Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫителӗклӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫителӗклӗ (тĕпĕ: ҫителӗклӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикин Экономика министерстви, Ял хуҫалӑх министерстви, Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсем регионта ҫителӗклӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

— Ма ӗҫес мар манӑн: пурнӑҫ лайӑх, пурте ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Апачӗ ҫителӗклӗ пулман пирки пире шыва кӗме янӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сулхӑн вырӑн пурне те ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пирӗн регионта ачасене вӑй илсе пыма, пултарулӑха аталантарса пыма тӗрлӗ условисем ҫителӗклӗ, ҫакна ачасем те тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, вӗсене вӗрентекенсем пӗрре мар ҫирӗплетсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Сӗрмелли-ҫунтармалли материалсем, стандарта тивӗҫекен вӑрлӑх та ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

— Эсӗ шуйттансен серепине лекнӗшӗн эпир те, аннӳпе иксӗмӗр, айӑплӑ: сана, пӗртен-пӗр ывӑла, йывӑрлӑхсенчен хӑтарса ӗҫре пиҫӗхтермесӗр, пахматсӑр юратса, ырӑлӑхпа чунлӑх вӑрлӑхне ҫителӗклӗ акса хӑвараймарӑмӑр, артак пӑхса ӳстертӗмӗр ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хальлӗхе пирӗн кадрсем ҫителӗклӗ, — мӑран хуравларӗҫ кунта.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, ҫаврӑнса, вут пуҫҫипе ҫутаткаланҫи туса, ҫӗр каҫмалӑх ҫунтарма «хӗрӳллӗрех», ҫителӗклӗ турат-тӗрет пухас тесе, йывӑҫсен хушшинелле лаштӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗншӗн ҫын хӑйӗн шухӑшне улӑштарасшӑн мар, хирӗҫле ҫирӗплетӳсем ҫителӗклӗ пулсан та:

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Анчах ҫурт тӑвакан тӑванӑн укҫи ҫителӗклӗ те вӑл ман йӑмӑк пек ахаль ӑстана чӗнесшӗн мар, чаплӑ тӑвакан ҫынна суйлать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

«Ҫураки ирттерме «Чӑваш бройлерӗ», «Колос» ПУП, Ялхуҫалӑхӗн чӑваш ӑслӑлӑх-тӗпчев институчӗ, «ВДС» общество, «Ҫӗрпӳ беконӗ» ҫунтармалли япаласемпе минерал удобренийӗ ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, - терӗ А.Казаков.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Ҫакӑ выльӑхран ытларах продукци илме ҫителӗклӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Чӑн, Марине техӗмлӗ апат пӗҫернӗ: тӑвар калаттарнӑ, улмине, ҫулҫине ҫителӗклӗ янӑ, анчах та шӳрпи шӗвӗрех.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫӗр ҫинче ырлӑх, ҫӑкӑр-тӑвар пӗтӗм халӑх валли ҫителӗклӗ, — тет оратор.

Средств к жизни может вполне хватить для всего народа, — говорил оратор.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унан юлташӗсемшӗн ку та ҫителӗклӗ пулчӗ.

Его товарищам и этого было достаточно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫемье ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнман пулин те, ҫак пӗчӗк пӳрт ӑна нихҫан та тӑвӑр пулманччӗ-ха, ҫут тӗнче те тӑвӑрланса ҫитнӗн туйӑнманччӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫителӗклӗ!

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл, хӑй тимлесе, чӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлерӗ, крахмал заводӗнчен мезга нумай тиесе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗр улми, чӑнах та, ҫителӗклӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех