Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитмӗл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫитмӗл (тĕпĕ: ҫитмӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитмӗл ҫичӗ чӑрӑш ҫинче ара чул куккук…

На семидесяти семи елях сидит каменная кукушка…

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кирлӗ мар пире ҫитмӗл тӳре.

Не надо нам семьдесят и семь судей-начальников!

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫҫӗмӗш хӗлӗх сасси илтӗнсен тин сӗрме купӑс хӑюллӑн янӑрама тытӑнать, ҫемӗ ҫитмӗл те ҫичӗ кукӑр туса малалла ыткӑнать, ҫунатланса каять, шыв сиккине пырса кӗнӗ пек кӗрлет.

Потом заговорила третья, и зазвучала мелодия увереннее, смелее забурлила, словно полая вода весной…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Пӗр карта выльӑх-чӗрлӗх, ҫитмӗл те ҫичӗ тус-йыш пил сана.

— Пусть будет у тебя полон двор живности всякой, пусть будет у тебя семьдесят и семь друзей-товарищей.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫитмӗл тинӗс леш енчен Килет карчӑк Шапатан.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хусантан тарса пынӑ ҫитмӗл ултӑ княҫпа мӑрсана патша авӑн уйӑхӗн ҫирӗммӗшӗнче йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах калатни, Алексей Федорович, вунулттӑ мар-и, ҫитмӗл улттӑ таранах-и вара?

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитмӗл ултӑ мӑрса! — терӗ священник.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак кунсенче вӗсем валли тепӗр кӑткӑс ӗҫ тупӑнчӗ: Хусантан аслӑ князь патне ҫитмӗл ултӑ мӑрса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр ҫухрӑм хушшинче ҫитмӗл ҫичӗ кукӑр тӑвать вӑрман ҫулӗ — пӑрӑнса пӗтермелле мар.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑлчӗ ӗнтӗ, ҫитмӗл икӗ ҫулта, вилме те вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара хакӗ те йӳнӗрех пулӗ — ҫитмӗл пиллӗкпе ҫырлахӗ, — ҫирӗплетрӗ хӑй шухӑшне ҫурт хуҫи.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳрнескинче ҫитмӗл пилӗк шӑрпӑк тесе сутаҫҫӗ, аллӑ тӑваттӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳрнескинче ҫитмӗл пилӗк шӑрпӑк тесе сутаҫҫӗ, аллӑ тӑваттӑ кӑна…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шел, авторӗ ку кӑларӑма хӑйӗн аллине тытса пӑхаймӗ ӗнтӗ: 1988 ҫулта ҫитмӗл виҫҫӗри Кузьма Сергеевич Турхан пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Ҫитмӗл икӗ ҫулхи патвар старик, ун умне темӗнле йывӑрлӑх пыра-пыра тухнӑ пулсан та, парӑнман.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Париж Коммуни те ҫитмӗл виҫӗ кун ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тупри нумай пулнӑ, тет, савнӑ хӗрӗн: тӑхӑрвун машӑр ҫӑпата, сакӑрвун саккӑр сарӑ — пилӗкрен ҫакмалли хӗрарӑм эрешӗ, ҫитмӗл ҫичӗ кӗпелӗх тӗрӗ хатӗрленӗ пулнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аллӑ улт тӗрке пирри пурччӗ, Ҫитмӗл ҫич кӗпелӗх тӗрри пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫитмӗл ҫичӗ аскӑнчӑкран пӗри ыра ӗҫ тунӑ иккен ҫапах!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех