Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарне (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Алексеевич вӑрӑм урисене чармакланӑ та, йӑлкӑшса кулакан пичӗ ҫинчи тарне шӑлкаласа, пӑравус патӗнче тӑрать.

Иван Алексеевич стоял у паровоза, расставив длинные ноги, вытирая пот с улыбающегося смуглого лица.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл утнӑ ҫӗртех китель тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, кӑсӑрук айӗнчи тарне шӑлса илчӗ, пӳлӗмсен нӳрӗрех сулхӑнне туйнипе хавасланнӑскер, хура картлашкасем тӑрӑх ҫӳлелле улӑхса, хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.

На ходу расстегивая китель, вытирая под козырьком пот, он по черной лестнице поднялся к себе, радостно ощутив сыроватую прохладу комнат.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тин кӑна ӑшӑнса ҫитнӗ Емельян ҫав хушӑра тарҫӑсен пӳлӗмӗнче чей ӗҫсе ларчӗ, кӑшман пек хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинчи тарне хӑмач тутӑрӗпе шӑлкаласа, Аксинйӑна хутор пурнӑҫӗпе унти хыпар-хӑнарсем ҫинчен каласа пачӗ.

В людской в это время Емельян, отогревшись, пил чай, красным платком вытирал пот с бураковых щек, рассказывал о хуторе и новостях.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирӗк парасса кӗтсе тӑмасӑрах, вӑл патронташран пӗр патрон илсе пулькине пӑрса кӑларчӗ те хура ывӑҫ тупанӗ ҫине тарне пушатрӗ.

Не спрашивая согласия, он достал из патронташа патрон, вывернул пулю и на черную ладонь высыпал порох.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов лашине тӑратрӗ, картузне шутарчӗ, пӑтӑр-пӑтӑр тарне аллаппи тӳртӗшӗпе шӑлса илчӗ.

Астахов остановил коня, сдвинул фуражку, вытер тыльной стороной ладони зернистый пот.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчен вӗрекен ҫуллахи лӑпкӑ ҫил лашасен тарне нимӗн чухлӗ те типӗтмест, пӑсланса тӑракан пӑчӑ сывлӑша тата ытларах пӑчӑлантарать.

В промежножьях копилась желтоватая пена, и легкий ветерок, тянувший с юго-востока, не сушил пота, а еще больше усугублял парную духоту.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прокофьевич аллипе сулчӗ те, пичӗ тӑрӑх юхса анакан тарне кӗпе аркипе шӑлса илсе, ухсахласа утса кайрӗ.

Прокофьевич махнул рукой и захромал, растирая подолом рубахи скопившуюся на животе влагу.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь, каярах юлнӑ офицер ҫитессе кӗтсе, чарӑнчӗ, сӑмса сыппи ҫинчи тарне картузӗпе шӑлса илчӗ.

Следователь остановился, поджидая отставшего офицера, фуражкой вытер пот на переносице.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Леҫнӗшӗн, мӗн чухлӗ тӑрать, тӳлӗп, — терӗ пан, унтан хӗремесленнӗ пичӗ ҫинчи тарне шарфпа шӑлса типӗтрӗ те аяккалла кайса тӑчӗ, хулпуҫҫийӗ урлӑ чӗнпе ҫакса янӑ фляжкӑна хывма пикенсе, аяккӑн чалӑшса илчӗ.

— Что стоит — заплачу, — посулил пан и, вытирая шарфом пот с багрового лица, отошел в сторону, скособочился, снимая с плеча узкий, прикрепленный к фляге ремешок.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Боярышкин вӑрӑм ҫара ура лаппийӗпе йӗплӗ вӗте шур чул ҫине ҫирӗппӗн пусрӗ, ҫамки ҫинчи тарне лутӑрканса пӗтнӗ студент картузӗ ҫийӗпе шӑлса илчӗ.

Боярышкин твердо ступил на колючую крошку мела длинной босой ступней, вытер лоб верхом измятой студенческой фуражки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич пӳс кӗпи ҫаннине аллаппи ҫине туртса карӑнтарчӗ те картуз сӑмси айӗпе сӑрхӑнакан тарне шӑлса илчӗ.

Пантелей Прокофьевич, натягивая на ладонь рукав бязевой рубахи, вытирал набегавший из-под козырька пот.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑйӗн хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленнӗ пичӗ тӑрӑх юхакан тарне ӳркевлӗн шӑлкаласа илнӗ.

Ленивою рукой обтирал он катившийся градом пот со смуглого лица.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Телефон трубкине вырӑнне хурсан, Ерёмин мӑнтӑркка питне тата тӑнлавӗ ҫинчи тарне ҫаннипе шӑлса илчӗ те вулӑсри полици комеданчӗ хӑйне мӗн каланине пӗтӗмпех пӗлтерчӗ.

Положив трубку на рычаг, Еремин обтер рукавом пиджака взомлевшее щекастое лицо и точно передал то, что говорил ему волостной комендант полиции.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ фортепиано патне пырса тӑнӑ вӑхӑтра арӑм хӑйӗн хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинчи тарне шӑлкаласа епле йӑвашшӑн та телейлӗн, кӑштах хурланчӑклӑрах кулкаланине аса илтӗм.

Помню, как она слабо, жалобно и блаженно улыбалась, утирая пот с раскрасневшегося лица, когда я подошел к фортепиано.

XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Татьяна ун патне ҫитсен, вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, ҫамки ҫинчи тарне алтупанӗпе шӑлса илчӗ, тутӑрне тӳрлетрӗ, вара унӑн яланах сивӗрех те паттӑр курӑнакан сӑн-пичӗ хӗрелсе кайрӗ те кӑмӑллӑ та ачаш пулса тӑчӗ.

Когда с ней поравнялась Татьяна, она подняла голову, смахнула ладонью пот со лба, поправила косынку, и ее всегда суровое, мужественное лицо раскраснелось и сделалось добродушно-ласковым.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл туппа ҫавӑрса лартса акулӑна тӗллерӗ те, тупӑ тарне тивертсе яма аллине хӑю ярса тытрӗ.

Он повернул хобот, прилёг к пушке, прицелился и взял фитиль.

Акула // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 19–22 стр.

Ҫӗр айӗнчи крепоҫӑн аслӑ начхозӗ тата шеф-поварӗ штаба пычӗ те, кантӑк тӑрӑх ҫумӑр шывӗ юхса аннӑ пек, ҫамки тӑрӑх юхакан тарне ҫаннипе шӑлса илчӗ.

Главный начхоз и шеф-повар подземной крепости пришел в штаб, вытер рукавом лоб, по которому бежали вниз капли пота, как на окне во время дождя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Комиссар аллипе тарне сӑтӑрса илчӗ.

Комиссар провел ребром ладони по горлу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Минтер питне хывса илчӗ те вӑл хул-ҫурӑмӗнчи сивӗ тарне шӑлса типӗтрӗ, тумланчӗ.

Он снял пижаму, вытер пот на груди и на спине, оделся.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Кала! — кӑшкӑрчӗ Ерошка мучи, сарлака та хӗрлӗ пичӗ ҫинчен тарне черкеска ҫаннипе шӑлса.

Сказывай! — прокричал дядя Ерошка, отирая рукавом черкески пот с красного широкого лица.

VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех