Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тан сăмах пирĕн базăра пур.
тан (тĕпĕ: тан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял ҫӗрне хӑйсемпе тан касса пачӗҫ, ҫурт лартма та пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫакӑнта Япанчана аркатса тӑксан, Хусаншӑн вырӑссемпе тан ҫапӑҫсан вара пирӗн ҫылӑхсем йӑлтах каҫаҫҫӗ, Тукай мӑрса, вара эпир вырӑс патшине хӑюллӑнах куҫран пӑхма пултаратпӑр. — хӑпартланса калаҫрӗ Акпарсӗ те.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем пек хавшанӑ пулин те ҫамрӑк ӳт-тир хӑвӑрт вӑй илчӗ, каччӑ ҫын шутне кӗрсе ыттисемпе тан ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан вӑй ҫук пирки ҫынсемпе тан ӗҫе каяймарӗ-ха, ҫавӑнпа кӑшт каннӑ хыҫҫӑн никам каламасӑрах пӳрт-ҫуртра йӗрке тума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турӑ пани сахал мар ҫав нухай мӑрса хӗрӗн: пӑхса киленмелӗх сӑнӗ пур, арҫынсемпе тан калаҫмалӑх, упӑшкипе патшалӑх ӗҫӗсем пирки канашламалӑх ӑсӗ пур, юрламалӑх сасси пур.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ир-ирех, хӗвелпе тан тухрӑмӑр, Кантӑр уйӗ ялтан инҫе мар, эпир унта часах ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ашшӗпе амӑшӗ вара чӗпписене мӗнле ҫитермеллине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ: пӗр-пӗр пулӑ тытсан, пуллине пӗр чӗппине ҫаплипе памаҫҫӗ, пӗчӗккӗн, кашни чӗппине пӗр тан ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Хӗвелпе тан тӑрса ӗҫленӗ хыҫҫӑн пуҫ ӗшенет.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Ҫав сӑмахсене жнейкӑпа тан чупсах пӗтӗм хир илтӗнмелле кӑшкӑрас-и?

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Директор пурнӑҫ таппипе тан утать, йышпа ӗҫлеме пӗлет, ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме хатӗр тата йӑрӑ, яваплӑ, креативлӑ, лару-тӑрӑва курса-туйса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Пур ӗҫе те эс ӗҫленӗ Ял ҫыннисемпе пӗр тан.

Куҫарса пулӑш

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Ҫаврӑнӑҫулӑх-и, саманапа тан пыма ӑнтӑлманни-ши?

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Эпӗ, унпа тан пырас тесе, лӗпӗстетсе чупатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Наҫтиҫ малтан пӑвӑнса ӳкес мар тесе лашапа тан чупнӑ, тет, ывӑнса ҫитсен пӗтӗрӗнсе ӳкнӗ, ним пӗлми пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Чысӗ-хисепӗ» те ӑна «вак» халӑх ҫыннисемпе пӗр тан ҫеҫ.

А честь ему все равно оказывалась одинаковая с солдатами-«инородцами».

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн хӑпартнӑ ӑна, тӗттӗм чӑваш ялӗнчен тухнӑ ачана-йӗкӗте-ҫынна, штабри офицерсемпе вырӑсла пӗр тан калаҫмалӑх?

Что же позволило пареньку из темной чувашской деревни на равных говорить по-русски со штабными офицерами?

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кусем халь виҫҫӗн тан.

А их на сегодня целых три.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫисе куртӑр пӗрре ыттисемпе тан.

пусть хоть раз в жизни поест по-людски.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малти ҫуна ҫинче тӗпре пӗр ҫын, ларкӑч ҫинче иккӗн, кайри ҫинче вара виҫҫӗн тан юнашар лараҫҫӗ.

В передних санях сидят двое на сиденье и двое на облучке, в других седоков ровно трое.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вӗсем те виҫҫӗн тан

— Их тоже трое.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех