Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗтсе (тĕпĕ: типӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗмӗрте типӗтсе авӑртаҫҫӗ те калама ҫук тутлӑ кукӑль пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗмӗр-ӗмӗрхи ырӑ хӗвел кӑҫал тӑшман пек типӗтсе хӑртать ҫӗр илемне.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ак, хура ҫӑкӑртан пӗр кутамкка сухари те типӗтсе хатӗрлерӗм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑрланӑ ятпа ӳт-пӗвӗме пӑртак лӑш парас, чун-чӗрене канӑҫлӑх кӳрес килчӗ: хулари хӑш-пӗр паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑм, пур-ҫук укҫана типӗтсе ҫак хула ҫинчен асӑнмалӑх пӗр-ик алӗҫ япали туянтӑм, пасарта хӗвел ҫинче кӑвӑртнӑ пулӑпа та, ытти анӑш-тӑнӑшпа та тӑкӑнтӑм, вара «киле» таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Эй, Пӳлӗх, — йӑлӑнчӗ вӑл Турра вӗри куҫҫульне пӗчӗк шурӑ тутӑрпа типӗтсе илсе, — эсӗ ҫын ҫамки ҫине вӑл ҫуралсанах мӗнле пурӑнмаллине ҫыратӑн, теҫҫӗ, ача тупнӑ ҫӗре те пыратӑн, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Хальлӗхе мӑшӑрах мар-ха, — кулкаларӗ Лена, вара питне-куҫне пӗчӗк тутӑрпа шӑлса типӗтсе, татман панулми пек нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑрне ҫемҫен сиктеркелесе сывласа, юбки аркине ая ҫавӑрса хучӗ те, урисене хутлатса, купарчи ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Карчӑк шывланнӑ куҫне тутӑр вӗҫӗпе типӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ун пек пӗвеленчӗксем-кӳлленчӗксем шурлӑха дренаж мелӗпе типӗтсе торф кӑларнӑ хыҫҫӑн шӑтӑк-путӑксенче, канавсенче юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, йӑтмарҫӑсем, сывлӑш ҫавӑрса ярса, пит-куҫӗсене пӑтӑр-пӑтӑр тартан шӑлкаласа типӗтсе, пур-ҫук сивӗ апата ҫырткаласа ячӗҫ — пӗчӗк михӗ самант пушанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанах, ытлашши хыпаланмасӑр, вут вӗрилӗхне хӑйӗн ҫара урисене «ҫулласа» типӗттерчӗ, унтан, ҫулӑм йӑлхахӗсем ҫинче «силлесе-чӳхесе» те сулласа выляткаласа, аттипе, пир тӑлисене типӗтсе пахалӑхлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтанах вӑл, аттисене хывса, лачкам йӗпеннӗ урисене (ҫавна пула тепӗр чух радикулит хутлатса лартни те пулкалать), ура сыррисене типӗтсе илме шутларӗ (ҫиелти ҫи-пуҫне те хывнӑ пулӗччӗ те, анчах, ытарлӑ каласан, упа ямарӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сана тӑмран йӑваласа, хӗвел ҫинче типӗтсе тунӑ пуль, — пиҫмен пашалу эсӗ!

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Типӗтсе ҫитереймерӗмӗр пулас.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав нӑрра типӗтсе порошок тумалла та ху суйланӑ хӗрӗн апачӗ ҫине сапса памалла — вӑл вара, темле сивӗ чунлӑ пике пулсан та, хӑех сан майлӑ ҫаврӑнать, хӑех сан ҫумна ҫыпӑҫать, имӗш.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Иккӗшне сивӗтесчӗ те, Анукне вут-кӑвар тивнӗ чечек пек типӗтсе хӑртасчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарьен хӗре ҫӳренӗ ҫӗртех типӗтсе хӑртас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юланутҫӑ куҫӗ умне кунти курӑка ҫулса типӗтсе, пуҫтарса илсе купаланӑ шӗвӗр пуҫлӑ утӑ капанӗсем, унта-кунта ӳсекен хурӑнсем тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак кӑшт типӗтсе хурас та, казаксем ҫӑкӑр вырӑнне ҫиччӗр.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Те эрех, те сасартӑк капланса килнӗ хуйхӑ ҫӑвар тӳпине йӑлтах типӗтсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Васса саланнӑ ҫӳҫне пуҫтаркаласа тутрине ҫыхрӗ, Спанюк, кӗпе ҫаннипе юнлӑ тутине типӗтсе, хӑй ани ҫине кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех