Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кухньӑра урай хӑмисем авӑнса чӗтренме пуҫларӗҫ, сӑран атӑ тӗпӗсем кӗпӗртетме тытӑнчӗҫ, ҫӗре стакан ӳкрӗ; унӑн сасси пӗтӗм шӑв-шав ӑшне путса ҫухалчӗ.В кухне закачался, выгибаясь, пол, затарахтели каблуки, упал стакан; звон его потонул в общем гуле.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий ӑна хӑюсӑррӑн хӑй патне туртса илчӗ, чуптума пикенчӗ, анчах та Наталья пӗтӗм вӑйранах аллисемпе ун кӑкӑрӗнчен тӗртрӗ те, ҫӗмӗрт хулӑ пек хыҫалалла авӑнса ӳксе, куҫӗсемпе чӳрече еннелле хӑравҫӑллӑн кӑтартрӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑлта шыв тӗпне ҫитсе перӗнчӗ ҫеҫ, вӑлта аври вӗҫӗ авӑнса та кайрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Туртса кӑлар! — сывласа ячӗ старик, Григорий, вӗткеленсе ӳксе, вӑлта аврине хӑй патнелле туртрӗ, анчах та унӑн вӗҫӗ шыва чӑрласа путрӗ, алӑпа тытнӑ вырӑнтан кӑшӑл пек авӑнса кайрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ сан умӑнта пуҫа пӗкиччен, чул ҫине хӑйӑр шӑтса тухӗ, юман та, хӑва пек, шывалла авӑнса анӗ!Скорее песок взойдет на камне и дуб погнется в воду, как верба, нежели я нагнусь перед тобою!
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫаврака питлӗ, илемлӗн авӑнса тӑракан йӑм-хура куҫхаршиллӗ, ҫут-хӑмӑр куҫлӑ хӗр.Дочка с круглым личиком, с черными бровями, ровными дугами поднявшимися над светлыми карими глазами.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫинҫешке пилешӗм, Мӗн тӑратӑн авӑнса, Пуҫупа ма перӗнетӗн Тӗпне ҫитиччен?Что стоишь, качаясь, Тонкая рябина, Головой склоняясь До самого тына?
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак халиччен туйман савӑнӑҫа та шиклӗхе вӑл, Сергей аллинчен тытса, авӑнса тӑракан пусма тӑрӑх самолет ӑшне утса кӗрсен тата ытларах туйса илчӗ; унта вӑл тӗксӗмрех ҫутӑра юнашар ларакан шурӑ креслӑсене курчӗ, ҫакӑнтах, креслӑсем патӗнчех, — пӗчӗк чатӑрпа карнӑ пӗчӗк чӳречесем.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл питех те анлӑ пулнипе ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗтсем айӗнче выртакан пӗтӗм айлӑм ҫӗрле пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте авӑнса илет те ҫав тери пысӑк залив пек курӑнать.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ракетсем тӗттӗм пӗлӗтелле ыткӑнаҫҫӗ те, тискеррӗн авӑнса, лакӑм ӑшне ҫӳлтен пӑхаҫҫӗ.Ракеты взвивались в черное небо и, хищно изогнувшись, заглядывали в котлован сверху.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя малтан, каялла авӑнса, модельне пуҫ хыҫнелле ячӗ.Володя, сперва выгнувшись назад, занес модель далеко за голову.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗр пуҫне кӑларса пӑхнине асӑрханӑ хыҫҫӑн, Оленин, уйрӑммӑнах ҫӑмӑллӑн авӑнса, хапха ҫатанне сирсе ячӗ те, чӗлпӗрне туртарах саламачӗпе хӑмсарса, картишне кӗрсе кайрӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӳрече патнерехри стена ҫумӗнче тӑвӑр, лутра, пӗкӗ пек, йӑлт авӑнса ӳкнӗ, питӗ имшеркке кравать ларать, калӑн, ун тимӗрӗсем ҫинче пурӗ те пӗртен-пӗр кӗрен пике утиял ҫех выртать; тепӗр стена ҫумӗнче — сӑрламан ахаль сӗтел те кӗрӗс-мерӗсле ик тӑваткал пукан.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсен клеенкисем кивелсе пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухнӑ, таянмалли хыҫӗсем хыҫалалла илемсӗррӗн авӑнса аннӑ, ҫавӑн пирки вӗсем тенкел пек мар, ача ҫуни евӗр туйӑнаҫҫӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Дениска, йытӑсене вӑрҫтарса пушӑпа ҫапма юратаканскер, кун пек самант килсе тухнишӗн савӑнсах кайрӗ, вара, пит-куҫне юриех хаяррӑн пӗркелентерсе, пӗр йыттине, авӑнса, пушӑпа туртса ҫапрӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шыҫмаккипе полицейски ватӑ нянькӑн вӑлта евӗр авӑнса тӑракан туфли пуҫне, тишкереҫҫӗ.Толстяк и полицейский, скосив глаза, изучали загнутые крючком кончики туфель старой няньки.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Сывлӑшра тем чаклатрӗ: ухӑ йӗпписем пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑнчӗҫ те чӑл-чал ҫулӑм сирпӗтрӗҫ, хӑйсем сывлӑшра авӑнса илсе ҫӗре ӳкрӗҫ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Гремячий Лог хуторӗ патӗнчен пуҫласа инҫетри пӗве таранах, ҫур пӗлӗт тӑршшӗ, тӗрлӗрен тӗслӗ йӑрӑмланан асамат кӗперӗ авӑнса анчӗ.От Гремячего Лога до дальнего пруда, в полнеба, стала горбатая, цветастая радуга.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ырханкка унӑн виҫӗ пӳрнине чӑмӑртанӑ, пӗтӗм ӳтпӗвӗпе авӑнса тайӑлнӑ, китаец пек хихиклетнӗ: «хи-хи-хи».Тонкий пожал три пальца, поклонился всем туловищем и захихикал, как китаец: «хи-хи-хи».
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Мӗн эсир… — татах та кукленерех авӑнса каларӗ ырханкка.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.