Шырав
Шырав ĕçĕ:
Роль тӑрӑх вӑл ҫирӗм пилӗк ҫулта пулмалла, анчах вӑл вӑтам ҫула ҫитнӗ ҫын рольне вылясшӑн пулчӗ, ылтӑн шӑллӑ, кукша пуласшӑн пулчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хура ҫӳҫлӗ, чӑлт шурӑ шӑллӑ ҫирӗп хӗрарӑмччӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анлӑн юхакан Терек хӗрринчи йывӑҫсем хушшинче уняга та кунта сапаланчӑк лутра ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, леререх тата кӑвак тусем, шӑллӑ стена пек, палӑраҫҫӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗри вӑрӑм пӳллӗ, кӑмӑллӑ санлӑ, катӑк шӑллӑ, крепле пек вӑрӑм алӑллӑ «Шкелет» тесе чӗннӗ ефрейтор Биденко пулнӑ, тепри — ҫавӑн пекех ефрейтор, ҫавӑн пекех пысӑк та тӗрекле ҫын, самӑр, ҫаврака питлӗ Горбунов, Ҫӗпер ҫынни.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сӑмахран, «Йӗс шӑши - сӳс хӳре», «Пирӗн пӳртре кам хыткан», «Шӑлӗ пур - ҫыртаймасть», «Икӗ хырӑмлӑ, пӗр пилӗклӗ», «Мӗн чухлӗ ҫаврӑнать, ҫавӑн чухлӗ хулӑнланать», «Хӑй курпун, чунсӑр, ҫӗр чавать», «Ҫырмара икӗ майра ташласа ҫӳреҫҫӗ», «Шӑлӗ пур - ҫӑварӗ ҫук», «Тимӗр шӑллӑ карчӑк, ури сенӗк пек, пур тӗнчене тӑрантарать, хӑй выҫах пурӑнать», «Вӑрмана кайрӑм - касрӑм, ҫула тухрӑм - аврӑм, киле килтӗм - ҫӗлерӗм, варри - тиха тирӗ, хӗрри - пӑру тирӗ»…
Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26
Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Хӑй ҫумӗнче ларакан пуянӗсем: «Пулӗ те ҫав, ах, вӑл епле алла, пит вичкӗн шӑллӑ пулнӑ пулӗ шӑшийӗ?» – тесе тӗлӗнӗ пуҫларӗҫ, тет.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Пӑшӑрханнӑ та сахал мар: шӑллӑ, усала хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтаракан Тӑхтисемпе Иван Мучисен, Уярсен вӑхӑчӗ ҫурхи шыв пек юхса иртнишӗн.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Владимир Викторов хӑйӗн кандидатури ячӗшӗн кӑна пулнине ҫирӗплетрӗ, ҫапах «стоматолог пулнӑ май» пухӑннисене сывӑ шӑллӑ пулма сунчӗ — «шӑлсем пире кирлӗ пулӗҫ-ха!»
Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
15. Акӑ Эпӗ санран ҫивӗч, ҫӗнӗ, шӑллӑ тӑпачӑ турӑм; эсӗ тусене ҫапса ватӑн, авӑртӑн, сӑртсене арпа пек тӑвӑн.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пӑрӑҫ йышши курӑка шӑллӑ каскапа ҫаптармаҫҫӗ, энӗс ҫийӗн те кустӑрмаллӑ тӑпачӑ чуптармаҫҫӗ; пӑрӑҫ йышши курӑка та, энӗсе те патакпа ҫапса тӗшӗлеҫҫӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ӗнтӗ хулан аслӑ ҫыннисене пухнӑ та, пушхир кӳкенӗпе шӑллӑ тӑпачӑ илсе, Сокхоф ҫыннисене ҫавӑнпа асап кӑтартнӑ; 17. Пенуэл пашнине те ишсе антарнӑ, хула ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Гедеон каланӑ вӗсене: ҫакӑншӑн, Зевейпе Салмана Ҫӳлхуҫа ман аллӑма парсассӑн, эпӗ сирӗн ҫан-ҫурӑмӑра пушхир кӳкенӗпе тата шӑллӑ тӑпачӑпа тӑпӑлтарӑп, тенӗ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑллӑ хӗр!
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.