Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавӑрма сăмах пирĕн базăра пур.
тавӑрма (тĕпĕ: тавӑрма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулин те Франци Эльзаспа Лотарингине тавӑрма (ку ӗҫ чӑннипе те ҫакӑн пек вӗҫленнӗ) мӗн чухлӗ ҫухату тӳсни ӑна питӗ вӑйлӑ шухӑша янӑ пулас.

Однако, масштаб потерь, понесённых Францией ради возвращения Эльзаса и Лотарингии (которое в итоге всё таки состоялось), вероятно, впечатлил его.

Альбер Беттанье // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%8C%D0%B5

Уҫук кинемей ҫине те ҫине ассӑн сывласа илсен тин хирӗҫ тавӑрма мехел ҫитерчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Тавах ӗнтӗ, — тесе тавӑрма ҫеҫ пултарчӗ вӑл, пырне темскер хытти ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах пӗлсе тӑр, Марье, эпӗ кунта лаша вити ҫунтарма та, Хрисана ҫаратма та килмен, сире тавӑрма килтӗм!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ватти пӗркун ҫапла каласа макӑрать: «Хӑҫан тавӑрма пӗлӗпӗр-ши?» — тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ тунӑшӑн ырӑпа тавӑрма тӑрӑшӑп, Олеся.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑшмана тавӑрма кунтан лайӑх сӑлтав тупаймӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маска, тӗрӗс мар кӗрешсе, ҫамкинчен ҫапса анратнине аса илсен, ӑна тавӑрма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючниксене пама кантуртан илнӗ укҫа кӗсьерех выртнине аса илчӗ те ҫак укҫапа усӑ курса тавӑрма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан хӑра, сана тавӑрма шутламастӑп эп.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тавӑрма шутларӑн апла?

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсен чунӗсене тӑван ҫӗршыва тавӑрма майсем туса пар!

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ҫак парӑнман ҫара ҫерҫи арӑма упӑшки урлӑ тавӑрма шутланӑ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ниме тӑман пустуй япалашӑнах пӑлханнине аса илсе, вӑл, сисмесӗрех, хӑй кӑлӑхах хумханнӑшӑн Завьялова тавӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнпа та шульӑксене тытма тата вӑрланӑ укҫа-тенке тавӑрма питӗ йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Ашшӗ те тӑшмана тавӑрма вӑрҫа каясшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Мул хуҫисем, пуянсем патша йӗркине каялла тавӑрма хапсӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ҫуратнӑшӑн хакӗн 13 процентне каялла тавӑрма пулать.

Можно вернуть 13 % от стоимости родов.

Ача ҫуратнӑшӑн тӳленин налук вычетне мӗнле илмелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... le-3405096

Пӗлсех тӑратӑп, ҫав ҫамрӑксем СССР-та пӗр кун пурӑнсанах тепӗр кунхине каялла тавӑрма ыйтӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Производительсем реклама панин, сертификат илнин тата выставкӑсене хутшӑннин 70% тӑкакӗсене бюджетран тавӑрма пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли тавар тӑвакан производительсене 3 млн тенкӗ таран пулӑшу парӗҫ // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех