Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ЧР сăмах пирĕн базăра пур.
ЧР (тĕпĕ: ЧР) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
90-мӗшсен пуҫламӑшӗнче — ЧР Аслӑ Канашӗн депутачӗ, Культура, чӗлхе, вӗрентӳ тата нацисен хушшинчи ҫыхӑнусем енӗпе ӗҫлекен яланхи комисси председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи пуш уйӑхӗ тӗлне 97 250,96 гектар пулӑхлӑ ҫӗр сухаланмасӑр выртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

ЧР Патшалӑх Канашӗн профильлӗ комитечӗ те пысӑк ӗҫ туса ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑваш Енрен унта ЧР Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ, комитет председателӗ, «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов тата Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» партин Шупашкар уйрӑмӗн секретарӗ Леонид Черкесов хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Кӑҫал пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра «Ӗҫ ветеранӗ» ята 651 ҫын, «ЧР ӗҫ ветеранӗ» ята 1206 ҫын илнӗ, ҫак хисеплӗ ята вӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн йышӑнӑвӗпе тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫавӑн пекех Пӗрлехи информаци кунӗнче ялхуҫалӑх продукцийӗсем сутмалли «Ҫуркунне-2016» уйӑхлӑх ирттересси тата «Чӑваш Республикинче тӳлевсӗр юридика пулӑшӑвӗ парасси ҫинчен» ЧР законне пурнӑҫа кӗртни пирки те сӑмах пуҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Тӑвай ене иртнӗ юнкун культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов, РФ Пенси фончӗн ЧР управляющийӗн ҫумӗ Валерий Николаев, пурнӑҫри тивӗҫтерӳ ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен Чӑваш республикинчи организацийӗн председателӗ Эдуард Иванов, республикӑри «Чӑваш наци музейӗ» бюджетлӑ учрежденин директорӗ Ирина Меньшикова килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ветеранӗсене - Галина Сергеевапа Нина Александрована, Тӑвайри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Николай Васильева, Йӑнтӑрчӑри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алевтина Уськинана ЧР хӑйтытӑмлӑх йӗркеленӗвӗн Канашӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Асӑннӑ мероприятие район пуҫлӑхӗ Александр Шакин, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем, муниципалитет службин ветеранӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсем, районти депутатсем, «АККОНД» акционерлӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ Валерий Иванов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В.Иванов амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене илнӗ амӑшӗсене ҫак паллӑ пулӑмпа саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Борисов та уявран пӑрӑнса юлман.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

ЧР Спорт аэробикин федерацийӗн ертӳҫи Оксана Дьячук каланӑ тӑрӑх - секцисенче 1 пине яхӑн ача ӑсталӑха туптать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Хальхи вӑхӑтра ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пурӑнмалли хваттер /ҫурт-йӗр/ тумалли тата туянмалли сертификатсем парать.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Михаил Васильевич ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура пусӑмласах ҫапла палӑртнӑ: «Хамӑн ҫырусенче эпӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе усӑ курас ӗҫре йӗрке туса ҫитермеллине, тӳрӗ мар кӑмӑллӑ харпӑрлӑхҫӑсемпе арендаторсенчен хӑтӑлмаллине, ҫӗрпе саккунсӑр тата ултавлӑ майпа усӑ курма тата унпа спекуляци тума ирӗк памалла маррине пӗр хут кӑна мар палӑртнӑччӗ. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе мӗнле усӑ курнине муниципалитет енчен ҫӗр тӗрӗслевне тухӑҫлӑ йӗркелени ку тӗлӗшпе тумалли пӗрремӗш утӑм тесе шухӑшлатӑп. Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ информаци уҫӑ тата уҫӑмлӑ пулмалла».

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

ЧР строительство министрӗ Олег Марков республикӑри строительство материалӗсен производствипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

ЧР Физкультурӑпа спорт министерстви те ҫак кунсенче 2015 ҫулхи спорт сезонӗн кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапах пӗтӗмӗшле калаҫу сисчӗвлентерет пулин те ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин заместителӗ — Тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин республика территорийӗнчи наркотиксемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пӗтӗмлетсе тунӑ докладри темиҫе самант кӑмӑллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Медстрахованипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та ЧР Пуҫлӑхӗ ҫивӗч ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Нумай калаҫтарнӑ экопоселени патне пыракан ҫулпа кӑсӑклансан культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев ҫула туса пӗтерме, ҫурла уйӑхӗнчех унта туристсен пирвайхи автобусӗсем пырасса шантарчӗ те — ку хурав ЧР Пуҫлӑхне тивӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех