Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташларӗҫ (тĕпĕ: ташла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурри венчет тунӑ ҫӗре Наталья Андревна, е Алексей Петрович чӗннӗ пек каласан, Наташа килчӗ; вӑл венчет туса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксене хӑй патне кӗме чӗнчӗ; вӑл кӑштах ирхи апат хатӗрленӗ пулнӑ; кӗчӗҫ, кулчӗҫ, икӗ мӑшӑрпа икӗ кадриль ташласа илчӗҫ, вальс та ташларӗҫ.

В половине службы пришла Наталья Андревна, или Наташа, как звал ее Алексей Петрович; по окончании свадьбы попросила молодых зайти к ней; у ней был приготовлен маленький завтрак; зашли, посмеялись, даже протанцевали две кадрили в две пары, даже вальсировали.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лётчиксем йӗп-йӗпе тара ӳксе, ывӑнма пӗлмесӗр ташларӗҫ.

Без устали, обливаясь потом, отплясывали летчики.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Илемлӗ кӗвӗҫемӗн ҫынсем юрӑҫсемпе пӗрле ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Катькас халахӗн ял уявӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. http://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/72 ... n-yal-uyav

Вӗсемпе пӗрле ялтисем те тухса ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ, чылайӑшӗ сцена умне тухса ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Ялти хастар ҫынсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ.

Активные жители деревни пели, танцевали, читали стихи.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Выпускниксем юрӑсем юрларӗҫ‚ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем‚ ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен сӑвӑсем каларӗҫ‚ вальс ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Унта вӗсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, харпӑр хӑй сӑввисене вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фестивальте палӑрчӗ // Алина АНДРЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22

Ун ҫывӑхӗнче юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑранчӗ, артистсем пушмакӗсемпе шӑкӑртаттарса ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӗрарӑм-аннесем, асаннесем, кукамайсем, хӗрсем ячӗпе ҫав каҫ чи ҫепӗҫ те ачаш сӑмахсем илтӗнчӗҫ, юрӑсем шӑрантарчӗҫ, ташӑсем ташларӗҫ, шӳтсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех