Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапма (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн чӗре, юрра итленӗ майӑн, хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ, тепӗр самантран эпӗ хӑва тӗми ҫумӗнче юрлаканне хӑйне те куртӑм — вӑл вӑрмантан тӳрех ман тӗле утса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Июнь уйӑхӗн 13-мӗш кунӗнче Ваня Алексеев чӗри тапма чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Укаслу аманнисем патне ҫитнӗ ҫӗре Эмир чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шуҫӑм сенкерлене пуҫланӑ тӗле ача чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата, аманнин чӗри те тапма чарӑнманччӗ пулас, те ҫынсене ҫеҫ ҫапла туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

… Укаслу ҫӗре сиксе аннӑ ҫӗре Пинер чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер халь ӗнтӗ хӑиӗн чӗри сиксе тапма тытӑнни ахаль пулманнине ӑнланса илчӗ: тем тесен те леш усалсем Укаслӑва вӑрласа каякансем пулчӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ чӗри сасартӑк тем усала сиссе сиксе тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн санитарсем кунта илсе ҫитериччен чӗри тапма чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Фашистсем куҫран ҫухалсан кӑна амӑшӗсемпе ачисен чӗри лӑпкӑн тапма тытӑнчӗ, пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫма пуҫларӗҫ, ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫакна курсан, Кирукӑн чӗри хӑвӑрт тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрмана ҫитсе кӗрсен кӑна ачасен чӗри лӑпкӑнрах тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Харитонов Владимир Егорович чӗри 1981 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.

Сердце Харитонова Владимира Егоровича остановилось 14 августа 1981 года.

Упи шкулӗнче Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34553.html

Ак вӑл халех тапма чарӑнать…

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӗрем ҫурхи юр шывӗ пек тулса килчӗ, кӑкӑрӑм шӑнӑҫайми савӑнӑҫпа чыхӑнса ларчӗ, ҫунат сарса, кӑртлатса тапма пуҫларӗ: «Невушлӗ манӑн анчӑкӑм???»

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурис, ӗнтӗ эрех сӗрӗмӗнчен пӑртак уҫӑлнӑскер, пуҫне тинех вӑрманти ытти чӗрӗ юншӑн антӑхакан енлӗксем те килнӗрен тӑрр! ҫӳҫенсе кайрӗ, чӗри валтӑртатсах тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗри вара, хытӑ, тумхахлӑ ҫулпа пыракан рессорӑсӑр урапа пек, каллех кӑлт-калт! кӑлткалт! кӑлт-калт! тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн чӗри тапма чарӑннӑ, тейӗр».

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Куна кӗтмен Лена тӑруках именсе кайрӗ, унӑн чӗри хыттӑн сиксе тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сестра хыҫҫӑн утнӑ май, хӗрачан чӗри хытӑран та хытӑрах тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех