Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапма (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗри йывӑррӑн сиксе тапма пуҫларӗ.

Сердце его начало стучать и тяжело.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл ӳпкин пӗтӗм вӑйӗпе сывлать, ҫакӑ шанӑҫпа кисреннӗ чӗрине хӗссе тапма кансӗрлет; тӳссе выртаймарӗ: ури ыратнинчен йӗрӗнсе, — ыратни халӗ ниме тӑман пулӑм пек, ку пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ ытти пулӑмсене сиен кӳме вӑй ҫитереймессӗн туйӑнать, — Тиррей тӑчӗ те форточка патӗнче чылайччен чӗлӗмне паклаттарчӗ.

Дыша всей силой легких, теснящих оглушенное надеждами сердце, Давенант, презирая боль в ноге, даже находя ее приятной, как незначительное обстоятельство, бессильное повредить другим, более важным обстоятельствам, встал и долго курил у форточки.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Шӑтӑксӑр пуҫне Тиррей нимӗн те курмасть, ӑна самантрах йӑлтӑркка пӑр пек сивӗ хӑпартлану ҫавӑрса ытамларӗ, вӑл тертлентермеллех ҫирӗп ӗненӳпе тулнӑ, тӗлӗнтермӗш килессе кӗтет; Давенант ытти пульӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне питӗ хӑвӑрт кӑларса ячӗ, самантсен «ҫапла» теекен касӑмӗсене яра-яра тытрӗ те — нимӗн те ӑнкармасӑр мишень патне кайрӗ; ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑнхилле сывлать, чӗри тӑруках хыттӑн тапма пикенчӗ.

Ничего не видя, как только отверстие, охваченный холодным, как сверкающий лед, восторгом и в совершенной уверенности, делающейся мучительной, как при чуде, Давенант выпустил остальные пули одна за другой, ловя лишь то сечение момента, в котором слышалось «так», и, ничего не сознавая, пошел к мишени, дыша, как после схватки, с внезапным сердцебиением.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тӗл пулма палӑртнӑ вырӑна ҫывхарнӑҫемӗн чӗрем сиксе тапма пуҫланине туйрӑм: чӗремре юрату арӑсланӗ ларать, чӗрнисемпе тӳсӗмсӗррӗн чӑрмалать.

Приближаясь к назначенному месту свидания, я ощутил сильное сердцебиение; лев любви сидел в моем сердце и царапал его когтями от нетерпения.

II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Энох ҫав тери хумханса кайнӑран пӑшалӗпе сулкалашма, урисемпе тапма пуҫларӗ; Дрибб хутран-ситрен кулкалать, Тарт ҫине пӑхкаласа хускалмасӑр ларать.

Энох так разволновался, что стал размахивать ружьем и топать ногами; Дрибб сидел, не шевелясь, изредка улыбаясь и посматривая на Тарта.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Хытӑ ыратнипе чӗри хумханса тапма пуҫларӗ; пуҫне юн пырса ҫапрӗ.

Резкая боль вызвала тревогу сердцебиения; кровь бросилась в голову.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Чӑтмалла мар пӗр самантра чӗри тапма чарӑнчӗ; кӑвакарса-вӑйсӑрланса, аптӑраса — вӑл нимӗн чӗнмесӗр аллисене сӑтӑрать.

Сердце его на один нестерпимый миг перестало биться; мертвея и теряясь, он молча тер руки.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӗсем нихӑҫан та макӑрмаҫҫӗ — ӑссӑрлӑхӑн куҫҫуль тухмасть, — тунсӑхлӑн, анчах ӑнланма ҫук сӑмахлаҫҫӗ; ҫакна итлекенсен чӗрисем хыттӑн-хыттӑн тапма пикенеҫҫӗ.

Они никогда не плакали, — безумие лишено слез, — но произносили темные тоскливые фразы, от которых у слышавших их сильнее стучало сердце.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Вӑл пӗчӗк коридоралла тапса сикрӗ, янкӑр хӗвел витӗрех ҫутатакан кӗленче галерейӑна чупса тухрӗ, тепӗр алӑка яриех уҫрӗ те — кӗтменлӗхпе сӑнчӑрланса, сывлӑшсӑр пӳлӗнсе, чӗри тӑруках тапма чарӑннипе тӑп хытса тӑчӗ.

Он кинулся в маленький коридор, выбежал на стеклянную, пронизанную солнцем галерею, отворил еще одну дверь и остановился, скованный неожиданностью, задыхаясь, с внезапно упавшим сердцем.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫак самантра вӗсен чӗрисем хыттӑнраххӑн тапма пикеннипе, чӑн та, нумайӑшӗ мухтанаймӗччӗ, нумайӑшӗ хӑйсен ятне каламасса лайӑх чухлать.

Не многие могли похвастаться тем, что сердца их забились в этот момент сильнее, большинство знало, что их имена останутся непроизнесенными.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Чӗрем тапма чарӑнчӗ тейӗн.

Сердце мое замерло.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ҫавӑнтах тата чӗре тунсӑхлӑн йӑшӑл! турӗ те хытӑраххӑн тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шыва кӗнӗ чухне вара икӗ хӑлаҫ ҫӳллӗшӗнчен — тапма чарӑннӑ чӗрипе — пуҫ хӗрлӗн сикет.

А на купаньи, с замирающим сердцем, прыгал в воду головой вниз с двухсаженной высоты.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.

Сегодня остановилось сердце руководителя чувашской автономии Ульяновской области Олега Мустаева.

Паян Олег Мустаевӑн чӗри тапма чарӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31269.html

Анчах ҫак хӗрӗнни пек ҫӳхе туталлӑ арҫынна курмассерен ун чӗри хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӗр чӗри хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Усковсен туй шавӗ таврана саланнӑ чух Лиза аппан чӗри тапма чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Унтан ӑшра вӗри хум чупса кайнине туйрӗ, чӗри те хыттӑн тапма пӑрахрӗ.

Потом почувствовала, как по душе побежала горячая волна, и сердце замерло.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Сисрӗм-ха, — юратнӑ ҫынни ҫинчен калаҫу хускалсан Аня чӗри хыттӑн тапма пуҫларӗ.

— Заметила, — когда разговор зашел о любимом человеке, сердце Ани забилось быстрее.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— П… пӗлместӗп, — Аня, чӗри хӑвӑрт тапма пуҫланине Виктор Иванович сисесрен хӑранӑ пек, кӑкӑрне икӗ аллипе хупларӗ.

— Не… не знаю, — Аня обеими руками прикрыла грудь, словно боялась, что Виктор Иванович почувствует, как забилось ее сердце.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех