Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитмӗл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫитмӗл (тĕпĕ: ҫитмӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн пурӗ ҫӗр те ҫитмӗл ҫичӗ писатель тухса калаҫрӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— «Ҫитмӗл ҫичӗ чечекрен ҫӗленӗ кӗпе» («Тӗнчери мӗнпур чечексенчен пуҫтарса тунӑ кӗпе» ятпа пичетленнӗ), «Туй Тупала», «Иван», [«Иванпа йӑмӑкӗ»] («Юмахсем» кӗнекерен);

— «Рубаха, сшитая из всех цветков мира» (опубликован под названием «Рубаха, сшитая из семидесяти семи цветков»), «Туй Тубала», «Иван», [«Иван и младшая сестра»] (из книги Н. Никольского «Сказки»);

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӗсем пӗрре ыталанса чуптуни те ҫитмӗл ҫичӗ пичет пуснинчен вӑйлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫитмӗл иккӗмӗш ҫул.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Юлса пыракан СУ вара, вӗсен шучӗпе, плана тӑхӑрвунӑ процент вырӑнне сакӑрвунӑ процент е ҫитмӗл процент ҫеҫ тултарсан та ҫавах.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫимӗк умӗн мунчара ҫӑвӑнса ҫитмӗл ҫичӗ курӑкран тунӑ милӗкпе ҫапӑнас йӑла пулнӑ.

В преддверии Семика была традиция париться в бане с веником из семидесяти семи трав.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

«Сывлӑх аптрамасть пек, вӑй пур — халӑх шансан бригадирӗнче ҫитмӗл ҫула ҫитиччен те тар тӑкатӑп пуль-ха, ӗҫӗ маншӑн алӑ ҫемми», — ҫапларах каланӑччӗ вӑл пӗррехинче, анчах хайхискер утмӑла кайрӗ кӑна — ӗҫне пӑрахма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Алексей вара 1868 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче ҫемйине систермесӗр килӗнчен тухса кайнӑ, ҫитмӗл ҫухрӑма хыҫа хӑварса Чӗмпӗре ҫуранах ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Ҫарӗ унӑн пӗчӗк мар, ҫитмӗл ҫынтан та иртет.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ӗмӗрне этем йӗркеллех пурӑнса ирттерет, лаша ӗмӗрӗнче выльӑх пек ӗҫлет, йытӑ ӗмӗренче, аллӑран ҫитмӗл пиллӗке ҫитиччен, йытӑлларах пурӑнать, ачисене йӗркене кӗртме тӑпӑшать, мӑнукӗсене пӑхать, юлашки ҫирӗм пилӗк ҫулне вара, ватӑлса ҫитнӗскер хӑйне упӑтеллерех тыткалать.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл те ҫичӗ хӗресле тухакан хӗвел.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл те ҫичӗ шуралса тухакан шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл те ҫичӗ кӑвакарса тухакан шурӑмпуҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ усал тӗтре сирӗлнӗ пек сирӗлсе кайтӑр: вырӑс куҫ, тутар куҫ, чӑваш куҫ, арҫын куҫ, хӗрарӑм куҫ — пурте тухса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗс уттинче хура вӑрман, хура вӑрманта хура пурт, хура пӳртре хура сакай, хура сакайӗнче хура йӑва, хура йӑвара хура ҫӑмарта, хура ҫӑмартара хура чир.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне чӑвашсем хальхи пек йӑшман, хӑюллӑ та мухтавлӑ, чӑрсӑр та танлӑ ҫынсем пулнӑ, тӑшмана хирӗҫ хӗҫ йӑтса ҫӗкленнӗ, ҫичӗ юта хирӗҫ ҫӗр те ҫитмӗл ҫичӗ пинӗн тухнӑ, пуҫ усман.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ак ӗнтӗ халь Мулентей Мыскарине кӑтартать, Ҫитмӗл ҫичче ҫитсен те Тавӑрмашкӑн пултарать», Тесе халӑх калаҫать, Пӗсмиллене асӑнать; Кайран кая ҫын куҫать, Таш вырӑнӗ асланать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫитмӗл ҫич пин ун утти, Варри — тинӗс кӑвапи.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫитмӗл пин ҫын хушшинче Ҫичҫӗр ҫулхи пӗр старик, Хӑҫан ҫавӑ старикӗн Ҫӗрнӗ шӑмми-шаккинчен — Сӗтел тӑвӗҫ кӑкринчен, Ура тӑвӗҫ уринчен, Ҫав сӗтелӗн хушшинче Апатланӗҫ иккӗшӗ — Тин пӗрлешчӗр юратса Чӗкеҫпеле Еркиней!»

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пушмаксене алӑк сыппинче хывсан, кил хуҫи, курткине, шлепкине хывса вешалкӑран ҫакрӗ, «ҫитмӗл те ҫичӗ» саплӑклӑ хӑмӑр халат тата пӗр-ик тӗлте ура пӳрнисене ҫиҫтерекен тапочка тӑхӑнчӗ, пире те урасене тӑхӑнма тапочкӑсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех