Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗнче (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, Пурташпа Автанкасси таврашӗнче пӗрремӗш тата хальлӗхе пӗртен-пӗр летчик пулнӑран хӑйне пысӑка хунӑскер, тӑван ялӗнче пурӑнакансене мӗскӗнрех ҫынсем тесе айванланман-ши?

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кабинӑран комбинезон ҫаннипе тарланӑ ҫамкине шӑлкаласа Кирик сиксе анчӗ, атӑ тӑхӑннӑ урисемпе кустӑрмасене тапа-тапа пӑхнӑ хыҫҫӑн мотор таврашӗнче тем чакаланчӗ, таса татӑкпа фарӑсене сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун чухне те кивӗ арман вырӑнӗнчи ватӑ йӑмрасем таврашӗнче Григ музыки янратчӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унччен Юрмейкейкинсен аслӑ ывӑлӗ Сталинград таврашӗнче пуҫ хунӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сардимировӑн машини ку, ун пекки Карӑккасси таврашӗнче урӑх никамӑн та ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫулталӑкра пӗрре тивӗҫекен канӑва чылайӑшӗ Крымпа Кавказ таврашӗнче е пысӑк хуласенче ирттерме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Выльӑх-чӗрлӗх таврашӗнче кӗҫ-вӗҫ талккишпех техника хуҫаланма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Статьяна ун ячӗпе пурпӗрех майлаштартӑм, ӑна алӑ пустартӑм: ара, суту-илӳ таврашӗнче, Сардимиров пеккисемсӗр пуҫне, урӑхлараххисем те ӗҫлеҫҫӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗҫӗр вӑл вилӗ те, унӑн шухӑш-туйӑмӗ улшӑнни ҫинчен Пушкар таврашӗнче пурӑнакансем пӗлмесӗрех юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анкартинчи мунча таврашӗнче, ҫурри таран кӗрт ӑшне путнӑ улмуҫҫисем ҫинче, кашни кун тенӗ пекех сарӑ халатлӑ кӑсӑясем, кӗрен пӗсехеллӗ уйӑпсем, хура тӗпкеллӗ шӑкӑлчисем явӑнаҫҫӗ — телевизор та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Вӑл улпут пусмӑрне чӑтаймасӑр ялӗнчен тухса тарнӑ та Пӑкачав патне вунӑ-вунпилӗк хресченпе пӗрле Хусан таврашӗнче пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра мунча таврашӗнче аппаланакан хӗрарӑмсенчен пӗри такама тем кӑшкӑрчӗ те Пӑкачав тавра пуҫтарӑннӑ арҫынсем патне васкаса чупса пычӗ, унта вара, хӑрах хӑлхаллӑ яштака пӳллӗ йӗкӗте аллинчен тытрӗ те калаҫа-калаҫа хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл мунча таврашӗнче ӑшталанакан хӗрарӑмсем ҫине тинкерсе пӑхса Хусанккана ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӑх калани «Ашмарин словарӗ, ХYI том» Хусанкка Пӑкачав патне Урал таврашӗнче пынӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Оренбург патӗнче те, Хусан таврашӗнче те ҫакӑ лайӑх палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халлӗхе кӗпер ҫинче, ун таврашӗнче шӑпах, нимӗнле чӗрчун та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Фашистсем шоссе таврашӗнче кӑна фронт тытаҫҫӗ, вӑрманти шурлӑх вырӑнсене нимӗҫсем ҫитсе йышӑнма пултарайман-тӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

— Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи хура кӗркунне пирӗн полк Ухта хули таврашӗнче, сӗм вӑрман варринче, тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫӑрттан кӳлӗ таврашӗнче те темиҫе тӑшман салтакӗ сӑнаса ҫӳрерӗ, тапхӑр-тапхӑр чарӑнса тӑрса, никам ҫук ҫӗртенех автоматпа кӗрлеттерсе печӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кайран ун таврашӗнче «вӗлле хурчӗ» — таҫтан аякран килнӗ министр заместителе — явӑнма тытӑнчӗ те Липа пуҫне ҫавӑрсах ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех