Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вуннӑ таран шутласа ҫитрӗ те — асапланса авкаланса илчӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пуся чӳрече тӗлне сак ҫине ларса хӗрарӑмӑн пӳрнисем хушшипе паранкӑ хуппи, хӑю пек шуса тухса, авкаланса, аялалла, корзинкӑна ӳкнине пӑхрӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсен хушшипе аран палӑракан ансӑр кӑна сукмак авкаланса выртать.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Юханшыв хӗрринчен, тӳпе ҫинелле, пӗр-пӗччен кӑнтарса ларакан йывӑҫ часовня патнелле, кукӑр-макӑр сукмак авкаланса хӑпарать.Уютная тропка вилась от реки к бревенчатой часовенке, одиноко торчавшей на бугре.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Майӗпен авкаланса, кӑвак тӳпере эрешмен картисем вӗҫсе иртеҫҫӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑрман уҫланкӑна симӗс хӳме пек ҫавӑрса илнӗ: унӑн кӑпӑкланса, авкаланса силленекен турат-ҫулҫисем, ҫырантан юхса тухасшӑн хумханса-чӳхенекен шыв пек, уҫланкӑна та, ҫула та путарасшӑн пулнӑн туйӑнать.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӳлӗ мар курӑкпа витӗннӗ, кавир пекех симӗс ҫул ретӗн-ретӗн ларса тухнӑ чӑрӑшсем хушшипе авкаланса выртать.Заросшая невысокой травой, зеленая, как ковер, дорога вилась по еловой рамени.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫул вӗри сывлӑшӑн шупкарах тӗтри ӑшӗнче лутра та ҫинҫе туналлӑ тырӑсем хушшинче авкаланса выртать.Она вилась в белесом мареве зноя среди невысоких и тощих хлебов.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫул хӗрринче йыт-пырши авкаланса выртать.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗр хӗрхенмесӗр хӗртсе пӑхакан ҫутӑ хӗвел патӗнчен вӗри сывлӑш авкаланса чупни, шӑрӑхӑн юххине лексе йывӑрланнӑ пек, пӗтӗм сывлӑш чӗтресе юхса тӑни, шӑрӑх сывлӑш епле юхса-силленсе тӑни курӑннӑ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн куҫхаршийӗсене Василий пирвайхи хут курчӗ: ҫинҫе, ҫӑмӑл вӗсем, сӑмса кӑкӗнче ҫунат пек авкаланса илнипе, тӑнлав тӗлӗнче ҫӳлелле хӑпарса кайнипе унӑн питӗнче хавхаланупа хӑюлӑх палли курӑнать.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Ҫӑмӑл сикетӗн эсӗ, хӗрӗм! — ҫупӑрласа тытасшӑн пулчӗ ӑна Василий, анчах лешӗ, кула-кула авкаланса, унӑн аллинчен шуса тухрӗ те тӗмӗ хушшине вӗҫтерчӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗрача вара, сарӑ ҫӳҫлӗ пуҫне ҫыхнӑ тутӑрӗ усӑнса аннине те туйманскер, ҫинҫен те ҫари ҫухӑрса, вучах патне чупать, чупса ҫитсен, ахлатса, авкаланса илет те ҫинҫескер, ҫулӑм урлӑ сиксе каҫать.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫывӑрса кайма тытӑнсанах, тӗлӗк курма пуҫланӑ: хӑй вӑл урине те, аллине те хускатма пултараймасӑр тӑрать пек, ун патнелле такам куклене-куклене, чӗркуҫҫисене хуҫлатса, ҫӗлен пек авкаланса пырать пек, — те Падди, те темӗнле кӑтра негр, те тата Джон.
XIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ирландецсем татах кӑшт шавлакаланӑ та каллех Паддие ҫул панӑ, лешӗ хулпуҫҫийӗсене хӗссе, пуҫне пӗксе, аллисене усса, ҫӗлен пек авкаланса мала тухнӑ, Матвей патнелле утнӑ.
XII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Поезд ҫӗлен пек явӑнса илнине, пӳрт кантӑкӗсене кӑшт кӑна перӗнмесӗр кӗтесрен пӑрӑнса иртнине, унтан каллех пӗрре тӳрӗ, тепре авкаланса малалла вӗҫтерсе пынине ҫӑварӗсене карсах пӑхса тӑнӑ вӗсем.
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хуларан инҫех мар авкаланса выртакан юханшыв ҫумӗнче, пӗр пӗчӗк ял пурччӗ, тен, вӑл халӗ те пур-тӑр.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ун ҫинче хӗрелсе кайнӑ хура фрак тата пикеневӑй шурӑ жилет ҫинче вӑчӑра кукӑр-макӑр авкаланса тӑрать; йывӑр ахахран тунӑ печатка гульфиклӑ хура панталонӗ патне ҫитиех усӑнса аннӑ.
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Манӑн чӗре вар-хырӑмалла анса кайса, пыршӑсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑнах туйӑнчӗ, маис пашалӑвӗн татӑкӗ те пыра урлӑ ларчӗ; эпӗ ӳсӗрме тытӑнтӑм, татӑк каялла пӗрхӗнсе тухрӗ, вара сӗтел урлӑ ыткӑнса пӗр ачин куҫне лекрӗ, ачи вӑлта ҫинчи ӑман евӗр авкаланса илчӗ те пырӗ ҫурӑласла кӑшкӑрса ячӗ; Том хӑранипе йӑлт кӑвакарса кайрӗ.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пурте лутра сӑрт тӑррине ҫӗлен пек авкаланса хӑпаракан сукмак тӑрӑх ерипен хӑпараҫҫӗ.Они медленно взбирались по тропинке, которая змеевидно поднималась к вершине холма.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.