Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупатпӑр (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та, патронсем сахал халь пирӗн, анчах тупатпӑр вӗсене.

Хучь и чудок у нас патрон, но мы их добудем.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир урӑх та кама та пулин тупатпӑр.

Мы найдем еще кого-нибудь.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Тупатпӑр, эпӗ ҫурҫӗр енче ӗҫленӗ, пӑр ҫине разведкӑна кайнӑ», — терӗ…

«Найдем, я работал на севере, ходил на разведку по льду», — сказал…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тупатпӑр, тетӗп сана.

— Я тебе говорю.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кунта пӑшисем тупатпӑр.

— Лосей здесь найдем.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫуртне Рощенскинче тупатпӑр.

— Помещение найдем в Рощенской.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Настенька, пирӗнпе каҫчен пул — горючи тупатпӑр.

— Настенька, побудь с нами до вечера — горючее найдем.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пур, тупатпӑр!

— Есть, найдем!

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тупатпӑр!

— Найдем!

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Галстук тупатпӑр! — терӗ вӑл, Володя ҫине пӑхса.

Посмотрел в лицо Володи, потом решительно сказал: — Будут галстуки!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Этем йӗп мар, тупатпӑр.

— Человек — не иголка, найдем.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Эпир ӑна хӗҫпе тупатпӑр, тусӑмсем! — аллине ҫӗклесе каларӗ Фратю.

— Да, мы добудем ее мечом, господа! — кипятился господин Фратю, поднимая кулак.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кӗрӗшсе тупатпӑр! — хӗрсе кайса каларӗ Фратю.

— Нет, проливая кровь! — сказал Фратю с жаром.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халлӗхе ҫук та, эпир ӑна тупатпӑр, хаклӑ тусӑм.

— Пока нет, но мы ее добудем, дорогой мой.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах эпир унӑн ҫылӑхӗсене, питех те пысӑк ҫылӑхӗсене те, тупатпӑр акӑ.

Но мы найдем за ним грешки, и очень крупненькие.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсем кулӑшла тесе эпӗ вӗсемшӗн хӑйсемшӗн калатӑп; хӗрхенетӗп эпӗ вӗсене, ҫавӑнпа калатӑп; эпӗ кӑна вӗсемпе каҫсах каякан ырӑ ҫынсем валли калатӑп: ырӑ ҫынсем, ан кайӑр вӗсем хыҫҫӑн, тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен вӗсем сире чӗнекен ҫул ҫинче харпӑр хӑйне кирлӗ телей сахалтарах; анчах та ыра ҫынсем мана итлемеҫҫӗ, ҫук, сахал мар, питӗ нумай, теҫҫӗ вӗсем, вара тата хӑш-пӗр тӗлте е сахалтарах пулсан та, вӑрӑм мар вӗт-ха ҫав вырӑн, эпир вӑл вырӑна утса тухмалӑх, питех те савӑнӑҫлӑ, вӗҫӗ-хӗррисӗр вырӑнсене ҫитмелӗх вӑй тупатпӑр ӗнтӗ.

Это я для них самих говорю, что они смешны, говорю потому, что мне жалко их; это я для тех благородных людей говорю, которые очаровываются ими: не следуйте за ними, благородные люди, говорю я, потому что скуден личными радостями путь, на который они зовут вас; но благородные люди не слушают меня и говорят: нет, не скуден, очень богат, а хоть бы и был скуден в ином месте, так не длинно же оно, у нас достанет силы пройти это место, выйти на богатые радостью, бесконечные места.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ытларикун: — Чӑтӑмлӑх, чӑтӑмлӑх, Вера Павловна, тупатпӑр.

— Вторник: — Терпение, терпение, Вера Павловна, найдем.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Чӑтӑмлӑх, чӑтӑмлӑх, Вера Павловна, тупатпӑр.

— Терпение, терпение, Вера Павловна, найдем!

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тупатпӑр, вӗсем ҫӗрле инҫете каймаҫҫӗ, — терӗ вӑл, тусанланнипе сӑрӑ тӗслӗ пулса кайнӑ тутӑрне пичӗ ҫинчен сирсе.

Сдвинув с лица серый от пыли платок, она сказала: — Найдем, они далеко не уходят ночью.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тупатпӑр.

Найдем!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех