Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑр сăмах пирĕн базăра пур.
тутӑр (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кирлӗ мар, Ксенечкӑ, кирлӗ мар! — терӗ Аниҫҫе васкавлӑн, хӑй тутӑр ярса тытрӗ те ӑна пуҫӗ ҫине уртса ячӗ.

— Не надо, Ксенечка, не надо! — торопливо заговорила Анисья и, схватив платок, набросила его на голову.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пуян пурӑнакан темле казак килӗнчи арчара пӗрре-иккӗрен ытла тӑхӑнман лампаслӑ шӑлавар, хӗрарӑмсем ҫыхса ҫӳрекен ултӑ ҫӑм тутӑр тупрӗ.

Из богатого казачьего сундука раздостал почти новые шаровары с лампасами, полдюжины бабьих шалек.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗн тери хаклӑ уншӑн хӑйӗн хутланчӑкӗсем хушшинче ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хӗр ӳчӗн утӑ шӑрши майлӑ уҫӑмсӑр шӑршине упракан ҫав пӗчӗкҫӗ тутӑр!

И крохотная утирка, три месяца хранившая в своих складках невнятный, как аромат сена, запах девичьего тела, была ему так несказанно дорога!

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ав хӗр тутӑр пӗркенсе ларнӑ, вакӑрсене тытса пырать, — ман хӗрача вӑл.

— Вон энта закутанная девка, что быков погоняет, — моя дочь.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таса кӗпепе хӗрлӗ ҫӑм юбка тӑхӑнчӗ, тутӑр ҫыхрӗ, хӑй ҫине тӗкӗр витӗр пӑхса илсе, пӳртрен тухрӗ.

Надела чистую рубаху, шерстяную бордовую юбку, покрылась, мельком взглянула на себя в зеркальце, вышла.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫне хупласа ҫыхнӑ тутӑр салтӑнса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ халь ӑна.

Словно повязка свалилась у него с глаз.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуҫӗ шӑнса ӗнтӗркенӗ пек хулпуҫҫийӗсем хушшинелле хутланса кӗнӗ, ӗнсине питӗ ӑслайлӑн касса татни хура ҫӳҫ пайӑркисем ҫара пуҫ шӑмми тавра тутӑр ҫӳҫи пек шерепеленсе выртнинченех аван курӑнать.

У него зябко втянута в плечи голова, а затылок срезан начисто умелым ударом: черные сосульки волос бахромой окаймляли обнаженные черепные кости.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Алӑкра хура тутӑр ҫыхнӑ Лукинична курӑнчӗ.

Закутанная в черный ковровый платок Лукинична переступила порог.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Макӑрса пӗтнӗ Лукинична старикӗн кӗрӗкне тӳмелесе ячӗ, ҫухи ҫинчен шурӑ тутӑр ҫыхрӗ, унӑн кӗл сапнӑ пек сӳнӗк куҫӗнчен пӑхса, йӑлӑнса каларӗ:

Заплаканная Лукинична застегивала на своем старике полушубок, подвязывала ему воротник белым бабьим платком, просила, глядя в потухшие, будто пеплом засыпанные глаза:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Наталья, пуҫа тутӑр пӗркенсе, хӗрлӗ куҫ харшиллӗ хӗрлӗармееца калинкке хыҫӗнче хӑваласа ҫитрӗ.

Наталья, накинув платок, догнала рыжебрового за калиткой.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл аллине салтак хӗвне чиксе янӑ — тутӑр туртса кӑларнӑ.

Протянул он руку к солдатской пазухе — вытащил шаль.

Патаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Суворов турккӑ чӗлхине пӗлнӗ, турккӑ хӗрарӑмӗ пысӑк пурҫӑн тутӑр ҫинчен каланине ӑнланнӑ.

Суворов турецкий язык знал, понял, что турчанка говорит о шелковой шали.

Патаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Йӗри-тавра куҫ ывӑтса илсе, ӑшӑ тунсӑхпа тӗмсӗлекен тӗссӗр кӑвак куҫӗсене тутӑр айӗпе ҫутӑлтарса, Марье тӑкӑрлӑкпа иртсе пыракан Мишка ҫине пӑхса илчӗ; ҫемҫен йӑл кулса, шурӑ тумламсемпе тӗрленнӗ пичӗпе йӑлкӑшса, кӑкӑр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа малалла юхтарчӗ:

Оглядываясь, поблескивая из-под платка серыми теплыми глазами, Марья смотрела на проходившего Мишку и, улыбаясь, светлея забрызганным белыми пятнами лицом, вела низким любовно-грудным голосом:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн ҫӳҫӗ кӑвакпа пӗветнӗ шурӑ тутӑр айӗнчен тӑрмакланса тухнӑ (ыран хутма халь анчах вӑл кӑмакана кизексем хунӑ); ҫара ури ҫинчен тӑхӑнса янӑ атти, лӑкӑштатса, картишӗнче акӑш-макӑш ҫара шӑтнӑ курӑка ҫемҫен таптаса пырать.

Волосы ее, повязанные белым подсиненным платком, растрепались (она только что наложила в печку кизеков, приготовляя на завтра затоп), надетые на босые ноги чирики шлепали, мягко приминали буйно разросшуюся по базу молодь зеленых пышаток.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Крыльцара шурӑ тутӑр мӗлтлетни тата, хура куҫӗсене хаваслӑн ҫутӑлтарса, Дуняшка кулни курӑнса кайрӗ.

С крыльца мелькнули беленький платок и смеющееся, блестящее черными глазами лицо Дуняшки.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ҫав самантрах картишӗнчен вӑркӑнса тухрӗ; пуҫӗ ҫине тутӑр уртса, сӑнсӑр сӑмахсемпе ятлаҫма пуҫларӗ те, Пантелей Прокофьевич та тӳссе тӑраймарӗ, лашисене чарсах, Анютка енне ҫаврӑнса ларчӗ.

Она не замедлила выскочить на баз; накидывая платок, посыпала такими отборными ругательствами, что Пантелей Прокофьевич даже лошадей попридержал, повернулся назад.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳҫне тирпейлесе пуҫтарма тӗрмекленнӗрен (тутӑр салтмасӑр кансӗр пулчӗ) Аннӑн анса ларакан хӗвел ҫуттинче хӗрелсе курӑнакан сӑмса ҫунаттисем хуллен сиккелесе илчӗҫ.

У нее от напряжения (неловко было управляться с волосами, не скинув платка) чуть шевелились просвеченные низким солнцем розовые ноздри.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ хулӑн ҫӳҫ пайӑркине именчӗклӗн тӳрлетсе, хӗрарӑм хӑюсӑррӑн пӗлтерчӗ:

Она улыбнулась, — растерянным движением поправляя широкую прядь волос, выбившуюся из-под платка, несмело сказала:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсир Никита Никитича шыратӑр-и? — ыйтрӗ вӑл, тутӑр айӗнчен тӑмана куҫӗ пек пысӑк куҫӗсене йӑлтӑртаттарса.

— Вы Никиту Никитича шукаете? — спросила она, блеснув из-под косынки большими, как у совы, глазами.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ватӑрах хӗрарӑм, кӑмака умне кукленсе ларса, вутне вӗрсе чӗртет.

Пожилая женщина, повязанная косынкой, сидела на корточках и раздувала в печи огонь.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех