Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗҫӗ (тĕпĕ: ҫӗҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫакӑнти сӑмаха ҫын ҫине кӑларсан ман пыра ҫӗҫӗ тӑрӑнтӑр, текех эпӗ ҫӑкӑр та ҫиям мар, хӗвеле те курам мар».

— Если я расскажу людям, о чем тут говорили, пусть этот нож вонзится мне в горло, и не съем я больше хлеба, и не увижу я больше солнца…

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ҫӑварӗ патӗнче ҫӗҫӗ вӗҫне тӑрӑнтарнӑ ҫӑкӑр татки.

Ухтиван поднес ко рту нож с хлебом.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кавруҫ ӑнланчӗ: ҫӗн хыпар Ӗмӗтленнишӗн вичкӗн ҫӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Аа, чӑнах та, эс ҫӗҫӗ илме те манман иккен! — тӗлӗнчӗ Михала.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь эс аллуна ҫӗҫӗ те тытмарӑн пек…

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫурла шӑллатӑп, урапуна шынлатӑп, ҫӗҫӗ, хачӑ, шӗшлӗ тата тем те туса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑ, кур-ха, пулчӗ вӗт ҫӗҫӗ!

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен ҫӗҫӗ илемӗ кӗртсе Северьян хурҫӑ таткине шыва чӑмтарать.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ват ҫын, халиччен тимӗрҫӗ лаҫҫинче пулманскер, ҫурла хуҫӑкӗнчен ҫӗҫӗ тума май пуррине ӗненсех те каймасть.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗҫӗ туса парам.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хуҫалӑхра нимрен ытла ҫӗҫӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗвел ҫутинче хӗҫсем, ҫӗҫӗ ҫивӗчӗшсем йӑлтӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарӑхнӑскер аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа арҫынна кӑкӑр тӗлӗнчен пӗр хутчен чикнӗ.

Разозлившись, она схватила нож и ударила мужчину один раз в область грудной клетки.

Киле час таврӑнманшӑн вӗлернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32535.html

Ҫирӗп алӑсем ярса тытса пӑрчӗҫ те ҫӗҫӗ ҫӗре ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Танук-нойон пӗчӗк ҫӗҫӗ атӑ ӑшӗнчен сӗтӗрсе кӑларчӗ, шурӑ ҫар ҫыннине чикес терӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сӳрек хӗҫне сулса янӑччӗ, пӗчӗк ҫӗҫӗ ҫурӑмне тӑрӑнсан тӗшӗрӗлсе те анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар хӗввинчен пӗчӗк ҫӗҫӗ кӑларчӗ те печӗ.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Нумай ыйтусем паратӑн, — терӗ те аслашшӗ Аспар патне пырса пилӗкӗнчен хура пиҫиххи ҫыхрӗ, ун ҫине пӗчӗк ҫӗҫӗ ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗнле уҫӑпӑр куна? — сӗтел сунтӑхӗнчен хуҫмалла ҫӗҫӗ тупса кӑларчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Алра айпӑлта, йӗнӗре вӑрӑм ҫӗҫӗ пур чухне ӑна мӗнле ҫӑткӑн кайӑк пырса тапӑнтӑр?

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех