Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫителӗклӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫителӗклӗ (тĕпĕ: ҫителӗклӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурне те халаллӑ хавас юрӑпа та ҫителӗклӗ киленеймерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сӑн-пуҫӗпе те кӗлеткипе вӑл — ҫамрӑкла ҫӗмӗрӗлмесӗр, пур енчен те ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнса, савӑнса-кулса ӳснӗ пулсан, таврипе паллӑ хӳхӗм хӗрех пулма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Норма тултарас тетӗн пулсан, халех ҫителӗклӗ таран йӑтса кил, — каларӗ Клава, станокне шӑлкаласа тасатнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ирхи смена ултӑ сехет те ҫирӗм минутра улшӑнать, анчах сменщицӑсем пурте цеха пӗр вуппилӗк-ҫирӗм минут малтан килеҫҫӗ — станок умне тӑриччен ҫителӗклӗ таран пуш ҫӗрӗ хатӗрлесе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Утӑ-ҫаранӗ ҫителӗклӗ, чӗрчунӗ нумай.

Трава густая, да живности много.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Культура ҫурчӗсенче ӑсталӑха туптама, пултарулӑха ӳстерме кирлӗ кӗвӗ хатӗрӗсем ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Выльӑх-чӗрлӗх валли апат ҫителӗклӗ хатӗрлеме тӑрӑшнине паҫӑрах асӑрхарӑмӑр-ха: витерен инҫех мар пӗлтӗрхи утӑ купаланса тӑрать, пӗлтӗрхи улӑм та нумай.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Анчах хурланма ку та ҫителӗклӗ пулчӗ: хӗрачи куҫҫульпех макӑрса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Столовӑйсем ҫителӗклӗ марри — ал-урана ҫыхлантаракан чӑрмав.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сиввӗн каласа хучӗ Калис, анчах Сантӑршӑн ҫавӑ та хӗр калаҫӑва хутшӑнни, хӑпартланса кайма ҫителӗклӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурлӑхӑм ҫителӗклӗ тесе, пӗриншӗн те, теприншӗн те тараватланас-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алексей Метелкин сӑмаха малалла тӑснӑ май, тепре чухне строительство организацийӗсенче пӑтӑрмахсем пулни пирки чарӑнса тӑнӑ, предприятисенче документсене ҫителӗклӗ таран тӗрӗс йӗркелесе пырайманнине асӑннӑ, сӑрӑ схемӑпа ӗҫлекенсем саккунсене пӑскалани куҫ кӗретех тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхнӗрен, йӗркесӗр пурӑннӑран е ҫителӗклӗ тимлӗх уйӑрманран ним айӑпсӑр ачисем хӗн кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ачасем вара аслисем ҫителӗклӗ асӑрхаса тӑманран инкеке лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Кунта ӗнтӗ вӑрлӑх пирки калас пулсан, паянхи кун пирӗн вӑрлӑх ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

Ашшӗ-амӑшӗ хӳттисӗр тӑрса юлнисене хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес тесе ҫителӗклӗ улшӑнусем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Пурӑнма кунта ҫителӗклӗ услови, кулленех пурнӑҫра усӑ курмалли хатӗрсем те ҫук мар: сантехника, электричество плиткисем пур.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Спортри ӑсталӑха аталантарса пыма ҫителӗклӗ условисем пур вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

«Анчах та ку ҫеҫ ҫителӗклӗ мар», – палӑртрӗ Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫи Денис Спирин.

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Бюджетран ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ тӑкакланать.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех