Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ҫапӑҫура римлянсем вунӑ паян ытла вилсе выртнӑ, ыттисем тавраналла сапаланса пӗтнӗ.Почти десять тысяч римлян легли в этой битве, а остальные были рассеяны и разогнаны по окрестности.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Смолярчук Витяҫе тӑрантарнӑ вӑхӑтра Каблуковпа Степанов ҫӗрӗшнӗ типӗ ҫулҫӑ ҫинче выртрӗҫ, сыхланса, пӗр шарламасӑр тавраналла тинкерчӗҫ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кунсӑр пуҫне диверсант тавраналла вӑрӑ пек сӑнарӗ; пӗлтӗрхи курӑк тунисемпе витӗннӗ хӳмесем ҫине, пысӑк чӳречеллӗ ик хутлӑ ҫурт ҫине пӑхса илчӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав хушӑра эпӗ вуласа тухнӑ юлашки романӑн геройӗсем пирки хӑвӑрт-хӑвӑрт шухӑшлатӑп, хама е полководец, е министр, е акӑш-макӑш вӑйлӑ ҫын, е вӗри чӗреллӗ ҫын вырӑнне хуратӑп тата леш хӗре пӗр-пӗр уҫланкӑра е йывӑҫ хыҫӗнче сасартӑк курас шанчӑкпа, кӑштах ҫӳҫенкелесе, тӑтӑшах тавраналла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман сӑмахсене илтмӗш пулса, княгиня тавраналла ҫаплах савӑнса, пӑхрӗ, йӑмӑкӗпе Любовь Сергеевнӑна уйрӑм япаласем ҫине кӑтартрӗ: усӑнса тӑракан кукӑр турат, унӑн шыври мӗлки княгиньӑна уйрӑмах килӗшеҫҫӗ-мӗн.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак ҫуртӑн кантӑкӗсенчен вара тӗттӗм тавраналла пӗр ҫутӑ хӗлхемӗ те сӑрхӑнса тухмасть.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Малтанхи йывӑр ӗҫсем иртсе кайсан, манӑн тавраналла ҫаврӑнса пӑхма та вӑхӑт пурччӗ, ун чухне партбюрона та суйларӗҫ ӗнтӗ мана, пуҫӑма, кирек мӗнле пулсассӑн та, хамӑр рудникре ишӗлӳ айӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ Олексий Кущевой рударьӑн палӑкне лартас шухӑш килсе кӗчӗ.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Кашни минутрах йӗнер ҫине ҫутӑ ҫӳҫлӗ арҫын ача е харсӑр хӗрача улӑхса каять, тавраналла савӑнӑҫлӑн пӑхать.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл хӑйӗн хура кубанкине ӗнси ҫине антарса лартрӗ те тем пулнӑ хыҫҫӑн анчахрах тӑна кӗнӗ ҫын пек тавраналла пӑхкаларӗ.Сбив на затылок свою черную кубанку, он оглядывается с таким видом, будто только что пришел в себя.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ларкӑч ҫинчен ҫӗкленӗр те тавраналла пӑхса ҫаврӑнӑр.
Юлашкинчен калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл хӑйӗн тинӗсре ҫӳрекен ҫынсем тӑхӑнакан картузне шурӑ кителӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ та тавраналла канӑҫсӑррӑн пӑхать.Он прижимал к белому кителю морскую фуражку и беспокойно оглядывался по сторонам.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тинӗселле кусса ан кайтӑр тесе, инженер ун айне чулсем хучӗ те, карӑнса илчӗ, унтан, тӳрленсе тӑрса, тавраналла пӑхса ҫаврӑнчӗ…
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Люкран пуҫне кӑларсан, тата, чавсисемпе ун айккисем ҫине таянса, тавраналла пӑхса ҫаврӑнсан, Васильева темле килентерекен туйӑмсем ҫавӑрса илчӗҫ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Председатель, каллех тавраналла пылчӑк сирпӗтсе, каялла лӗпсӗртетрӗ.Председатель рысцою побежал обратно, брызгая на несколько саженей вокруг.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ирина тавраналла пӑхса илнӗ.
3. Ҫӗнӗ ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
«Пӗтрӗмӗр!» — шухӑшларӗҫ Павел Николаевичпа Саша пӗр харӑсах, тавраналла салхуллӑн та шанчӑксӑррӑн пӑхса.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Саша тавраналла салхуллӑн пӑхса илчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫурӑм хыҫне винтовка ҫакнӑ Саша, тавраналла ҫивӗччӗн сӑнаса, тӑшман йӗрӗсене тимлӗн шыранӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Сашӑпа Хӗлип тата вӗсем хыҫҫӑн ниҫта та юлмасӑр ҫӳрекен Витюшка вӗллесем умӗнчи сукмак тӑрӑх, тавраналла пӑхкаласа, шикленсе кӑна утса ҫӳреҫҫӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Вӑт халӗ аван, — терӗ Саша, тавраналла кӑмӑллӑн пӑхса ҫаврӑнса.— Вот теперь порядочек, — Саша с удовлетворением оглянулся вокруг.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.