Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авланма (тĕпĕ: авлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авланма ӗнтӗ?

— Жениться?

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Каччи авланма хатӗр пулас, — терӗ Эмиль.

— Жених, по-моему, готов, — сказал Эмиль.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Улпут майри сана авланма хушмасть: унӑн ирӗкӗ!

Барыня вам жениться не позволяет: ее господская воля!

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Вилнӗ Татьяна Васильевна — ҫӳлти патшалӑха лектӗрех вӑл! — никама авланма е качча тухма ирӗк памастчӗ.

Татьяна Васильевна покойница — царство ей небесное! — никому не позволяла жениться.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Мӗн эсӗ… авланнӑ-и е авланма хатӗрленетӗн-и?

Ты что… женат или собираешься?..

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Пирӗн кунта, Василь Иваныч, Курочкин авланма хатӗрленет.

— А у нас, Василь Иваныч, Курочкин жениться собирается.

Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Сӑмахран, авланассинех илер, халӗ пурте авланма пултараҫҫӗ.

— Вот хотя бы, к примеру, то, что каждый жениться может.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кашниех авланма пултарать.

Каждый жениться может.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чухӑнсем авланма пултараяччӗҫ-и ун чух?

Могли бы тогда бедняки жениться?

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, авланма шутламан эпӗ.

Одним словом, не хотел я жениться.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ӑҫта кунта авланма?

— Куда тут жениться?

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Темиҫе ҫул пурӑнса та авланма васкамарӑн, халӗ икӗ кун кӗтме пултарайман?

Столько лет жил один и жениться не торопился, а тут и двух дней не подождал?

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Епле-ха пирӗн пеккине авланма юратӑр?

Как можно жениться нашему брату?

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл, шухӑшласа пӑх-ха, председатель, вӑл мана тепӗр хут авланма ирӗк памарӗ…

А она, ты только подумай, председатель, женить меня вновь так-таки и отказалась…

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах хӑйне авланма ҫав тери ҫӑмӑллине астусан, ӑна темӗнле аван мар, тата, ҫитменнине, кулӑшла та пулса кайнӑ.

Но ему стало неловко и даже смешно при мысли о том, как легко ему жениться.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ахӑрнех, авланма тивет пуль… — ассӑн сывласа, шухӑшласа илнӗ Фома.

«Пожалуй, надо жениться…» — вздохнув, подумал Фома.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Авланма укҫа кирлӗ.

Но для женитьбы нужны деньги.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унтан ҫав кунах, чиркӗве кайса, панихида тутарнӑ, ҫӗре кӗнӗ Акилина чунӗ канлӗхӗшӗн ӳксе пуҫҫапнӑ, вара, вӑраха ямасӑр, тепре авланма шут тытнӑ.

Потом он пошел в церковь служить панихиду и, помолившись о упокоении души новопреставленной Акилины, решил поскорее жениться.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ Иван Никифоровича питӗ лайӑх пӗлетӗп, вӑл авланма ӗмӗт тытманнине те калама пултаратӑп.

Я очень хорошо знаю Ивана Никифоровича и могу сказать, что он даже не имел намерения жениться.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Пӗри вара ӑна: «Эй, тӑванӑм, — тесе кӑшкӑрать, — пулас арӑму чипер пулин те, авланма ан васка, ӗлкӗрӗн-ха венчете кайма!

Тут кричит ему один: «Эй, браток, хоть невеста и хороша, не торопись со свадьбой, успеешь обвенчаться!

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех