Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗҫӗ (тĕпĕ: ҫӗҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рене ӑна ҫынна чикмешкӗн ҫӗҫӗ ҫӗклекен вӗлерӳҫӗ пек — хӑраса — кӑларчӗ.

Она взяла его с страхом убийцы, заносящего нож.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Шамполион сывлӑша касакан ҫӗҫӗ ҫӑмӑллӑхӗпе куҫать, диагональ вӗҫӗсенче пӑрлатса вӗҫсе хӑпаракан кайӑк куҫӑмӗ евӗр ӑнтӑлуллӑн ҫаврӑнать.

Он двигался с легкостью ножа, рассекающего воздух, стремительно поворачиваясь на концах диагонали, подобно движению вспархивающей птицы.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Малайзири авӑнчӑк ҫӗҫӗ.

Малайзийский изогнутый нож.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

— Тухассишӗн эпӗ ҫӗҫӗ ҫине сикме та хатӗр.

 — Я полезу на нож за право выхода.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Халӗ вара, Пичке, итле: эпӗ кашни кун ҫӗҫӗ аври ҫине картса пытӑм, пурӗ вӑтӑр, ху шутласа тух.

А теперь, Буек, слушай: я каждый день делал зарубки на рукоятке ножа, их тридцать, пересчитай сам.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Ҫӗҫӗ унӑн аллинче ачан шӑвӑҫ хӗҫӗ пек курӑнать, апла пулин те ҫивчӗшӗ пирпе кантрана ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе касса татрӗ.

Нож казался в ее руках детской жестяной саблей, тем не менее острое лезвие вспороло холст и веревки с быстротой молнии.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Акӑ ҫӗҫӗ, — Аян мӑйрака авӑрлӑ кортикне тӑсрӗ.

— Вот нож, — Аян протянул кортик с роговой ручкой.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эпӗ килсе ҫитрӗм те шакла пуҫлӑ старике шыраса тупрӑм, вӑл ман ҫине, мӗншӗн — пӗлместӗп, эпӗ ӑна ҫӗҫӗ ярса тытса карланкинчен чашлаттарас чухнехилле пӑхрӗ.

Я приехал и отыскал бритого старика, который, я не знаю — почему, смотрел на меня так, как будто я хватил его ножом в горло.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫӗҫӗ вӑл кӗреҫе мар, тӑпрана та алӑпах авӑсмалла тата, ҫавӑнпа самаях тӑрмашма тиврӗ пӗҫ кӑкӗ таран шӑтӑк чавиччен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Леш патак ҫинче, сӑмахран, ҫӗҫӗ катӑкӗ хӑварнӑ шӑйрӑк пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ хӳтӗленес шутпа-ши е чикес тесех — хӑй ҫав самантра та, кайран та ӑнланмарӗ ҫакна — ҫӗҫӗ тытнӑ аллине ун еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл атӑ кунчинчен ҫӗҫӗ туртса кӑларчӗ те хӗрарӑм кӑкӑрӗ тӗлне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ҫӗрле ҫывӑраймарӗ: пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксене шухӑша яракан йывӑр канӑҫсӑрлӑх нумайлатрӗ, табак вакланӑ май аллисем ҫӗҫӗ айӗнче сиккелекен татӑксене тӗлсӗррӗн хускатса саланчӑклӑн пуҫтараҫҫӗ.

Он не спал ночь: тяжелая задумчивая тревога собирала морщины на его лице, а руки, крошившие табак, двигались невпопад, рассеянно подбирая прыгающие из-под ножа срезки.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Анчах вучах ҫулӑмӗнче ялкӑшакан тӗлӗнмелле ҫак тӗнчене — вӗрекен шӗвек лакӑртатни-чашлатни, ҫӗҫӗ качлатни илемлӗ кӗвӗлле илтӗнекен тӗнчене, пӑспа хӑрӑм, тутлӑ шӑршӑ тӗнчине — пӗрре уҫнӑ хыҫҫӑн арҫын ача кунта час-часах кӗрсе тухма пуҫларӗ.

Но, раз открыв уже этот удивительный, полыхающий огнем очагов мир пара, копоти, шипения, клокотания кипящих жидкостей, стука ножей и вкусных запахов, мальчик усердно навещал огромное помещение.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Синопӑн ҫӗнӗ пиҫиххине шӑрҫасемпе илемлетнӗ, пиҫиххирен ҫӗҫӗ чикнӗ енӗ ҫакнӑ.

Новый пояс Синопы был украшен бусами, а за поясом торчал нож в ножнах.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Жалобӑсем пама каймӑп, анчах та сана ҫӗҫӗ тӑрӑнатех.

— Жаловаться не побегу, а ножу в тебе быть.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Васька ҫӗр пӳрте таврӑнсан, эпӗ кӗсъене вунӑ патрон гильзи, нимӗҫ парнеленӗ хуҫмалла ҫӗҫӗ тата ҫӑлтӑрлӑ тӳме чиксе хутӑм.

Васька вернулся в землянку, я положил в карман десять штук патронных гильз, перочинный ножик и пуговицу со звездой.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ хама ҫӗҫӗ парнелесе панӑ ырӑ нимӗҫе лектересрен ҫеҫ хӑрарӑм.

Я только боялся, как бы не попасть нечаянно в того доброго немца, который подарил мне ножик.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Те палларӗ вӑл мана, те ахаль ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑскер вӑл, ӑна пӗлместӗп, анчах та каллех кӗсйинчен хуҫлатмалли ҫӗҫӗ кӑларчӗ те мана пачӗ.

Узнал ли он меня или просто таким был добрым, но он опять вынул из кармана ножик и дал мне его.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӳртре Васька, Митя тете, вӗсем хыҫҫӑн — ку вара ытла та тӗлӗнмелле пулчӗ — мана ҫӗҫӗ парнелеме тӑнӑ нимӗҫ кӗрсе тӑчӗҫ.

Вошли Васька, дядя Митяй и немец с ружьем, удивительно, что пришел тот самый немец, который дарил мне ножик.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех