Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунсене (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Ҫапла, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ ҫӗрӳ ҫинче авалтан пурӑнакансенчен йӗрӗннӗ — 4. лешӗсем ӗнтӗ ирсӗр ӑрӑм ӗҫӗсемпе аппаланнӑ, чӳк чӳкленӗ, 5. ачасене пӗр шелсӗр вӗлернӗ, вӑрттӑн пуҫтарӑнса чӳк ӗҫки-ҫикинче этем ӑшчиккине ҫинӗ, этем юнне ӗҫнӗ, 6-7. ашшӗ-амӑшӗсем хӳтлӗхсӗр чунсене вӗлернӗ — ҫавсенчен йӗрӗнсе Эсӗ, Хӑвӑн хаклӑран та хаклӑ ҫӗрӳ ҫинче Туррӑн тивӗҫлӗ ачисем пурӑнччӑр тесе, вӗсене пирӗн аттесен аллипе пӗтерме шутланӑ.

3. Так, возгнушавшись древними обитателями святой земли Твоей, 4. совершавшими ненавистные дела волхвований и нечестивые жертвоприношения, 5. и безжалостными убийцами детей, и на жертвенных пирах пожиравшими внутренности человеческой плоти и крови в тайных собраниях, 6. и родителями, убивавшими беспомощные души, — Ты восхотел погубить их руками отцов наших, 7. дабы земля, драгоценнейшая всех у Тебя, приняла достойное население чад Божиих.

Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӑл — пӗртен-пӗрре, анчах пурне те пултарать, хӑйпе хӑй тулса, пӗтӗмпех ҫӗнетет, йӑхран йӑха сӑваплӑ чунсене куҫса, Турӑ тусӗсене, пророксене хатӗрлет: 28. Турӑ ӑслӑлӑхпа пурӑнакансемсӗр пуҫне никама та юратмасть.

27. Она — одна, но может все, и, пребывая в самой себе, все обновляет, и, переходя из рода в род в святые души, приготовляет друзей Божиих и пророков; 28. ибо Бог никого не любит, кроме живущего с премудростью.

Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Айккинче ҫӳремен, ятне яман арӑм, хӗсӗр пулсассӑн та, телейлӗ; сӑваплӑ чунсене килсе пӑхнӑ чухне вӑл ҫимӗҫлӗ пулӗ.

13. Блаженна неплодная неосквернившаяся, которая не познала беззаконного ложа; она получит плод при воздаянии святых душ.

Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Тӳрӗ кӳнтелен чунсене ҫӑлать, суя кӳнтелен суйса тултарать.

25. Верный свидетель спасает души, а лживый наговорит много лжи.

Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Йӑваш куҫпа пӑхакана каҫарӗҫ, хапха анинче тӗл пулакан вара чунсене хурлантарать.]

[Смотрящий кротко помилован будет, а встречающийся в воротах стеснит других.]

Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Тӳрӗ ҫын ҫимӗҫӗ — пурӑнӑҫ йывӑҫӗ, ӑслӑ ҫын чунсене хӑй майлӑ ҫавӑрать.

30. Плод праведника - древо жизни, и мудрый привлекает души.

Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

48. Моисей патне ҫарти темиҫе пин ҫын пуҫлӑхӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем пынӑ та 49. Моисее каланӑ: санӑн чурусем пире шанса панӑ ҫар ҫыннисене шутласа тухрӗҫ, вӗсенчен пӗри те пӗтмен; 50. хамӑр чунсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатмашкӑн акӑ эпир Ҫӳлхуҫана парне кӳретпӗр, кам мӗнле ылтӑн япала тупнӑ, ҫавна илсе килтӗмӗр: вӑчӑрасем, сулӑсем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, алкасем паратпӑр, тенӗ.

48. И пришли к Моисею начальники над тысячами войска, тысяченачальники и стоначальники, 49. и сказали Моисею: рабы твои сосчитали воинов, которые нам поручены, и не убыло ни одного из них; 50. и вот, мы принесли приношение Господу, кто что достал из золотых вещей: цепочки, запястья, перстни, серьги и привески, для очищения душ наших пред Господом.

Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хамӑрӑн йӑх-несӗлӗмӗрсен ырӑ йӑли-йӗркипе Аслӑ Ҫӑварни кунхине мӗн ӗлӗкех ҫывӑх тӑвансемпе тӗл пулса савӑннӑ, капӑрлатнӑ лашасемпе ярӑнса ҫӳренӗ, хӑнасене икерчӗпе сӑйланӑ, Кӗҫӗн Ҫӑварнинче вара пӗр-пӗринчен каҫару ыйтса чунсене пушатнӑ, ҫуркуннене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илме хатӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫак кун хевтеллӗ ырӑ чунсене мӗн пур арҫын пуҫ таять.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех