Шырав
Шырав ĕçĕ:
Коля чул ҫине ларчӗ, — чулне хӗвел типӗтсе ӑшӑтма та ӗлкӗрнӗ, пӗр тӗлте ҫеҫ кӑшт йӗпе тӑрать.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Михха аслашшӗ вӗсене ҫапла каласа ӑнлантарнӑ: «Тирӗ чӗрӗ юнлӑ, тыткалама аван мар. Типӗтсе килӗ те, сӗрне виҫсе илӗ».
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унта тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ; альгаробо качака мӑйраки ӳсекен йывӑҫсенчен пӗри пулать, унӑн хуппине типӗтсе лайӑх авӑртсан, вӑл индеецсем валли ҫӑнӑх вырӑнне пулса тӑрать; авкаланса тӑракан вӑрӑм туратлӑ шурӑ квайрахо, вӗсенчен тир йӑваламалли япала тухать; хӗрлӗ квабрахо, — самшит пекех хытӑ йывӑҫ; питӗ ҫӑмӑл тивсе каякан наудубай, вӑрмансенчи пысӑк пушарсем час-часах ҫавсенчен тухса каяҫҫӗ; вираро, унӑн тураттисем ҫинче хӗрлӗ-кӑвак ҫеҫкесем пӗр пек пирамида евӗрлӗ кӑларса тӑраҫҫӗ; юлашкинчен, тимбо, ҫӳллӗшӗпе сакӑрвунӑ фут пӗлӗтелле тӑсӑлса ӳсекенскер, унӑн сулхӑнӗнче пӗр кӗтӳ ҫаплипех вырнаҫса тӑрать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мӗнпур шыва хӗртсе тӑракан хӗвел типӗтсе янӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Шывӗ ытлашшипех ҫитет, михӗсем туллиех тесе каланӑ вӑхӑтра Вильсон ҫак йывӑр кун хӑйӗн тусӗсене типӗтсе ҫунтарасси ҫинчен аса та илмен.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Атту мӗн пулать-ха пирӗн, пӗр-пӗр юлташ ыттисем хушшинче палӑрса тӑнине асӑрхатпӑр ҫеҫ, эпир ӑна тӳрех хулана, аппарата илетпӗр те час-часах ҫынна пӗтерсе хуратпӑр, ӑна пултарулӑхне сарса яма памасӑр типӗтсе лартатпӑр!..
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унтан, кушӑрканӑ ывӑҫ тупанӗпе ун йӗпе пит ҫӑмартисене шӑлса типӗтсе, ӑна хӑй ҫумне чӑмӑртанӑ.Потом вытерла шершавой ладонью мокрые его щеки, прижала к себе.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Типӗтсе ҫиетӗп.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Арӑм типӗтсе хатӗрленӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑтаннипе савӑннӑ унӑн питҫӑмартийӗсене пӗҫертсе илчӗҫ, тутисене типӗтсе лартрӗҫ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Упӑшкаллӑ пурнӑҫ сарӑхтарса типӗтсе яман ӑна: вӑл, яштака, ҫинҫе, хӗрлӗ хӑва хулли пек пиҫӗ кӗлеткеллӗскер, хӗр евӗрлӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Таҫта ҫӳлте кӑтрашка шурӑ пӗлӗтсен ушкӑнӗ витӗр, тарӑн варти сулхӑн ҫаран пек сенкерлӗх йӑлтӑртатать, хутор ҫинче, ҫуртсен хӗрсе кайнӑ тимӗр виткисемпе тусанлӑ урамсен шӑплӑхӗ ҫинче, хӑр ҫилсем типӗтсе саратнӑ курӑклӑ килкартисем ҫинче янкар шӑрӑх вӗлтӗртетсе тӑрать.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку пуриншӗн те халиччен пулман ҫӗне япала пулнӑ, ҫавӑнпа ҫынсем, тырӑ типӗтсе тасатнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ хушӑра, хутран-ситрен хӗрлӗ скатерть витнӗ сӗтелпе пӗлтерӳ ҫине пӑха-пӑха илнӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗр ҫамрӑк боец, кӑвайт хӗррине кукленнӗ те, унӑн пир тӑлине, ҫине-ҫинех ҫавӑркаласа, типӗтсе ларать.Молоденький боец, присев на корточки у огня, часто перевертывая в руках, сушил его портянки.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл ытти артековецсем пекех хӑйӗнпе пӗрле акӑ мӗн-мӗн илсе каять: Австрали йывӑҫҫи патӗнче ӑйӗн сӑнне ӳкернӗ фотокарточкӑна; типӗтсе «Артекран салам» тесе, ҫырса капӑрлатнӑ монголи ҫулҫисене — ҫакнашкал ҫулҫӑ ҫине марка ҫыпӑҫтарсан, почта тӑрӑх яма та пулать; рак хуранӗ чулӗсенчен хӑй тунӑ грот; тӗрлӗ тӗслӗ тинӗс чулӗсем тултарнӑ пӗчӗк хутаҫ; хура ҫаврака подставка ҫумне ҫыпӑҫтарса типӗтнӗ крабсене; вӗсене ҫиелтен ҫурри таран касса татнӑ электролампочкӑпа витнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хорунжий аллисене типӗтсе ҫӗлӗкне хыврӗ, сӑхсӑхрӗ те сӗтел патне ҫывхарса ларчӗ.Хорунжий, отерев руки, снял шапку, перекрестился и придвинулся к столу.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Унталла пӑхать Егорушка, кунталла, анчах тӗлӗнмелле юрра ӑҫта юрланине ҫаплах ӑнланаймасть; каярахпа, тимлӗрех итлесе тӑрсан, ӑна ку юрра курӑк юрланӑ пек туйӑнма тытӑнчӗ; юрринче вӑл, ҫурма вилнӗскер, йӑлтах пӗтме ӗлкӗрнӗскер, такама сӑмахсӑр, анчах питӗ хурланса та чун-чӗреренех хӑй айӑплӑ марри ҫинчен, хӗвел ӑна ахалех ҫунтарса типӗтсе яни ҫинчен ӗнентересшӗн тӑрӑшать; вӑл чӑтма ҫук пурӑнас килни ҫинчен калать — вӑл ҫамрӑк-ҫке-ха, шӑрӑхпа типӗ ҫанталӑк мар пулсан, илемлӗх упранса ӳсмеллеччӗ; айӑпӗ ҫук унӑн, анчах вӑл пурпӗрех такамран каҫару ыйтать, ҫав вӑхӑтрах хӑйне тӳсмелле мар тунсӑхлӑ, ыратуллӑ, шел пулни ҫинчен тупа туса ӗнентерет…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Сан шутупа, эппин, — ҫилленчӗклӗн сӑмах хушрӗ Стефчов та, — сан ҫав ҫыннусем, ҫав патриотсем, пире ҫитсе курма кӑмӑл хывсан, вӗсене кӗтсе илме шкул ачисене кӑлармалла пуль, вӗсене юрӑ юрласа йышӑнма алӑк-хапхасене уҫмалла пуль, кукӑль пӗҫермелле мар-и тата, хӑш-пӗрисем ав ҫӑкӑр типӗтсе хунӑ-ҫке?
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.