Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗнче (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ те Ӗренпур таврашӗнче ҫуралнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ку вӑл Остёр таврашӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Вӑл 1900 ҫулта ӗлӗкхи Самар кӗпӗрнинчи Бугуруслан уесӗнчи Ҫӗн Якал ялӗ таврашӗнче виҫӗ уйӑх хушши пурӑнса ытти фольклор материалӗпе пӗрле 37 юмах ҫырса илнӗ (вӗсем хушшинче икӗ паттӑр юмахӗ пур).

В 1900 г., находясь в течение трех месяцев в д. Новое Якушкино Бугурусланского уезда Самарской губернии, он зафиксировал фольклорные материалы, в том числе 37 сказок, среди которых две богатырские.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫ нихӑҫан та пӗтмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сахал-и кил таврашӗнче ӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Пахча таврашӗнче ӑҫта пӗр ывӑҫ тислӗк курнӑ — йӑлт пуҫтарса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӑрман таврашӗнче пур та — мӑн ҫыннӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳрес пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, Хӗветли тата Ольга ҫак хыпара Н. таврашӗнче торф кӑларнӑ ҫӗртен таврӑнмаллипех таврӑннӑ чух, киле ҫитме пӗр ҫухрӑм ҫурра яхӑн юлсан, ирхине вунӑ сехет тӗлнелле илтрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сурат таврашӗнче арҫын тени Пахом Петровичпа унӑн ывӑлӗсем ҫеҫ халь.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Вӗсен пӗр юххи ман ҫумран вирхӗнсе иртет те, шыв вӑрри тинӗсе пырса кӗнӗ пек, ҫӗнӗ завод ҫӗкленсе сарӑлнӑ ҫӗрте — капмар ҫуртсен таврашӗнче, металл каркассемпе сӑвайсен «вӑрманӗсенче», котловансен тӗлӗнче, кирпӗч куписемпе панель шаршанӗсем хушшинче — темиҫе юппа уйрӑлать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Союз таврашӗнче вӑй хурать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсенчен пӗри хаҫат таврашӗнче ӗҫлекен Нямуков.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Яшка пӗҫермеллеччӗ те, анчах пӗччен ҫыннӑн кил таврашӗнче ытти ӗҫ нумай.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта вӑл хутран-ситрен сехечӗ ҫине пӑхкаласа каллӗ-маллӗ шиклӗн уткаларӗ: халь-халь таҫтан-муртан палланӑ ҫын сиксе тухассӑн туйӑнчӗ, вара кашни кӗтесрех Микихвӗр ресторан таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳрет, вӑл каллех ӗҫме пуҫланӑ пулас тесе пӑшӑлтатма тытӑнмӗҫ-и, хӑш-пӗрисем вӑрттӑн пӑшӑлтатнипех ҫырлахӗҫ-и тата — пуҫлӑхсем патне пӗр харӑсах икӗ-виҫӗ ҫӑхав ҫитермӗҫ-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче издательствӑпа тӗрлӗрен редакци таврашӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑран кӑна поэт ятне илтме пултарчӗ ҫав шӗвӗр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Шурча таврашӗнче», «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм», «Пӗр хурӑн ҫеҫ пӗлет» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Сӑмах май, темиҫе кун каялла анчах пулса иртнӗ ларура вӑрмансен таврашӗнче, ялсен, килти хушма хуҫалӑхсен ҫывӑхӗнчи типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарнин тӗслӗхӗсемпе 3 протокол тӑрӑх тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ пулсан, хальхинче — 4 ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/

Хветӗр Уярӑн «Шурча таврашӗнче» романне пурте лайӑх ас тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

1941 ҫулхи июлӗн 6-мӗшӗнче Бессарабири Трони текен вырӑн таврашӗнче тӑшман пехотине батальон ытла пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ак, 1912 ҫулхи Шупашкар уесӗн карттине пӑхсан Лапсар таврашӗнче Чӑркаш (Чергашъ), Иккӗмӗш Ҫӗньял (Вторые Синьялы, Ассакасси ялӗн пайӗ), Ассакасси (Аса-касы), Ҫатракасси (Сятра-касы), Вӑрманкас (Вурманъ-касы, Хӗрлӗ Ҫыр ялӗн пайӗ), Вӑрманкас (Вурманъ-касы, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Вӑрманкас), Хӗрлӗ Ҫыр (Хирлесиръ), Ҫӗньял (Синьялы), Ойкасси (Ой-касы), Пайтерек (Байдеряково, халь Кӳкеҫе кӗрет) ялсем вырнаҫнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех