Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем пысӑк хуйӑрпа хупланӑ йӑмра хӑвӑлӗнчен пӑшал (вӑл винтовка пулнӑ), хутаҫпа чӗркенӗ патронсем тата тимӗрҫӗ тунӑ пысӑк ҫӗҫӗ тупрӗҫ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Каҫхи апат ҫисе тухнӑ Захар кӗсйинчен ҫӗҫӗ кӑларса ҫӑмарта калаккинчен те пӗчӗкрех калак турӗ, патаксем чутларӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Унта ҫӗҫӗ йӑтса чупатӑн.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Михха чӗрине ҫӗҫӗ пек пырса тиврӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Пакӑҫ темерӗн!» — вӑл йӗрӗнсе каланӑ сӑмахсем Лукарье хӑлхинчен туха пӗлмерӗҫ, чӗрине мӑка ҫӗҫӗ пек каскаларӗҫ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унӑн йӗплӗ сӑмахӗсем Ҫтаппан чӗрине ҫӗҫӗ пек пырса тӑрӑнчӗҫ, ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун аллинче, чӑнах та, ҫӗҫӗ пулмалла.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халӗ, авӑ, аттене хирӗҫ ҫӗҫӗ ҫӗклерӗ, ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятлаҫса пӗтрӗ, килтен хӑвалама, тӗрмене хуптарассипе хӑратма пуҫларӗ».
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тарье вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, хӑйӑ чӗрме ҫӗҫӗ тытнӑ аллипе сулкаласа, упӑшки умнех пырса тӑчӗ — Сахар пӗр утӑм каялла чакрӗ.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ҫын ҫеҫ вӑл чӗлхипе ҫӑвать те чӗринче ҫӗҫӗ тытать.
Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чанк! турӗ кӑкӑр тӗлӗнче ҫӗҫӗ, ҫавӑнтах алӑран вӗҫерӗнсе айккинелле сирпӗнчӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тата пӑртак тӑрсан хӗвел ҫинче ҫутӑ ҫӗҫӗ ҫиҫсе илчӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иккӗлентерекен япаласем, тӗлӗнтермӗшсем, ҫӗрле те ыйӑха вӗҫтерекен экеметлӗ, пӑтранчӑк ыйтусем, этеме таҫта-таҫта илсе ҫитерекен шухӑш-ӗмӗтсем, юлашкинчен, чӗрене ҫӗҫӗ пек касса каякан аса илӳсем пурӑннӑҫемӗн ӳссе, йышланса, сарӑлса та тарӑнланса, ҫивӗчленсе те кӑткӑсланса пыраҫҫӗ.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ятламас, кӗсьерен ҫӗҫӗ туртса кӑларса, унпа хаким нухайне татӑкӑн-татӑкӑн вакларӗ, унтан пиҫиххине салтса илсе Урасмет аллисене хыҫалалла туса хыттӑн ҫыхса лартрӗ.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӗҫӗ патах татӑлса кайнӑ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Анне аттен сӑхман кӗсйине табак кушелккипе чӗлӗм чикрӗ, пуҫӗ айне катӑк ҫӗҫӗ, шӗшлӗ, пушӑт татӑкӗ хучӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Унтан вӑл ҫӳлӗк ҫинчен авӑрсӑр хуҫӑк ҫӗҫӗ илнӗ те сӑпка йӗри-тавра ҫапла каласа виҫҫӗ ҫаврӑннӑ:
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫӗҫӗ илӗн те, сысна пуснӑ пек, кӑх! ҫеҫ тутарӑн.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тен, унта пире пусмалли ҫӗҫӗ выртать?
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӳртрен ҫӗҫӗ илсе тухрӗ те Ульти пукан ҫинчен ҫӳпҫе ҫине, ҫӳпҫе ҫинчен ӳпӗнтерсе хунӑ кӑвас чӗресӗ тӑррине, унтан хампар кашти ҫине хӑпарчӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.