Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Унччен маларах вара Туррӑмӑр Ҫурчӗ ҫумӗнчи пӳлӗмсене пӑхса тӑма шаннӑ Елиашив священник, Товия хурӑнташӗ, 5. Товияна пысӑк пӳлӗм хатӗрлесе панӑ, унччен ҫав пӳлӗмре тырӑ-пулӑ парни, латӑн, савӑт-сапа тытнӑ пулнӑ, левитсене, юрӑҫсене тата хапха хуралҫисене саккун тӑрӑх тивӗҫекен вуннӑмӗш пая та — тырпулӑн, эрехӗн, ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне — ҫавӑнта хунӑ пулнӑ; священниксем валли илсе килнӗ пая та ҫавӑнтах хурса тӑнӑ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Акӑ Тел-Мелах, Тел-Харша, Херув-Аддон тата Иммер ҫӗрӗсенчен килнисем, анчах вӗсем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ Израильрен пулнипе пулманнине кӑтартса парайманнисем: 62. Делаия ывӑлӗсем, Товия ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана хӑратас тесе, Товия ҫырусем яратчӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫав кунсенче иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Товия патне чылай ҫыру ҫырса янӑ, Товияран вара вӗсем патне хурав килсе тӑнӑ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Санаваллат, Товия, Арави ҫынни Гешем тата пирӗн ытти тӑшмансем эпӗ пӗтӗм хӳмене юсаса тухни ҫинчен, унта ӗнтӗ нимӗнле шӑтӑк-ҫурӑк та юлманни ҫинчен илтнӗ те, — пӗр тесен, ҫав вӑхӑт тӗлне эпӗ хапха алӑкӗсене ҫакса пӗтерейменччӗ-ха, — 2. Санаваллатпа Гешем ман патӑма: кил, Оно тӳремлӗхӗнчи пӗр-пӗр ялта тӗл пулӑпӑр, тесе калама ҫын ячӗҫ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Санаваллатпа Товия, Арави ҫыннисемпе аммонсем тата Азот ҫыннисем, Иерусалим хӳмисене ҫӗнӗрен туни ҫинчен, юхӑннӑ-ҫӗмӗрнӗ вырӑнсене питӗрни ҫинчен илтсессӗн, питӗ хытӑ тарӑхнӑ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа юнашар пулнӑ аммон ҫынни Товия тата ҫапла каланӑ: ан тив, туччӑрах; тилӗ сиксе хӑпарӗ те — вӗсен чул хӳми ишӗлсе те анӗ! тенӗ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Хорон ҫынни Санаваллат, аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, Арави ҫынни Гешем пирӗнтен кулчӗҫ, йӗрӗнсе каларӗҫ: мӗн ӗҫ тӑватӑр вара эсир?
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хорон ҫынни Санаваллат тата аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, ҫакна илтсессӗн, Израиль ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫын килнӗшӗн питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗҫ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Акӑ Тел-Мелах, Тел-Харша, Херуб-Аддан-Иммер ҫӗрӗсенчен килнисем, анчах хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ Израильрен пулнипе пулманнине кӑтартса парайманнисем: 60. Делаия ывӑлӗсем, Товия ывӑлӗсем, Некода ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ икӗ ҫын.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл хӑйӗн улпучӗсене Бенхаилпа Овадийӑна, Захарийӑпа Нафанала тата Михее Иуда хулисем тӑрӑх халӑха вӗрентсе ҫӳреме янӑ, 8. вӗсемпе пӗрле левитсене — Шемаия, Нефания, Зевадия, Азаил, Шемирамоф, Ионафан, Афония, Товия, Тов-Адония левитсене — тата Елишамӑпа Иорам священниксене те янӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.