Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тан сăмах пирĕн базăра пур.
тан (тĕпĕ: тан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрмантах лайӑхчӗ, унта ҫынпа тан ӗҫлеме пулатчӗ».

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗнпе тан ҫеҫ татсан, сире намӑс пулать.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куртӑр Левентей: вӑл судпа айӑпламалли ҫын мар, вӑл ыттисемпе тан ӗҫлеме пултарать, кил-ҫуртне пӑрахсах вӑрмана каять.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тултарайми план паман ӗнтӗ, ҫынпа тан панӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апла эпӗ сире ҫакна ҫеҫ хушса калатӑп, пирӗн район халиччен кок-сагыз акса туман, правительство ҫак культурӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗштырӑпа пӗр тан акма хушать пулсан, ун пӗлтерӗшӗ каламасӑрах паллӑ: ӑна пӑхса ӳстерме чи лайӑх ҫынсене уйӑрӑр, хӑвӑр ӑнланни сахал, ун ҫинчен колхозниксене те ӑнлантарса парӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман унта пырасшӑн та марччӗ, мӗншӗн тесен ӑна ҫынсемпе тан утма йывӑр пулать, анчах Укахви Ятмана хӑй ӳкӗтлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗччен те ӗнтӗ, ҫавӑнпа мана ҫынпа тан ӗҫлеме нумай кирлӗ-им тетӗн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑт, кала, Иван, Маринене ҫавӑрса парсан, эс унпа тан ӗҫленӗ пулӑттӑна?

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ, тавар туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев – туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтересси, паха продукци сӗнесси // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%82e%d0% ... %81%d1%81/

«Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утмалла», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх автомашина рулӗ умӗнче лараканран та, ҫуран ҫӳрекенрен те килет, ҫавӑнпа та правилӑсене пурин те пӗр тан пӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне хисеплемелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Вӗрентекенӗн хӑйӗн професси ӑсталӑхне яланах туптаса тӑмаллине, пурнӑҫпа тан утмаллине тӗпе хурса Надежда Николаевна хӑй ӗҫлекен тата ытти шкулсенчи ӗҫтешӗсемпе, ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе, культура ӗҫченӗсемпе, урӑх сферӑсен представителӗсемпе тачӑ ҫыхӑнура вӑй хурать.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫӗршывра, республикӑра, районта мӗн пулса иртнипе кӑсӑклансах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Умне лартнӑ задачӑсене пурнӑҫланӑшӑн Суворов медальне тивӗҫнӗ, анчах та ӑна алла илсе ӗлкӗреймен, тан мар ҫапӑҫура вилмеллех аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9944-patt-rs ... -man-cmacc

Пинеҫ инкепе Эрнепи сӗренте ҫынпа тан ӗҫсе ҫиме ӗмӗтленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламаспа Ахтупай, ҫакна малтанах пӗлсе тӑраканскерсем, ним шикленмесӗр кӗпер ҫине кӗчӗҫ, вырӑс хуралҫисене (вӗсем кунта виҫҫӗн тан тӑраҫҫӗ ӗнтӗ) пуҫ тайса сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта та кунта утсем шыв кӳлленчӗкӗ ҫине пыра-пыра кӗреҫҫӗ — Сӑр шывӗпе ун юпписем тепӗр чухне хӗлле тан тапса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Спорт комплексӗнче ачасемпе пӗрле аслисем пӗр тан пӗрне-пӗр пулӑшса спортри ӑсталӑхне, хӑйсен сывлӑхне ӳстерсе пырассине ӗненетпӗр», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Телее, совет салтакӗсем тӑшмана пирӗн тӑрӑха ҫитме паман, хаяр хирӗҫ-тӑрура каялла ҫавӑрса хӑйсен «йӑвине» хӑваласа яма пултарнӑ, вӑйсем тан мар чухне лару-тӑру темле ҫаврӑнса тухнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Вӗсем иккӗшӗ те тыл ӗҫченӗ, ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӑл вӑхӑтри ытти ҫынпа тан ырми-канми вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех