑн, ҫавна хытӑ пӑхӑнса пурӑн: начальниксене итле; вӗсем ачашлассишӗн ҫунса ан ҫӳре; хушнӑ ӗҫе тумасӑр ан тӑр; хӑвна ыйтман ҫӗре йӑлӑнса ан кӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗлнӗ пулӑр эппин, ҫапла тумасӑр эпӗ ҫапӑҫмастӑп.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫар ҫыннисем хушшинче — чӑн та, малтан хуллен, асӑрханса — «Сталинград» сӑмаха калама пуҫласан, ҫав туртӑм чуна ыраттаракан тунсӑха куҫрӗ, госпитальте ним тумасӑр пурӑннипе тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун ҫумӗнче аманнӑ воин асапланса тӑрать, ӑна тӗрткелеҫҫӗ, анчах ку, сывӑскер, хӑнк та тумасӑр ларать.Возле увечный воин стоит, мается, затолкали совсем, а он, здоровый, сидит и ухом не ведет.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан ӑна ӗҫлекен ҫынсем хушшинче нимӗн тумасӑр тӑма аван мар пулчӗ.Потом ему сделалось неловко стоять среди занятых людей и ничего не делать.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Пӗтрӗмӗр, — шухӑшлатӑп ӑшӑмра. — Вӑт, салтак пурнӑҫӗ. Ҫакӑнтах шӑнса хытас пулсан, мӗн тери кичем те хурлӑхлӑ. Тӑшманпа ҫапӑҫмасӑр, ним тумасӑр…
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Эпир унпа майӗпен, утӑмшарӑн, ҫирӗп кӑмӑлпа, популистла йышӑнусемпе заявленисем тумасӑр кӗрешетпӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Тав тумасӑр нихӑҫан та тухса каймастчӗ.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Аслӑ ӑру ҫыннисене хисеплесси чӑваш ҫемйинче ӑруран ӑрӑва куҫнӑ, ватти кашӑк тытса сыпкӑм тумасӑр ыттисем тулли чашӑк еннелле алӑ тӑсман.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Ҫынсене килӗшӳ тумасӑр ӗҫе вырнаҫма юраманнине аса илтерчӗ.
Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Пӗчӗкренех мӗн те пулин тума хӑнӑхнӑ ҫын ним тумасӑр ларма пултараймасть.Человек привыкший с детства заниматься чем-то не может сидеть без дела.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Анчах вӑл хӑйне сирӗн ҫинелле сикме хатӗрленнӗ пек тытсан вырӑнта темиҫе ҫеккунт хытса тӑмалла та хусканусем тумасӑр майӗпен чакма пуҫламалла.
Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
«Ачам, ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫма ҫук вӗт-ха», — тет.
Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
10. Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса каларӗҫ: эй Святой Патша, Чӑн Турӑ, Эсӗ хӑҫанччен ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пирӗн юншӑн сут тумасӑр тӑрӑн-ши, хӑҫанччен вӗсене тавӑрмасӑр тӑрӑн-ши? терӗҫ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кун ҫутинче пурӑннӑ пек йӗркеллӗ пурӑнар: ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхмесӗр, намӑс ӗҫ тумасӑр, аскӑнланмасӑр, вӑрҫу-тавлашу хускатмасӑр, ӑмсанмасӑр; 14. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр евӗрлӗ пулӑр, ӳтшӗн тӑрӑшнӑ чухне ӑна ан иртӗхтерӗр.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.