Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ЧР сăмах пирĕн базăра пур.
ЧР (тĕпĕ: ЧР) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫурчӗсене шӑпӑрлана ҫемьене илме ӗмӗтленекенсем килме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑлӑхсем хӑнасене кӗтсе илнӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11872.html

Вӑл — ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Хисеп Палли» ордена /1986 ҫ./, Халӑхсен туслӑхӗн орденне /1986 ҫ./, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале, тӗрлӗ ҫулта ВДНХн ылтӑн, кӗмӗл тата бронза медалӗсене, «Социализм ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи» палла тивӗҫнӗ, нумай-нумай Хисеп хутне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх — 2015 ҫулта 19793 ҫемье 204,5 млн тенкӗлӗх субсиди /кашни ҫемье пуҫне вӑтамран 861,2 тенкӗ/ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Федераци бюджетӗнчен – 10990 пин, ЧР хыснинчен 1650 пин, вырӑнти бюджетран 710 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Иртнӗ ҫулсенче диктант тексчӗсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Марина Карягина тележурналист тата чӑваш прозаикӗ Леонид Маяксем ҫырни тӑрӑх /«Асран кайми кун»/ хатӗрленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2016» акци ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Механизмсем сӑтӑрлакан лаптӑксенче ЧР Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ пулӑсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

ЧР промышленноҫ-строитель-ство комплексне тивӗҫтерме ҫӗр айӗнчен тимӗр мар япаласем кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

ЧР пулӑ ӗрчетмелли шыв фончӗ пысӑк: Куйбышевпа Шупашкар управӗсем /27,5 пин га/, 8400 ҫухрӑма тӑсӑлакан юханшывсем, 255 кӳлӗ, 1062 плотина-пӗве /10,8 пин га/.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх - палӑртнӑ вӑхӑтра асӑннӑ юбилейсемпе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планне улшӑнусем кӗртес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Культура министерстви сӗнӳсем тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Юлашкинчен Михаил Игнатьев Виктор Кочеткова ЧР Патшалӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫин должноҫне уйӑрса лартасси ҫинчен калакан указа алӑ пусни пирки пӗлтернӗ, инспекцин полномочисем пысӑккине палӑртнӑ май «саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртма, должноҫри ҫынсене явап тыттарма - хаяр пулма» сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра ҫурхи ӗҫсене мӗнлерех хатӗрленнипе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР Кинематографистсен союзӗн председателӗ Олег Цыпленков чипер хӗрарӑмсене уявпа саламласа чечек ҫыххисем парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Рольсене РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Александров, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова тата ыттисем калӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Концерт программипе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пăр çинче – юрăçсем // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Федераци бюджетӗнчен - 10990 пин, ЧР хыснинчен 1650 пин, вырӑнти бюджетран 710 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР вӗренӳ министрӗн заместителӗ Сергей Кудряшов кӑҫал Шупашкарти электромеханика колледжӗн никӗсӗ ҫинче «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специальноҫа вӗрентме Регионсен хушшинчи центр никӗслеме, унта ҫӗнӗ классем уҫма палӑртнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех