Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун хыҫӗнчен тӑсӑк шӑнӑрлӑ мӑй курӑнчӗ…
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫак курпунлӑ, шӑнӑрлӑ хытӑ алӑллӑ карчӑкӑн чӗлхи хӑйне евӗр.У нее был свой особый язык, у этой старухи с жилистой спиной и твердыми, жилистыми руками.
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Инсаров ют ҫӗршывра ҫурални (вӑл болгар) сӑн-питӗнчен тата уҫҫӑнрах палӑрать: вӑл ҫирӗм пилӗк ҫулсене хитнӗ, типшӗм те тӗреклӗ, путӑк кӑкӑрлӑ, шӑнӑрлӑ ҫирӗп алӑллӑ ҫамрӑк ҫын; вӑл яр уҫҫӑн палӑрса тӑракан сӑн-сӑпатлӑ, курпун сӑмсаллӑ, кӑвакрах хура ҫӳҫлӗ, сарлакарах мар ҫамкаллӑ, витӗр пӑхакан пӗчӗк куҫлӑ, ҫара куҫхаршиллӗ; кулнӑ чухне ҫӳхе тути айӗнчен илемлӗ шурӑ шӑлӗсем самантлӑха курӑнаҫҫӗ.
VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Куҫӗсене усса, унӑн шӑнӑрлӑ пысӑк аллисем ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ те тем пирки ассӑн хашлатса ячӗ.Опустив глаза, она мельком взглянула на его большие узловатые руки и почему-то вздохнула.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Фицхалауров ҫӑмарта хуппи купаласа хунӑ турилккене шӑнӑрлӑ пысӑк аллипе хӑй умӗнчен аяккарах тӗртсе шутарчӗ, васкамасӑр стаканри ӑшӑ сӗте ӗҫрӗ те, салфеткӑна типтерлӗн хуҫлатса хурса, сӗтел хушшинчен тухрӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Степанӑн сӗтел ҫинче выртакан шӑнӑрлӑ пысӑк аллисем сасартӑк вӗттӗн сиккелесе чӗтре пуҫларӗҫ, ҫакна курса ларнӑ Григорий вара, ним самах каламасӑр Аксиньйӑна шӑппӑн пуҫ тайрӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун вӑрӑм та шӑнӑрлӑ, ярт уснӑ аллисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтренӗ, куҫӗсенче темскерле шутсӑр хытӑ хаярлӑх чӳхеннӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗрачи ашшӗ патне хӗсӗнкелесе кӗнӗ те, ӑна мӑйран ытамласа илсе, шӑнӑрлӑ та урлӑ хӑлхисенчен пӑшӑлтатнӑ:Дочка протиснулась к отцу и, обвив руками его шею, что-то зашептала в оттопыренное хрящеватое ухо.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аҫа ҫури ерипен ӳсӗрӗлсе пынӑ, унӑн пит-куҫӗ хӗрелнӗ, сӑмси ҫап-ҫутӑ курӑннӑ, куҫӗсем хупӑнса ларас пек хӗсӗннӗ, вӑл кӑвак сухалне каҫӑртса ӗҫнӗ чух унӑн шӑнӑрлӑ мӑйӗ ҫинче пыр мӑкӑлӗ илемсӗррӗн туртӑна-туртӑна илнӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мӑйӗ шӑнӑрлӑ пулнӑ, мӑйӗ ҫинче пысӑк пыр мӑкӑлӗ вылякаланӑ, ӑна кӑвак сухал кӑшт хупласа тӑнӑ.Шея была жилистая, будто вся в узлах, на ней, чуть скрытый сивой бородой, шевелился большой кадык.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хӑйӗн хуралса кайнӑ, шӑнӑрлӑ аллисене малалла тӑсрӗ, пӳрнисене малтан сарса ячӗ, унтан чӑмӑртарӗ, анчах Аникей ӑна кӑшкӑрса чарчӗ:
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун хыҫҫӑн темиҫе утӑмра пуҫне усса пиччӗшӗ Никитӑ Ворожнев пырать, ырхан та тӑсланкӑ Сыроваткин кладовщик, шӑнӑрлӑ мӑйне тӑсса, тӗлсӗр хыпаланса вӗттӗн-вӗттӗн ярса пусать, шатра питлӗ, тӗксӗм Шалымов бухгалтер кичеммӗн, никам ҫине пӑхмасӑр утать; Ефим Тырцев бригадир, палӑрмасӑр пыма тӑрӑшнӑ пек, пӗкӗрӗлнӗ те ҫӑварне чышкипе хупласа хуллен ӳсӗре-ӳсӗре илет.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Егор пукан ҫине ларчӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ шӑнӑрлӑ аллине шурӑ сӗтел ҫитти ҫине хучӗ, мӑкӑллӗ пӳрнисене сиктеркелесе, шӑпӑрт пулнӑ Аниҫҫе ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн шурса кайнӑ ҫаврака ҫамки ҫине, тарпа йӑлтӑртатакан ҫӳхе кимӗрчеклӗ сӑмси ҫине тусан вӗҫе-вӗҫе ларать, анчах хӑй пӗрехмай урине пӗр-пӗр ӑшӑ япалапа кӗптеме тилмӗрет, ҫамки ҫинчи тарне шӑммипе тирӗ кӑна юлнӑ шӑнӑрлӑ аллипе сӑтӑрса ятлаҫать:
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Алексеевичӗ аякранах машин ҫӑвӗн шӑрши ҫапакан хытӑ шӑнӑрлӑ пӳрнисемпе Григорий аллине ҫатӑрласа чӑмӑртарӗ, чӗлхине чаплаттарса илчӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Эсӗ мӗнлерех шухӑшлатӑн? — ыйтрӗ Григорий хура шӑнӑрлӑ аллине хӗрӗн пуҫӗ ҫинчен илмесӗрех.— Как же ты думаешь? — спросил Григорий, не снимая с головы дочери черножилую руку.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чылай каярахран та, патшан хурҫӑ шӑнӑрлӑ алли пӑркӑчласа хӗстернине пула пӗтӗм Ҫар облаҫӗ шӑппӑн пӑлханнӑ вӑхӑтра, тури казаксем, хӑйсен атаманӗсем ертсе пынипе, кӗрешӗве уҫҫӑнах ҫӗкленнӗ, патша тытӑмӗн тӗккисене лӑкакаласа пӑхнӑ: корона ҫарӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Дон ҫинчи каравансене тустарнӑ, Атӑл ҫине ҫитсе ӳкнӗ, хавшаса вӑйсӑрланнӑ Запорожье казакӗсене пӑлхава тухма хӗтӗртнӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ленчӗрех каялла кайнӑ пуҫӗ ун усӑннӑҫем усӑнса пырать, кӑвак шӑнӑрлӑ ҫинҫе мӑйӗ ҫинчи юн тымарӗсем юлашки чӗре тапписене шутлаҫҫӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шахтерӗ ку, кӗлетки-ҫурӑмӗпе илсен, баржа ҫинчи канат пек тӗреклӗ: шултра шӑнӑрлӑ, кӗре хул-ҫурӑмлӑ, типшӗм; сенкертерех куҫӗсем симӗс хӗлхемпе йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Бодовсков аванмарланнӑ пек пулчӗ, ҫара урисенчи шӑнӑрлӑ пӳрнисене хутлатса ура ҫине тӑчӗ те сырӑш еннелле таплаттарса кайрӗ.— Бодовсков смутился, поворочал узловатыми пальцами босых ног и встал, пошлепал к кормушке.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.