Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗлтсе (тĕпĕ: сӗлт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунхине, Ҫӗпритун тетесен кӳршисем патне каҫхи апата пырсан, Савватей ятлӑ шӗвӗркке мухтанса калать Ваҫука: — Ав ҫав шӑнкӑрч вӗллине куратӑн-и? — ыйтать вӑл, йӑмра ҫинчи ҫӗнӗ вӗлле енне пуҫӗпе сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эпе пысӑккинех вырнаҫнӑ, — кӑштах пуҫа сӗлтсе тавӑрчӗ Эльвира.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мӗнлескер ку? — ыйтрӗ Апуҫ, Венюк кайнӑ еннелле пуҫне сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вара цирк хуҫи пуҫне сӗлтсе илчӗ те куракансен енне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ, — пуҫа сӗлтсе ҫирӗплетрӗм.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

«Коля, акӑ санӑн ӗҫ хатӗрӗ, паллаш, Партизан ятлӑ», — тет ҫулланнӑ арҫын ватӑ вӑкӑр енне пуҫне сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ирина, килӗшнине ҫирӗплетсе, пуҫне сӗлтсе илчӗ те пӗр сӑмах та чӗнмесӗр пӳлӗмрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина кабинӑри хӗр пуҫӗпе сӗлтсе илнине асӑрхарӗ, унтан телефон трубкине илнине, рычаксене куҫаркаланине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Куҫа-куҫӑн курса эпӗ саламланине те пуҫӗпе сӗлтсе кӑна ответлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

— Кам ку? — ыйтрӗ вӑл, хӗрарӑм еннелле пуҫӗпе сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

— Тен, унта каяр мар-и? — сасартӑк Ванюш савнине тӗртсе илчӗ, тепӗр аллипе аслӑк ҫинелле тӑратнӑ пусма картлашки ҫинелле сӗлтсе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Аван-и, Маюк аппа! — терӗ халь Анфиса, Маюка пуҫ сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пуҫне сӗлтсе, Уҫтук ун сӑмахӗпе килӗшсех юлнӑччӗ ӗнтӗ, ҫапах чӑтаймарӗ пулать килте ларма, кайрӗ пулать тырӑ вырма.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Муратов юлташпа паллаштарма тавҫӑртӑм-и эпӗ сана? — шукӑль тумланнӑ арҫын енне пуҫӗпе сӗлтсе, Тимуша айккинчен тӗртрӗ Стратонов.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Эпӗ пулатӑп стройтрест управляющийӗ, — пӗлтерчӗ Брянцев, унтан, пуҫне сӗлтсе, Кудряшов ҫине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кузьма Иванч та каласа пачӗ, — вӑл пуҫне Пруткин еннелле сӗлтсе илчӗ, ура ҫине тӑрса, унталла-кунталла васкамасӑр утма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Лере миҫе электросварщик? — пуҫне анаталла сӗлтсе, аслӑ прорабран ыйтрӗ Григориу.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сире пула черетре тӗркӗшетпӗр, ылтӑн вӑхӑта усӑсӑр сая яратпӑр, тесе ятлатӑр-и? — Григориу еннелле пуҫне сӗлтсе ыйтрӗ вӗсенчен Брянцев.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Нина пуҫне сӗлтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Тӑрӑр, тӑрӑр, ачамсем! — аллипе сӗлтсе, тепре каларӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех