Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫех цыгансен ушкӑнӗ пырса кӗчӗ, вӗсем тарӑхтармалла юрларӗҫ, ташларӗҫ, вӗсене хӑярсемпе, салфеткӑсемпе пеме тытӑнчӗҫ, вара вӗсем куҫран ҫухалчӗҫ; вӗсем вырӑнне Степа хӗрарӑмсен шавлӑ эшкерне хӑваласа пычӗ; вӗсенчен пӗри, пӗчӗк, самӑр хӗрарӑм, хӗрлӗ платье тӑхӑннӑскер, Петр чӗркуҫҫийӗ ҫине ларса, унӑн тути патне шампански тултарнӑ бокал илсе пычӗ те хӑйӗн бокалӗпе янӑравлӑн шаклатса: — Митя сывлӑхӗшӗн ӗҫер, хӗрлӗ пуҫ! — терӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫапла нумайччен юрӑ юрласа ташларӗҫ.
Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ташларӗҫ, савӑнчӗҫ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӑшӑрсем, кула-кула, хаваслана-хаваслана, халтан кайичченех ташларӗҫ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Симӗс шерепе пӗркеннӗ икӗ пысӑках мар ёлка пуринчен те лайӑх ташларӗҫ, анчах амӑшӗн-ёлкӑн симӗс шлепки айӗнчен шурӑ ҫӳҫ пайӑрки курӑнса кайрӗ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Пӗчченшерӗн те, мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, пӗри ташласа пӗтерсен, ун вырӑнне теприсем сике-сике тухрӗҫ.
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӗсем пушӑ кухньӑсем умӗнче ташларӗҫ, вара хӑйсен имшер аллисене чылайччен поварсем еннелле тӑсса тӑчӗҫ, саламларӗҫ, беречӗсемпе сулларӗҫ, алӑ ҫупрӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тытмалла вылярӗҫ, кушакпа шӑши пек чупрӗҫ, вальс ташларӗҫ — хӗрача ҫав-ҫавах ҫитӗннисем хушшинче явӑнса ҫӳрерӗ, пуринчен те хӑвӑрт чупрӗ, пуринчен те вӑйлӑрах каҫса кайса кулчӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗр-пӗрне чӗнсе кӑшкӑрчӗҫ, туратсем хуҫрӗҫ, хӑйсен шлепкисене упасарри ҫулҫисемпе илемлетрӗҫ — ташларӗҫ те, Тарталья, хӑй пӗлнӗ те пултарнӑ таран, ҫак ӗҫсене пурне те хутшӑнчӗ: чӑнах та, вӑл чулсем пӑрахмарӗ, анчах вӗсем хыҫҫӑн хӑй пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫаврӑнса ярӑнса анчӗ, ҫамрӑк ҫынсем юрланӑ чухне уласа илчӗ, — тата, пит кӑмӑлласа мар пулин те, сӑра та ӗҫрӗ: ӑна ку ӑсталӑха тахҫан ун хуҫи пулнӑ студент вӗрентнӗ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Унтан вӗсем арена тавра хытӑран та хытӑрах сиктерсе чупрӗҫ, йӗнер ҫинче шутсӑр меллӗн ташларӗҫ: пӗрре пӗр урине сывлӑшалла ҫӗклеҫҫӗ, тепре — тепӗр урине; ҫак ӗҫсене тума хушаканни арена варринче шӑчӑ тавра уткаласа ҫӳрет, чӑпӑрккине шартлаттарса «хоп-хоп!» тесе кӑшкӑрать, ун хыҫӗнче ҫӳрекен клоун шӳт тӑвать; унтан лешсем пурте йӗвен аврисене ячӗҫ, дамисем аллисене пилӗк ҫине, арҫынӗсем кӑкӑр ҫине хӗреслесе хучӗҫ, лашисем ташла-ташла чӗркуҫленчӗҫ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пурте пит лайӑх ташларӗҫ, уйрӑммӑнах амӑшӗ ташлама тытӑнсан тата авантарах пулчӗ.И все танцевали очень прекрасно, особенно когда приглашали на танец маму.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Пурте черетлӗн ташларӗҫ — хӑйсен шӑнса кӳтнӗ шӑм-шакӗсене ташӑпа уҫӑлтарса ӑшӑтрӗҫ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тата ҫакна калама маннӑ: вӗсем кайиччен пер сехет е ҫур сехет малтан тинӗс хӗрринче ташларӗҫ, эпӗ вӗсене труба витӗр пӑхрӑм, мӗнле авкаланса сикнине куртӑм.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пурте пулчӗ кунта: 16 мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, 12 мӑшӑрӑн та, пӗр кадриле ташланӑ чухне тата 20 мӑшӑр ташларӗ; тытмалла вылярӗҫ, 22 мӑшӑрӑн та пулӗ, йывӑҫсем хушшинче виҫӗ чуччу туса лартрӗҫ, каннӑ хушӑра чей ӗҫрӗҫ, апатланчӗҫ; халӑхӑн ҫурри пулӗ, пӗр ҫур сехете яхӑн, — ҫук, сахалтарах, чылай сахалтарах, — Дмитрий Сергеичпа икӗ студент тавлашнине итлерӗ, вӗсем Лопуховӑн чи ҫамрӑк юлташӗсенчен чи ҫывӑх тусӗсем шутланатчӗҫ; вӗсем пӗр-пӗрне эсӗ консеквентнӑй мар, сан модерантизм тата буржуалла туйӑм пур тесе хӑратрӗҫ; анчах, уйрӑммӑн илсен, вӗсен кашниннех расна ҫылӑх та тупӑнчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫурри венчет тунӑ ҫӗре Наталья Андревна, е Алексей Петрович чӗннӗ пек каласан, Наташа килчӗ; вӑл венчет туса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксене хӑй патне кӗме чӗнчӗ; вӑл кӑштах ирхи апат хатӗрленӗ пулнӑ; кӗчӗҫ, кулчӗҫ, икӗ мӑшӑрпа икӗ кадриль ташласа илчӗҫ, вальс та ташларӗҫ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лётчиксем йӗп-йӗпе тара ӳксе, ывӑнма пӗлмесӗр ташларӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Илемлӗ кӗвӗҫемӗн ҫынсем юрӑҫсемпе пӗрле ташларӗҫ.
Катькас халахӗн ял уявӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. http://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/72 ... n-yal-uyav
Вӗсемпе пӗрле ялтисем те тухса ташларӗҫ.
Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ, чылайӑшӗ сцена умне тухса ташларӗҫ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Ялти хастар ҫынсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№