Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танах (тĕпĕ: тан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, ялти ытти хӗрсемпе танах, сахал пӗлет.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ытти хресченсемпе танах, шурӑ пурт лартма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурпӗрех хӑйне ыттисемпе танах шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑксем тертлӗ ӗҫре аслисемпе танах тӑрӑшнӑ-ҫке ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Халӗ ӗнтӗ пирӗн пурнӑҫ шӑпи те, пуянлӑх та пӗр танах.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Малашне пирӗн пӗр-пӗрне пӗр танах хӳтӗлемелле пулать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сире, Петр Петрович, ӗҫ тумӗ те, патшанни пек лайӑх тум та пӗр танах килӗшет, — терӗ те матушка, текех хуҫа ҫине пӑхма вӑй ҫитереймен куҫӗсене йӑвашшӑн урайне тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем юратура та пӗр танах.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытти хырҫӑ-марҫӑна Сахар та халӑхпа танах тӳлесе татнӑччӗ-ха, тырӑпа пыл ҫеҫ юлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вова вара хӑй те ӗҫрен пӑрӑнасшӑн мар, тетӗшӗсемпе танах ӗлкӗрсе пырасшӑн тапаҫланать.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та ҫамрӑксем вӗсене иккӗшне те пӗр пекех кӑмӑллаҫҫӗ, пӗр танах хисеплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Куна пире сакӑр ҫын валли ҫеҫ панӑ та-ха, ӗҫлессе Мӑҫтук та танах ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасене пӗчӗкрен ҫак пуянлӑхсене вӗрентес, тӗрӗс тӗслӗх кӑтартас, вӗсене телейлӗ ачалӑх парнелес тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшас тӗлӗшпе амӑшӗпе танах ашшӗ те яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Шигалей ку вӑрҫӑра ахаль ҫын мар, аслӑ княҫа пулӑшаканӗ, Хусана илнӗ пулсан вӑл унпа пӗр танах патша пулса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗрентӳ процесӗнче ачасене конкурентлӑ пӗлӳ хывассипе танах воспитани парасси те шайлашуллӑ пырать.

Куҫарса пулӑш

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Халӑхпа пӗрле вӑл та хӗвел анса тӗттӗм пуличчен йӗтем ҫинче ыттисемпе танах ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Исаков, юлашки виҫӗ кун хушши килте пулманнипе пулас, паян автансемпе танах ура ҫине тӑчӗ.

Исаков, видимо, не бывший дома последние три дня, сегодня проснулся наравне с петухами.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Мана ҫитӗнтернӗ Тӑван салана Вӗсем ишӗлтернӗ Ҫӗрпе пӗр танах.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тарҫӑсене эпир хамӑрпа танах ҫитеретпӗр.

Мы ведь работников-то кормим одинаково с собой, вот в чем дело.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ашшӗ-амӑшӗ хушман ӗҫе тунӑ та (чӑваш хӗрӗпе вӑрттӑн пӗрлешнӗ), халӗ, килӗнчен аякра, вӑрманта, ирӗкре, мӑн ҫынсемпе пӗр танах тутар калаҫнине итлесе ларать.

Против воли родителей он тайком обручился с чувашской девушкой и вот оказался здесь, у костра, в темном лесу, на свободе, слушает вместе с остальным татарина.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех