Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тан сăмах пирĕн базăра пур.
тан (тĕпĕ: тан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс матросӗсемпе офицерӗсем питӗ хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ, анчах та вӑйсем тан мар.

Храбро сражались русские матросы и офицеры, но силы были неравными.

Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑйсем тан мар пулин те матроссем тӑшмана хӑваласа яма пултарнӑ.

Хотия силы были неравны, матросы заставили неприятеля обратиться в бегство.

Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тинӗс шывӗ борт хӗррипе тан тенӗ пекех пулнӑ.

Морская вода доходила почти до верхней кромки борта.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑл 1930-мӗш ҫулсенче Парнас ҫине Тукташпа, Ухсайпа тан хӑпарса пынӑ.

Он в 1930-х годах поднимался на Парнас наравне с Тукташем, с Ухсаем.

Максим Ястран // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4892-%D0%9C% ... D0%BD.html

Хаяр та тан мар вӑйсен ҫапӑҫӑвӗнче пирӗн икӗ дивизи пӗтнӗ, ҫапах та вӗсем фашистсен тимӗр лашисене тӑлласа лартма пултарнӑ.

В жестокой и неравной битве погибли две наши дивизии , однако они смогли стреножить железных коней фашистов.

Максим Ястран // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4892-%D0%9C% ... D0%BD.html

Пирӗн алӑра пӗр йышши теттесем иккӗ тан пуласса шутламан та вӑл.

Разве мог он предположить, что у нас могут быть сразу две совершенно одинаковые игрушки?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ӑна ӑнланма та йывӑр мар: ачасен вӑйӗсем тан пулман.

Да и понятно: у приятелей были слишком неравные силы.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан Петя, хӑй нумай пӗлнине систересшӗн пулса, кулма чарӑнса, пассажирсем ҫине пӑхса илчӗ, вара, икӗ пӗр пек ҫынсем калаҫнӑ чухнехи пек, аслӑ помощника хӑйпе тан шутласа, ӑна ҫапла каларӗ:

Петя со сдержанной улыбкой превосходства посмотрел на пассажиров и снова несколько небрежно, как равный к равному, обратился к старшему помощнику:

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем ҫынна хисеплесе, пурин ҫине те пӗр тан пӑхма тӑрӑшнипе, романсенчи чи лайӑх мӑшӑрсене асилтерекен ҫынсем пек пурӑннипе-и, тен, ыттисем вӗсем ҫине темле иккӗленерех пӑхатчӗҫ, юратсах та каймастчӗҫ пулас.

И, может быть, именно потому, что они были такие вежливые, со всеми одинаково ровные и напоминавшие прекрасную пару из какого-нибудь романа, к ним относились недоверчиво и, в общем, довольно плохо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыранпа тан тулса ҫуталса выртать, унӑн тӗтреллӗ ҫийӗпе кӑвак тӗтӗм шуса иртет.

Тускло блестит, точно налитая вровень с берегами, вода, сизый дым ползёт по её туманному зеркалу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аллисемпе пуҫне хӗстерсе тытать, вара стена ҫине ӳкекен мӗлки ҫинче вӑрӑм сӑмсаллӑ кулашла пуҫсем иккӗн тан тухса тӑраҫҫӗ.

Он брался руками за голову, и тогда на тени, метавшейся за ним по стене, бесшумно вырастали две смешные носатые морды.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ытла та кӑткӑсчӗ пулӗ, пӗлместӗп ӗнтӗ — ахальтен мар вӗт тахҫан Иван Павлович мана Саньӑна ытла кӑткӑс пӗлетӗн, терӗ, — анчах «халӗ эпир пӗр тан» ӗнтӗ — акӑ мӗнле ӑнлантӑм эпӗ унӑн ҫыруне, ун ҫинчен пӗр сӑмахпа каламанччӗ пулин те, «санӑн темле хыпар илтме те хатӗр пулмалла — урӑх эпӗ санран нимӗскер те пытармастӑп», тесе ҫырать.

Не знаю, может быть, это было слишком сложно — недаром Иван Павлыч когда-то говорил, что я понимаю Саню слишком сложно, — но «теперь мы равны» — вот как я поняла его письмо, хотя об этом не было сказано ни слова. «Ты должна быть готова ко всему — я больше ничего от тебя не скрываю».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь ӗнтӗ иксӗмӗр те пӗр тан

Теперь мы равны

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанах туятӑп, халӗ хӗрарӑм арҫынпа пӗр тан пулни ҫинчен лекци пулать ӗнтӗ.

Сейчас мне будет прочитана, чувствую, лекция о женском равноправии.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аттен ҫул-ҫӳренӗ историйӗ вырӑссем Арктикӑна пӗлсе ҫитнӗ историре Седов, Русанов, Толь… ячӗсемпе пӗр тан тӑрать.

Его путешествие вошло в историю русского завоевания Арктики наряду с путешествиями Седова, Русанова, Толя…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта акӑ 82° широтара, тӑршшӗпех тан шывӗсем, пӑр тӑвӗсем.

Здесь под 82-м градусом широты всюду лед, сплошь изрезанный полыньями и торосами!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тан шывӗ пӗр вӗҫӗмрен пирӗн ҫула пӳле-пӳле хурать.

Полыньи всё время преграждают наш путь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кам пӗлет, тен мана та хӑҫан та пулин Татаринов капитанпа калаҫма пултаракан пӗр тан ҫынсен хушшине кӗртӗҫ!?

Кто знает, может быть, и меня когда-нибудь назовут — среди людей, которые могли бы говорить с капитаном Татариновым, как равные с равным?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсемпе вӑл хӑйпе тан ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫма пултарать.

С ними он мог говорить как с равными.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Швабрина вӗлерме пулӗ; господин офицер тан та мӗншӗн килнине лайӑхрах тӗпчесен кансӗрлемӗ.

— Швабрина сказнить не беда; а не худо и господина офицера допросить порядком: зачем изволил пожаловать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех