Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑнса (тĕпĕ: авӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Казак кӗлеткипе кушак пек авӑнса аллине ҫитӗ айне чиксе ячӗ, йӗнӗрен хӗҫ туртса кӑларчӗ те, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, сӑрланӑ сиктӗрме сӑпки урлӑ кармашса, вӑхӑтра пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ дружинникӑн пуҫне темле кӑна хӗҫ вӗҫӗпе лектермерӗ.

Тот по-кошачьи изогнулся, скользнул рукой под ватолу, выхватил из ножен шашку; стоя на коленях, потянулся через, прицепную раскрошенную люльку и чуть-чуть не достал концом клинка голову вовремя отпрыгнувшего дружинника.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑртсем урлӑ эпир вӗҫнӗ Ҫил-ҫунатлӑн ярӑнса, Кӗрӗс-керӗс пӑшал пенӗ, Хӗҫпе каснӑ авӑнса!

Мы по горочкам летали Наподобье саранчи, Из берданочков стреляли, Все — донские казачки!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑкӑрлӑкӗ ку хӑй ҫӗр каҫнӑ кил ҫумӗнченех ҫурма пӗкече пек авӑнса иртет-мӗн.

Проулок полудугой огибал двор, где он ночевал.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кил хуҫи арӑмӗ ӗнисене суса пӗтерчӗ те, пӗвӗпе кӑштах авӑнса, акӑш ҫуначӗ пек кукӑртса тытнӑ сулахай аллинче пӗр витре сӗт йӑтса пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Хозяйка подоила коров, прошла в курень; чуть изгибаясь, в левой руке, согнутой по-лебединому, несла полную цыбарку молока.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн чӑсмака хӳри, вырӑнӗ-вырӑнӗпе хумсем пек аялалла авӑнса, Кривянски станица тӗлӗнче шупка кӗренӗн йӑрӑмланса усӑннӑ.

Длинный хвост ее волнами снижался и розово серебрился где-то над станицей Кривянской.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ура айӗнче йӗпе хӑмасем авӑнса пынӑ, чӳречесенчен ҫил вӗрнӗ, аялтан чӗрӗ ҫӗр шӑрши туртӑнса тӑнӑ.

Под ногами прогибались мокрые доски, в окна дул ветер, снизу веяло земляной сыростью.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан, пӗкӗ пек авӑнса илсе, юнланса хуралнӑ шӑлне кӑкӑрӗ ҫине сурса пӑрахрӗ, чӗлхипе тутлӑн чаплаттарса илчӗ.

Выгнулся крутой дугой, сплюнул на грудь черные от крови зубы, сладко почмокал языком.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, ниҫта кайса кӗрейми хыпаланса, пӗвӗпе авӑнса илсе, курокӗпе шинель кӗсйинчен ҫыхланса ларнӑ револьверне тӑпӑлтарса кӑларма тӗрмешрӗ.

Изогнувшись, торопился Бунчук, рвал револьвер, курком зацепившийся за подкладку кармана.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков учӗ патӗнчен аяккалла сиксе ӳкрӗ те, кӗлеткипе авӑнса илсе, кабурине ярса тытрӗ.

Калмыков прыгнул от лошади, избочился, лапнул кобуру.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Машинист ҫӑварӗнчи чикарккине сурса пӑрахрӗ те, пируска тӗпӗ ҫӗре пӗкӗ пек авӑнса ӳкнине сӑнаса-тӑр, хирӗҫ шӑпӑрт та чӗнмерӗ.

Машинист выплюнул цыгарку, помолчал, видимо, следя за дугообразным ее полетом; сказал, покашливая:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр казакӗ, кӗлеткипе авӑнса, ҫурӑмӗ хыҫӗнчи винтовкине хывса илчӗ те ҫӗре ҫапса ӳкернӗ ҫыннӑн ҫемҫен нӑчлатакан ӳтне пӑшал кучӗпе тӳме тытӑнчӗ.

Один из казаков, изогнувшись, смахнул с себя винтовку, бил прикладом по мягко похрустывавшему телу поваленного человека.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗвӗпе те чылай ӳснӗ вӑл, хулпуҫҫийӗсем сарлака, ҫурӑмӗ урапа тукунӗ пек авӑнса тӑрать, самӑр — виҫсе пӑхсан ним те мар пилӗк пӑт таймалла.

Он значительно вырос, раздался в плечах, ссутулился и пополнел, весил, наверное, никак не меньше пяти пудов.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӗтӗм пӗвӗпе авӑнса, сӑмси шӑтӑкӗсене сарса пӑрахса шӑршлать…

Он, весь изогнувшись, раздувает ноздри, но…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑртсем урлӑ эпир вӗҫнӗ Ҫил-ҫунатлӑн яранса, Кӗрӗс-мерӗс пӑшал пенӗ, Хӗҫпе каснӑ авӑнса.

Мы по горочкам летали Наподобье саранчи, Из берданочков стреляли Все донские казачки.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗчӗк пахчара икӗ чие йывӑҫӗ хӗреле пуҫланӑ ҫырлисен йывӑрӑшпе авӑнса лараҫҫӗ, пӗр рет тӗклӗ ҫырла ӳсет, сирень тӗмӗ ашкӑрса кайнӑ.

В палисаднике росли две вишни, густо осыпанные спеющими ягодами, рядок крыжовника, кусты сирени.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Дон казакӗ, георги кавалерӗ, — кӗлеткипе авӑнса, пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ Григорий ҫине госпиталь пуҫлӑхӗ.

— Донской казак, георгиевский кавалер, — изгибаясь, указал на Григория заведующий.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик каллех ҫав тери шиклӗн куҫне хӗссе илет, вутра ҫунакан йывӑҫ хуппи пекех авӑнса хуҫкаланать.

Старик опять отвратительно подмигивал и весь кривился, как древесная кора, сжираемая огнем.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Местечко хыҫӗнчи юханшывра (юханшывӗ капӑр сенкер пӗкече пек авӑнса выртать) шыва кӗрекен ача-пӑчасем ҫуйӑхашаҫҫӗ.

За местечком в речушке (лежала она голубой нарядной дугой) кричали купающиеся ребятишки.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сапёрнӑй капитан, авӑнса ӳксе, кӗпер еннелле темӗн тӗллесе кӑтартрӗ.

Саперный капитан, изгибаясь, на что-то указывал в сторону моста.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, пӗтӗм ҫинҫе кӗлеткипе авӑнса пӗр ҫӗклем йӗпе кӗпе-йӗм йӑтнӑскер, вӗсене чӳхеме пахча витӗр Дон хӗррине кайрӗ.

Изгибая тонкий стан под тяжестью вороха мокрой одежды, Дуняшка прошла через двор к Дону полоскать.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех