Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авкаланса (тĕпĕ: авкалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ишӗлчӗк патне каякан кукӑр-макӑр ҫул вӑрманлӑ ансӑр вар айккипе пырать; вар тӗпӗнче пӗчӗк ҫырма чулсем хушшипе авкаланса, шарласа юхать, вӑл шӗп-шӗвӗр тӑрӑллӑ хура тусен леш енче тӳлеккӗн ҫуталса выртакан аслӑ юханшывпа пӗрлешме васкать тейӗн.

Дорога к развалине вилась по скату узкой лесистой долины; на дне ее бежал ручей и шумно прядал через камни, как бы торопясь слиться с великой рекой, спокойно сиявшей за темной гранью круто рассеченных горных гребней.

IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Анчах Муций юлашки юррине пуҫласан — ҫав сасӑ сасартӑк вӑй илчӗ; янравлӑн та хӑватлӑн чӗтренсе кайрӗ; астаракан илӗртӳллӗ кӗвӗ вӑрӑммӑн туртнӑ сӗркӗч айӗн юхма тытӑнчӗ, тирне сӗрме купӑс ҫине сӑрнӑ леш ҫӗлен пек, илемлӗ авкаланса юхрӗ; сӳнми вутпа, иксӗлми уявлӑ савӑнӑҫпа ялкӑшса ҫунчӗ ҫав кӗвӗ — Фабин те, Валерин те чӗрисем шикленсе хытрӗҫ, куҫӗсем куҫҫулӗпе тулчӗҫ, Муций, пуҫне сӗрме купӑс ҫумне хӗснӗскер, шуралса кайнӑскер, куҫ харшисене пӗр ҫӗре пӗрнӗскер, пушшех шухӑшлӑ та мӑнаҫлӑ курӑнчӗ — сӗркӗч вӗҫӗнчи алмаз пайӑркаллӑ хӗлхемсем сапрӗ, хӑй те ҫав асамлӑ юрӑран вут тивертнӗ пек ҫунчӗ.

Но когда Муций начал последнюю песнь — этот самый звук внезапно окреп, затрепетал звонко и сильно; страстная мелодия полилась из-под широко проводимого смычка, полилась, красиво изгибаясь, как та змея, что покрывала своей кожей скрипичный верх; и таким огнем, такой торжествующей радостью сияла и горела эта мелодия, что и Фабию и Валерии стало жутко на сердце, и слезы выступили на глаза… а Муций, с наклоненной, прижатой к скрипке головою, с побледневшими щеками, с бровями, сдвинутыми в одну черту, казался еще сосредоточенней и важней — и алмаз на конце смычка бросал на ходу лучистые искры, как бы тоже зажженный огнем той дивной песни.

III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Ӑҫта хуралласа тӑмаллине эпӗ малтанах палӑртса хутӑм: сад вӗҫӗнче, Засекинсемпе пирӗн сада уйӑрса тӑракан хӳме патӗнче, вӑл пысӑк хӳмене тӗкӗннӗ тӗлте, пӗччен чӑрӑш айӗнче; ҫав аялтанах туратланса ӳсекен чӑрӑш лӑсси витӗр эпӗ таврара мӗн пулса иртнине каҫ тӗттӗмӗнче те лайӑх сӑнама пултаратӑп; кунтанах пӗчӗк ҫул авкаланса иртет, вӑл мана ялан темле вӑрттӑнлӑхпа витӗннӗн туйӑнатчӗ: вӑл хӳме ҫумӗпех ҫӗлен пек авкаланса иртет те акаци тӗмӗсенчен тунӑ ҫаврака беседка патне пырса тухать (ҫак тӗлте хӳме урлӑ каҫнӑ ура йӗрӗсем пур).

Я уже заранее выбрал себе место, где караулить: на конце сада, там, где забор, разделявший наши и засекинские владения, упирался в общую стену, росла одинокая ель; стоя под ее низкими, густыми ветвями, я мог хорошо видеть, насколько позволяла ночная темнота, что происходило вокруг; тут же вилась дорожка, которая мне всегда казалась таинственной: она змеей проползала под забором, носившим в этом месте следы перелезавших ног, и вела к круглой беседке из сплошных акаций.

XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ айлӑма антӑм; ун тӑрӑх хӑйӑрлӑ ансӑр ҫул хуланалла авкаланса каятчӗ.

Я спустился в долину; узкая песчаная дорожка вилась по ней и вела в город.

XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм авкаланса илчӗ те, урам тӑрӑх чӑнах та чипер кӗсре пек чупса кайрӗ.

Женщина завертелась, словно вьюн, и на самом деле с быстротой чистокровной кобылы понеслась по улице.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑрман тӑрӑх тискер кайӑк йӗрӗ, ун хыҫҫӑн йӗлтӗр йӗрӗ авкаланса выртать.

Кружит, колесит по лесу звериный след, за ним лыжный.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Акӑ шӑши ҫури пӗр самантрах шапа хыҫӗнче хура ҫӗлен авкаланса пынине курчӗ.

И вот на один миг мышонок увидел: позади лягушонка взметнулось длинное гибкое тело серебристо-чёрной змеи.

Хӑрушӑ каҫ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Инҫетре-инҫетре, ҫӗлен пек авкаланса выртакан Пӑла хӗрринче, пӗчӗк-пӗчӗк пӳртсем палӑраҫҫӗ.

Далеко-далеко, на берегу реки Булы, которая вьётся змейкой среди бескрайних полей, виднеются крошечные домики.

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Танкӑлтатрӑмӑр чӗмсӗррӗн ҫӗлен евӗр авкаланса выртакан сукмакпа ҫӳлелле.

Угрюмо поплелись по тропинке, которая, изгибаясь змеёй, вела наверх.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Ҫыруне алси ӑшне чикрӗ, йӗлтӗр патакӗсемпе тӗренчӗ, темиҫе утӑм хыҫҫӑн, халачӗн вӑрӑм аркипе ҫыхланса ӳкрӗ, унтан сиксе тӑчӗ те вӑл, халачӗ аркине шӑлаварӗ кӗсйине пӗтӗрсе чикрӗ, вара, шурӑ чӑрӑшсен хушшипе авкаланса, вӗҫтере пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Кӳлепипе авкаланса пынӑ май чашкӑрать, хӳрипе пӑтратать, тавраналла вут-хӗм сирпӗтет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.

Малтанах вӑл хӗрлӗ ҫӳҫесен ҫӑран ашкӑрса ӳсекен симӗс тӗмӗсене, Донӑн ампӑс-тӗмпӗссӗн авкаланса выртакан кӗмӗл ытамне, ҫил арманӗн майӗпен ҫаврӑнакан ҫунаттисене курчӗ.

Сначала он видел зеленые купы верб, серебряную, прихотливо извивавшуюся ленту Дона, медленно взмахивавшие крылья ветряка.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Асар-писеррӗн ҫатӑлтатакан ҫулҫӑсен шурӑ ҫавраҫилӗпе кӗптеннӗ каврӑҫӑн шупка симӗс вулли енчен енне авкаланса тайӑлчӗ.

Раскачивался бледный ствол ясеня, окутанный белым кипящим вихрем мечущейся листвы.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӗтел ҫитти лапӑрчӑк, пӳрт варринчи ҫӗр урайӗнче 13-мӗш кавалери полкӗн взводнӑйӗ шуйттан ҫури пек авкаланса ташша тӗпретет.

Скатерть — как хлющ, а посреди хаты по земляному полу зеленым чертом вьется и выбивает частуху взводный 13-го кавалерийского.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фомин, кӗрӗк пиншак тӳмисене вӗҫертсе ярса, хӑмӑр саспаллисемпе тӗрленсе пӗтнӗ ансӑр ҫӳхе хут телеграфист пӳрнисем айӗнче ҫӗлен пек авкаланса шунине краҫҫын лампи ҫутинче пӑхса тӑрать.

При свете керосиновой лампы Фомин, расстегнув полушубок, смотрел, как из-под пальцев телеграфиста бежит, змеясь, испятнанная коричневыми блестками тонкая бумажная стружка.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ретсем, кукӑр-макӑррӑн авкаланса, чалӑш-чӗлӗшшӗн чӳхенсе малалла шӑваҫҫӗ.

Цепи шли, туго извиваясь, неровно, качко.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн майлӑ кукӑр-макӑррӑн авкаланса иртет тип ҫырма хӗррипе, сӗвек тайлӑм тӑрӑх, качакасен чӗрнисемпе йӗрленсе якалнӑ пӗчӗкҫӗ сукмак; ҫапла пырать-пырать те вӑл, пӗр-пӗр кукӑра ҫитсен, сасартӑк тим ҫырма тӗпнелле чӑмса кӗрет, касса татнӑ пек ҫухалать, — вара ҫук малалла кайма, сукмак татӑлнине тараватсӑррӑн пӗлтернӗ майлӑ шӑрт пек хытхура кӑна унта, хӳме майлӑ курӑнса, кашласа ӳсет.

Так над буераком по кособокому склону скользит, вьется гладкая, выстриженная козьими копытами тропка и вдруг где-нибудь на повороте, нырнув на днище, кончится, как обрезанная, — нет дальше пути, стеной лопушится бурьян, топырясь неприветливым тупиком.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӳречерен Атӑлӑн юрлӑ ытамӗ курӑнса выртать; ун хыҫӗнче, сарлака пӗкече пек ҫаврӑнса, тӗссӗр кӑвак вӑрман тасалать, инҫетре уй-хирсен хумлӑн-хумлӑн авкаланса выртакан ҫемҫе сӗмӗсем палӑраҫҫӗ.

Из окна виднелся снеговой размет Волги, леса за ней — широким серым полудужьем, мягкие волнистые очертания дальних полей.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кольт патӗнчен, ҫинҫен авкаланса, кӗпи тӑрӑх хура хӗрлӗ юн йӑрласа анать.

Мимо кольта извилисто стекала по сорочке тонкая и веселая черно-рудая струйка.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл, Подтелков ҫине тӳррӗн тӗллесе кӑтартса, ун ҫине кӑна пӑхса, авкаланса илчӗ, ҫухӑрса ячӗ:

 — И, уже прямо указывая на Подтелкова, обращаясь непосредственно к нему, он изгибался, кричал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех