Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шанӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Шанӑҫ (тĕпĕ: шанӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем «Шанӑҫ» телефонӗ тӑрӑх психологи пулӑшӑвӗ парас ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫӗр ӗҫченӗсен кая юлмасӑр препаратсемпе усӑ курса лару-тӑрӑва лайӑхлатма, пысӑк тухӑҫ илме шанӑҫ пур-ха.

У земледельца есть шанс, не упуская возможность используя препараты, улучшить ситуацию .

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Апла тӑк Тепикассисене ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнчех шывпа тивӗҫтерес шанӑҫ пур.

Куҫарса пулӑш

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Куҫ умне мӑн асаттесен йывӑр, анчах чыслӑ чуна киленӗҫпе шанӑҫ кӳрекен ҫӗр ӗҫӗ тухать.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Пирвайхи кӑтартусем пур ӗнтӗ, ҫакӑ шанӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Концернӑн Красноярскри тата Волгоградри завочӗсене сутнӑ хыҫҫӑн, кӑҫалхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Шупашкарти предприятисем тепӗр хут трактор туса кӑларма пуҫлас шанӑҫ пуррине асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Сирӗн общество ӳлӗм ӗҫе вӑйлатас шанӑҫ пур, — терӗ. — Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче регионсен ертӳҫисен умне 5-10 ҫул хушшинче ҫынсене пурӑнмалли вырӑнпа туллин тивӗҫтерме тӗллев лартрӗ. Сирӗншӗн ҫуртсем валли тимӗр конструкцийӗсем хатӗрлеме ҫул уҫӑлӗ».

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ӑна музыкант Донбасс пирки калаҫни килӗшмен имӗш, вӑл Павел патне хыҫалтан пынӑ та пуҫӗнчен ҫапнӑ: «Куҫа-куҫӑн тытӑҫнӑ пулсан унӑн шанӑҫ пулмастчӗ — Паша хӑйӗншӗн тӑма пултаратчӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

13. Эй тӑвансем, шанӑҫ ҫук ҫынсем пек сирӗн хуйхӑрмалла ан пултӑр тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.

13. Не хочу же оставить вас, братия, в неведении об умерших, дабы вы не скорбели, как прочие, не имеющие надежды.

1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12-13. Ҫавӑн пек шанӑҫ пуррипе эпир Моисей пек мар, хӑюллӑн та уҫҫӑн ӗҫлетпӗр: вӑл, Израиль ывӑлӗсем мухтавлӑх иртсе кайнине ан курччӑр тесе, питне пӗркенчӗкпе витсе ҫӳренӗ.

12. Имея такую надежду, мы действуем с великим дерзновением, 13. а не так, как Моисей, который полагал покрывало на лице свое, чтобы сыны Израилевы не взирали на конец преходящего.

2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 10. пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; 11. тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; 12. шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; 13. йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; 14. хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.

9. Любовь да будет непритворна; отвращайтесь зла, прилепляйтесь к добру; 10. будьте братолюбивы друг к другу с нежностью; в почтительности друг друга предупреждайте; 11. в усердии не ослабевайте; духом пламенейте; Господу служите; 12. утешайтесь надеждою; в скорби будьте терпеливы, в молитве постоянны; 13. в нуждах святых принимайте участие; ревнуйте о странноприимстве. 14. Благословляйте гонителей ваших; благословляйте, а не проклинайте.

Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вара ҫав хӗрарӑм тарҫӑн хуҫисем, тупӑш тума шанӑҫ пӗтнине курса, Павелпа Силана тытрӗҫ те халӑх пуҫтарӑнакан ҫӗре пуҫлӑхсем патне сӗтӗрсе кайрӗҫ.

19. Тогда господа ее, видя, что исчезла надежда дохода их, схватили Павла и Силу и повлекли на площадь к начальникам.

Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ӑшри шанӑҫ мӗн чухлӗ сахалрах, асап кӳрекен сӑлтавне пӗлменни ҫавӑн чухлӗ хӑрушӑрах туйӑнать.

12. Чем меньше надежды внутри, тем больше представляется неизвестность причины, производящей мучение.

Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Мана аннем варӗнчен Эсӗ ҫуратнӑ, аннем кӑкӑрӗ ҫумӗнче чухнех мана Эсӗ шанӑҫ панӑ.

10. Но Ты извел меня из чрева, вложил в меня упование у грудей матери моей.

Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Турӑран хӑрани сана шанӑҫ кӳмелле мар-и, айӑпсӑр ҫулу санӑн ӗмӗтӳ пулмалла мар-и?

6. Богобоязненность твоя не должна ли быть твоею надеждою, и непорочность путей твоих - упованием твоим?

Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ачапа амӑшӗн сывлӑхне упрани, садиксемпе яслисем, шкулсем ҫӗклени, ҫемьери иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкене кун ҫути парнеленӗ е усрава илнӗ хӗрарӑма амӑшӗн ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ капиталӗн сертификачӗсӗр пуҫне республика Пуҫлӑхӗ ҫирӗплетнипе, пособисемпе, патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене шанӑҫ парать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Наркӑмӑшпа ҫыхӑннӑ кирек мӗнле хыпара та шанӑҫ телефонӗпе 8 (8352) 23-01-00 шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Тен, малашне пӗрле пурӑнса кайӑпӑр?» — ҫак шанӑҫ арҫыннӑн пуҫӗнчен пӗрех тухман.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ун йӗркипе ҫынсем наркопритонсем, наркотик сутакан точкӑсем, наркопреступленисем пирки кунӗн-ҫӗрӗн 8(8352) 23-01-00 «шанӑҫ телефонӗпе» е info@21.fskn.gov.ru электронлӑ адреспа, е районти полици пайне 2-50-02 телефонпа пӗлтерме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

62 ҫула яхӑн пурӑнать, мӑшӑрне тупма унӑн шанӑҫ хӗрарӑмӑннинчен пысӑкрах.

Живет 62 года, у него шансов найти себе пару больше, чем у женщин.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех