Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шапасем (тĕпĕ: шапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шывра ҫеҫ карма ҫӑвар шапасем, такамран кулнӑ пек, виҫерен тухса ахӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Енӗш пӗвинче шапасем канӑҫа пӗлмесӗр кваклатаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каҫхи хӗвел ҫутинче Мокша шывӗ ҫинче шевле вылять, йывӑҫсен тӑррисем те лӑпкӑн кӑна хумханаҫҫӗ, унта-кунта пулӑсем чӑмпӑлт-чӑмпӑлт туни е шапасем кӑваклатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каҫхи хӗвел Кайри ҫырма енне сулӑнсан, Кӑканар пӗвинчи шапасем тин кӑна хӑйсен туй кӗввине тапратнӑ вӑхӑтра Кутемере пӗр Кармӑш тутарӗ пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Антонина Павловна, уйӑх ҫинче шапасем пур-и? — ыйтрӗ пӗррехинче Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кайӑксем янратса юрланипе шапасем кӑшкӑрни анчах илтӗнет.

Только гам птиц да лягушиное кваканье.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫӗрлехи вӑхӑт чарӑнмасӑр юрлакан тӗрлӗ кайӑксен сассипе, шапасем кӑваклатнипе, вӑрам тунасем нӑйлатнипе, ҫуначӗсемпе лапсӑртатакан кайӑк пек туйӑнчӗ.

Ночь, как трепыхающаяся птица, билась в разноголосом звоне неумолчных пташек, в кваканье лягушек, в жужжанье комаров.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӳршӗри уҫланкӑран ӑшӑнма тухнӑ шапасем кваклаткалани илтӗнет.

С соседней поляны доносилось кваканье вылезших погреться лягушек.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Шапасем» тесе эпир хутран тунӑ трубасен ӑшне бертолет тӑварӗпе тӳсе ватнӑ кӑмрӑк хутӑшӗ тултарса, хуҫлатса кантӑрапа хытӑ авраса ҫыхнӑ меслете калаттӑмӑр.

«Лягушками» назывались бумажные трубочки, сложенные в несколько раз, туго перетянутые бечевой и начиненные смесью бертолетовой соли с толченым углем.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫапла, хӑшӗсем пек, авланиччен каҫ-каҫ тӗл пулман вӗсем Санюкпа, вӑйӑ картинче ҫума-ҫумӑн тӑман, пӗр-пӗрин аллисене ӑшшӑн-ӑшшӑн чӑмӑртаса, юрату юрри шӑрантарман, пӗве хӗрринче юнашар ларса, шапасем юрланине тӑнланӑ май ачаш сӑмахсем каласа пуплешмен, ашшӗ-амӑшӗсем ҫураҫнипе кӑна мӑшӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук, ку шапасем мар…

Ну, нет, это не лягушки… какие это…

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Шапасем?

— Лягушки?

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

— Тата ҫавӑн пек хурлӑхлӑ кӑшкӑракан вӗтӗ шапасем пур теҫҫӗ, — терӗ Павлуш.

— А то, говорят, есть такие лягушки махонькие, — продолжал Павел, — которые так жалобно кричат.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Шапасем те пулма пултараҫҫӗ.

 — Лягушки вполне могут быть.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫумӑрпа шапасем пирки Нинӑна та каларӑм.

Я сказал Нине о дожде и о лягушках.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫав ҫумӑр пирки шухӑшланӑ май, куҫӑма таса ҫумӑр шывӗ ҫеҫ мар, темӗнле пӑнтӑхнӑ шапасем те курӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Я представлял себе этот дождь, кроме всего прочего, не из чистой дождевой воды, а в смеси с какими-нибудь дохлыми лягушками.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Шапасем, нӳрле тӳпене пӗтнӗк шӑршине мухтаса, ӑнран кайса шайлаҫҫӗ, ку та аван.

Оглашенно орут лягушки, славя влажное тепло и запах мяты, — тоже хорошо.

Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Аялта юханшыв йӑлтӑртатса выртать, унта шапасем кваклатаҫҫӗ.

Только речка внизу блестит, и слышно, как там поют-заливаются лягушки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Тарӑхать хӗр ҫул ҫинче; Ун патне тепрехинче Илӗп тимӗр шапасем — Тараймаҫҫӗ, тет, вӗсем.

Тут взяла ее досада: И ни в чем мне нет отрады! Если вновь к нему пойду — Черепах двух приведу.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫаран енчен сулхӑн перет, шурлӑхра шапасем ҫуйӑхаҫҫӗ.

С лугов тянет свежестью, в болотах квакают лягушки.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех