Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек авкаланса, е ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине сиксе ларса, е урасем хушшинчен шуса тухса, хӑйӗн типсе кайнӑ, анчах пиҫӗ те шӑнӑрлӑ ӳт-пӗвӗпе хреснашшӗ тӑрмашать…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хӗрарӑмсене те — арӑмӗсемпе еркӗнӗсене — ҫак старик хӑйӗн йывӑр ачашлӑвӗпе тупӑка ӑсатнӑ пуль, вӗсене шӑмӑллӑ кӑкӑрӗпе лапчӑтнӑ пуль, ҫак хулӑн тутисемпе вӗсен пурнӑҫ сӗткенне ӗмнӗ пуль, — халӗ те ав унӑн тутисем хӗп-хӗрлех, калӑн — вӑрӑм та шӑнӑрлӑ аллисен ытамӗнче вилнӗ хӗрарӑмсен юнӗсем халиччен те типеймен, — тейӗн.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Помещикӑн типшӗм те шӑнӑрлӑ алли ун пуҫӗ ҫине анчӗ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӑшалпа ҫеҫ пеме пӗлетӗп, — шӑнӑрлӑ вӑйлӑ аллипе маузера илсе, ответ пачӗ Чжао Юй-линь.Из ружья только стрелять умею, — ответил Чжао Юй-линь, беря оружие жилистой рукой.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шӑнӑрлӑ вӑрӑм Ситанов, пӗр ҫирӗм икке ҫитнӗ каччӑ, уссисӗр те куҫ харшисӗр-мӗнсӗр ҫавра питлӗскер, хурлӑхлӑн та тимлӗн кӗтесселле пӑхать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав ҫирӗп те шӑнӑрлӑ старик йӑлтах пӗлсе тӑрать — хулан пӗтӗм пурӑнӑҫне купецсен чиновниксен, пупсен, мещансен мӗнпур вӑрттӑнлӑхӗсене те пӗлсе тӑрать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав хӗрарӑм эпи-карчӑк та евчӗ те пулать, вӑл шӑнӑрлӑ пысӑк арӑм, сӑмсийӗ кӑвакал сӑмси пек, арҫын кӑкӑрӗ пек лаптӑк кӑкӑрӗ ҫине «пӗтекенсене ҫӑлнӑшӑн» текен ылттӑн медаль ҫакса сӳрет.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мастер хӑйӗн пысӑк шӑнӑрлӑ тӗксӗмрех алли ҫине пӑхрӗ, ним калама та аптрарӗ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак ҫын пӗвӗ-сийӗ ҫав тери ҫирӗп, гранитран тунӑ пекех: пуҫӗ пысӑк, ҫамки ҫӳлӗ, пичӗ сарлака та тӗксӗм, мӑйӗ шӑнӑрлӑ, хулпуҫҫийӗсем анлӑ, тӗреклӗ, аллисем вӑйлӑ та пысӑк, вӗсем ӗҫпе хытнӑ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ унӑн шӑнӑрлӑ пысӑк аллине ярса тытрӑм та чуптуса илтӗм.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн ҫӗрпе варса хунӑ алли-ури, шӑнӑрлӑ та кӗрнеклӗскерсем, кӑнтарса тӑнӑ…»Как жилистые крепкие корни, выдавались его засыпанные землею ноги и руки…»
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Шутсӑр ҫирӗп шӑнӑрлӑ чӗрчун иккен вӑл этем тени!
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Унтан, пӗр чӗнмесӗр, аллисемпе те чӗркуҫҫипе тӗрткелесе, хӑрах куҫа кӗтессе илсе пырса пукан ҫине лартрӗ, хӑй юнашар ларчӗ, ылтӑн тӗслӗ ҫӑм пусса илнӗ пысӑк, шӑнӑрлӑ аллисене сӗтел ҫине хучӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫӳллӗскер, типшӗм, ҫирӗп шӑнӑрлӑ ҫын — вӑл ларма-тӑма пӗлмен хыпаланчӑк пулассӑн, ҫивӗч чӗлхепе калаҫассӑн туйӑнать, анчах хӑй васкамасӑр уткаланине, йӗркеллӗн хуҫкаланнисене куратӑн, унӑн лӑпкӑ, уҫах мар сассине илтетӗн те шалт тӗлӗнетӗн.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗркеленчӗклӗ, шӑнӑрлӑ аллисене чӗрҫи ҫине хурать те шухӑша каять.Задумалась, положив на колени руки в морщинах, с набухшими жилками.
Чиесем чечеке лараҫҫӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Рабочи шӑнӑрлӑ аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫине хунӑ та хӳме сулхӑнӗнче ларать.Рабочий сидел в тени забора, положив на колени жилистые руки.
Лонжюмо ялӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Калиткесем умӗнче сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ стариксем хӑмӑр тӗслӗ шӑнӑрлӑ аллисемпе янтарь шӑрҫасем суйласа лараҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ярӑр, илтетӗр-и, ярӑр тетӗп! — унӑн хӗвелпе пиҫнӗ шӑнӑрлӑ алли хӑй йӗри-тавра хыпашларӗ, автомат шырарӗ пулас.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Алӑк ҫумӗнчи филенка хӑпӑнса тухнӑ, шӑтӑкран такамӑн шӑнӑрлӑ алли ҫӑра уҫҫи шыранӑ.Вылетела филёнка, чья-то худая, жилистая рука просунулась в образовавшееся отверстие и шарит замок.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Хӗрарӑм хӑйӗн Крым хӗвелӗпе пиҫсе хуралса кайнӑ шӑнӑрлӑ хресчен аллисене усса улмуҫҫи айне тӑчӗ те, пирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.